Кремль: Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăх.н суйлавне хутшăнма тив.çл.

11 Июн, 2015

Республика Пуçлăхĕн суйлавĕ çывхарса пынă май йĕплĕ чĕлхесем «Кремль Михаил Игнатьева суйлава хутшăнма шанĕ-и-ха?» тесе хăçантанпа çăвар карчĕç - халĕ тинех шăпланаççĕ-тĕр. Ытларикун чылайранпа нумайăшне калаçтарнă çак ыйту туллин татăлчĕ тени те вырăнлă. Тепĕр ыйту тĕлĕшпе те çав кунах уçăмлăх пулчĕ. Сăмах - Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕнчен РФ Федераци Канашĕн членĕн должноçне йышăнмашкăн камăн кандидатурине сĕнесси пирки.

Июнĕн 9-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕн полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех вĕçлесси çинчен калакан указа алă пуснă. Владимир Путин Михаил Игнатьев отставкине йышăннă, ăна Чăваш Енĕн çĕнĕрен суйланă Пуçлăхĕ должноçа лариччен ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама уйăрса лартнă.

Çав кунах Шупашкарта «Единая Россия» партин регион уйрăмĕн политканашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ун хыççăн çĕнĕ статус йышăннă, тĕрĕссипе вара халичченхи ĕçрех юлнă Михаил Игнатьев журналистсемпе курнăçрĕ. Президент унăн полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех вĕçлени, ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шанни мĕне пĕлтерет? Çак ыйтăва Михаил Васильевич акă мĕнлерех хуравларĕ:

- 2015 çул - пирĕншĕн политика çулталăкĕ. Конституци нормисем, суйлав саккунĕн нормисем пур. Полномочисем яланах пуçланаççĕ те вĕçленеççĕ. Çав шутра - республика Пуçлăхĕн полномочийĕсем те.

ЧР Пуçлăхĕн должноçĕнче иккĕмĕш тапхăр ĕçлемешкĕн республикăра пурăнакансен тĕревне, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн шанăçне туймалли çинчен эпĕ яланах каланă. Вăхăт çитмесĕрех отставкăна яма ыйтрăм, Президент манăн ыйтăва тивĕçтерчĕ. Çав вăхăтрах мана республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçламашкăн уйăрса лартрĕ. Халиччен пурнăçланă мĕнпур полномочие малашне те туллин пурнăçласа пырăп. Чăваш Енри суйлавçăсен шанăçне çĕнсе илмешкĕн яваплăха туйса, çине тăрса, тар тăкса ĕçлемелле. Çавăн пекех халăхпа курнăçнă май çынсем çĕклекен ыйтусене туллин шута илме тăрăшмалла.

2010 çулта республика тилхепине тытнă Михаил Игнатьевăн полномочийĕсен вăхăчĕ кăçалхи августăн 28-мĕшĕнче официаллă майпа вĕçленмеллеччĕ. Суйлав - сентябрьте, пĕрлехи сасăлав кунĕччен тата икĕ эрне юлатчĕ.

- Тĕрлĕ иккĕленÿ, сас-хура ан пултăр тесе эпĕ Президентран хама отставкăна яма ыйтрăм, - сăмахне тăсрĕ Михаил Васильевич. - Маншăн çак указ эпĕ, халăх чури, хама шанса панă пострах юлассине пĕлтерет. Президент шанăçĕ - маншăн питĕ пысăк яваплăх.

Меллĕ самантпа усă курса «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн политканашĕн ларăвне хутшăннисен шухăш-кăмăлĕпе те интереслентĕмĕр. Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов тÿрех палăртрĕ: «Çак хыпара эпир пурте кĕтнĕ, тĕрĕссипе, вăл - ĕçлĕ самант. Политканаш ларăвĕн кун йĕркинче виçĕ ыйту пулчĕ. Вĕсене пăхса тухрăмăр, Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне суйламалли кандидатура тĕлĕшпе партин малтанхи шалти сасăлавне ирттерессине палăртрăмăр. Çапла вара паян çирĕплетсех калама пулать: праймериз старт илчĕ».

Çавăн пекех регион уйрăмĕн 22-мĕш конференцине йĕркелеме йышăннă - вăл июнĕн 24-мĕшĕнче иртет. Çав кунах конференцире регион Пуçлăхĕн партирен сĕнекен кандидатурин ятне пĕлтерĕç.

Çавăн пекех регион уйрăмĕн 22-мĕш конференцине йĕркелеме йышăннă - вăл июнĕн 24-мĕшĕнче иртет. Çав кунах конференцире регион Пуçлăхĕн партирен сĕнекен кандидатурин ятне пĕлтерĕç.

Тепĕр хыпар - сенатор кандидатурипе çыхăннăскер. "Паян çавăн пекех сенатор кандидатурипе çыхăннă ыйту татăлчĕ. Политканаш йышăнăвĕ пур, эпир Федераци Канашĕн членĕн - ЧР Патшалăх Канашĕн представителĕн должноçне йышăнмашкăн Вадим Иванович Николаев кандидатури çинче чарăнтăмăр", - терĕ Николай Владимирович. Патшалăх Канашĕн татăклă йышăнăвĕ паян, июнĕн 11-мĕшĕнче, паллă пулĕ - парламент сессие пухăнать, ыйтăва депутатсем сасăласа татса парĕç.

Президент указĕ кĕтменлĕх пулманнине Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов та палăртрĕ: "Михаил Игнатьев Владимир Путинпа, пирĕн партин регионти организацийĕпе пĕр командăра пулнине эпир питĕ лайăх пĕлетпĕр. Республика тĕрĕс çулпа утать. Владимир Владимирович республикăра пурăнакансенчен ытларахăшĕн шухăшне ырласа йышăнчĕ - эпĕ çапла шухăшлатăп. Çакнашкал сĕнÿсем тĕплĕ те анлă тишкерÿ хыççăн çурални вăрттăнлăх мар. Çакна та каласшăн: Раççей Президенчĕн Администрацийĕ пирĕн парторганизаци шухăшне те шута илнĕ".

"Единая Россия" партин регион уйрăмĕн политканашĕн президиумĕн членĕн Татьяна Быстровăн сăмахĕ те иккĕленÿсĕр пулчĕ: "Тĕрĕссипе, эпир хамăрăн шухăша пĕлтĕр "МолГород" форумрах уçăмлăн палăртнăччĕ. Паян çĕршыв Президенчĕ Михаил Игнатьев хăйне отставкăна яма ыйтнине тивĕçтернине пĕлтĕмĕр. Тÿрех ăнлантăмăр: Кремль регионăн халь ĕçлекен ертÿçине суйлава хутшăнмашкăн шанать. Çамрăк гвардеецсем çак хыпара хавхаланса йышăнчĕç.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.