Ытти регионтан таврăннисем чирлеттереççĕ

11 Дек, 2020

Коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен ятарлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна ку хутĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пычĕ.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов каланă тăрăх, стационарсенче 2571 çын сипленет, вĕсенчен 64-шĕ ИВЛ аппаратпа сывлать. 820 çын реабилитаци тухнă. Килте 2630 çын сипленет, медучрежденисем вĕсене эмелпе тивĕçтереççĕ. Обсерваторире 51 çын медпулăшу илет», — терĕ Владимир Геннадьевич. Мĕнпур халăхăн 49 процентне грипран прививка тунă. Коронавирус инфекцийĕнчен хӳтĕлекен прививкăна тума 11 медучрежденире вакцинаци пункчĕ хатĕрленĕ, 2021 çулхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче тепĕр 14 пункт уçма палăртнă. Кăçал Чăваш Ене васкавлă медпулăшу паракан çĕнĕ 53 машина килсе çитмелле.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская пĕлтернĕ тăрăх, коронавируспа чирлекенсен шучĕ ачасен хушшинче икĕ процент чакнă тăк 30-59 çулсенчи çынсен хушшинче ӳсме тытăннă. «Яланхи пекех чирлекенсен шучĕ Шупашкарта пысăк, çапах юлашки кунсенче хулара çак хисеп кăштах чакнă. Çĕмĕрле хулинче, Хĕрлĕ Чутай районĕнче вара уйрăмах ӳссе кайнă», — терĕ Надежда Феофановна. Çĕмĕрле хулин администрацийĕн граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Алексей Кочнев каланă тăрăх, ку эрнере 52 тĕслĕхе шута илнĕ. «Пурне те уйрăм çемьесенче тупса палăртнă. Кил хуçисем нумаях пулмасть Мускавран ĕçлесе таврăннă», — терĕ вăл. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче 22 тĕслĕхе шута илнĕ, вĕсенчен 10-шĕ — ватă çынсем. «Чирленисенчен 6-шне стационара вырттарнă, ыттисем килтех сипленеççĕ», — пĕлтерчĕ райадминистраци пуçлăхĕ Иван Михопаров. Оперштаб ларăвĕнче çавăн пекех Етĕрне тата Тăвай районĕсен ертӳçисем Александр Семеновпа Владимир Михайлов вырăнти лару-тăру çинчен каласа кăтартрĕç.

Надежда Луговская палăртнă тăрăх, пневмонипе аптракансен шучĕ пин çынран иртнĕ, 36 проценчĕн коронавирус инфекцийĕ ернипе аталаннă. Роспотребнадзор ĕçченĕсем суту-илӳ, апатлану, транспорт предприятийĕсене /175 объект/ тĕрĕсленĕ, çиччĕшĕнче çитменлĕхсем тупнă, 8 протокол çырнă.

Ларура вĕренӳ учрежденийĕсем пирки те сăмах пуçарчĕç. Инфекцие пула республикăри тĕрлĕ шкулта пĕлӳ илекен 408 ача дистанци мелĕпе вĕренет. Çак кунсенче Тăвайри вăтам шкулта икĕ тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕрентӳ министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Алексей Лукшин техникум-колледжсенче чирлекенсен шучĕ чакнине палăртрĕ, çавна май вĕренӳ учрежденийĕсене йăлана кĕнĕ режима тавăрма сĕнчĕ. Лару членĕсем ку сĕнӳпе килĕшрĕç. Аслă шкулти студентсем хальлĕхе дистанци мелĕпех вĕренĕç.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментировать