Çамрăклăх çичĕ çунатлă

27 Июн, 2015

Паян - Çамрăксен кунĕ. Ăна çĕртмен 27-мĕшĕнче çĕршывĕпех уявлаççĕ. Çак куна Раççей Президенчĕн 1993 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Пирĕн республикăра пурăнакансен 23 проценчĕ /345270 çын/ - 14-30 çулсенчи çамрăксем. Атăлçи федераци округĕнче Чăваш Ен ку ÿсĕмрисен шучĕпе - вунпĕрмĕш вырăнта.

Вăхăт сисĕнмесĕр шăвать. Халь кăна юлашки шăнкăрав янăранăччĕ. Акă патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем те хыçа юлчĕç. Çак кунсенче шкулсенче сывпуллашу каçĕсем иртрĕç, çамрăксем алла аттестат илчĕç. Халĕ вĕсемшĕн кирек ăçта та çул уçă. Вĕренме ан ÿркен кăна. Малашлăхра мĕнле çул-йĕр суйласа илесси çамрăкран хăйĕнчен нумай килет. Чăваш Енре вырнаçнă аслă шкулсене /бюджет вырăна/ кăçал 3,2 пин ытла çамрăк вĕренме кĕме пултарĕ. Паян ĕлĕкхи пек мар, паллакан, тăван урлă е укçа парса мар, аслă шкула бюджет вырăна ППЭ кăтартăвне кура илеççĕ. Çавăнпа та вĕренме кĕрекенсен списокне 80-90-мĕш çулсенчи пек ниепле те маларах хатĕрлесе хума пултараймаççĕ. Студент чухне пĕрле вĕренекенсен хушшинче пĕр факультетах виçĕ çул таран документсем панисем те пурччĕ. Тĕрĕсмарлăх, коррупци хуçаланнă вăхăт мĕн чухлĕ çын шăпине çапса хуçман-ши ун чухне? Çавна май ăс-тăнĕпе, тавракурăмĕпе, çаврăнăçулăхĕпе тĕлĕнтерекен çамрăксен хушшинчех аслă пĕлÿ илеймесĕр юлнисем те пулнă.

Шкул саккинчен 90-мĕш çулсенче уйрăлтăмăр. Самана пăтраннă, арпашăннă вăхăт. Лавккасенчи пушă сентресем, урамран тăсăлакан черетсем халĕ те куç умĕнчех. Пĕр çын пуçне талонпа уйăхне çур кило паракан сахăршăн та ик-виç сехет тăма тиветчĕ те. Ниçта тупса илме çукран пĕр вăхăт канфет-печени тути-масине те маннăччĕ халăх. Сутлăхра чей те çукран ун вырăнне курăк вĕрететчĕç. Халь кулăшла пек: лекци çырма хулăн тетрадь те çукчĕ сутлăхра. Атте-аннене вăхăтра шалу тÿлеменни те пулнă. Ача пособийĕ вырăнне пăта тавраш, шампунь, супăнь-порошок тыттаратчĕç. Укçа-тенке лавккана куçарса тахçантанпах выртакан ниме юрăхсăр тавар та туянтарттаратчĕç.

Йывăр пулин те, халăх çак тапхăра чăтса ирттерчĕ. Паллах, самана пăтравĕнче аптранипе тата ĕç çукран çухалса каякан та, тĕрĕс мар çул-йĕр суйласа илекен çамрăк та нумай пулнă. Хăшĕ-пĕрне çак лару-тăру çапса хуçрĕ, теприсене тата вăйлăрах пулма хистерĕ.

Пурнăç пĕр вырăнта тăма пултараймасть. Вăхăт ытла нумаях та иртмерĕ, вăл каялла лайăх енне улшăнчĕ. Ĕç укçине те, пенсипе пособи те уйăхсеренех тÿлеме пуçларĕç. Нумай ачаллисемпе çурт-йĕр çавăракансем, çамрăк çемьесем ятарлă программăсемпе усă курма тытăнчĕç.

Хамăр республикăна илес пулсан, çамрăксене пулăшасси - приоритетлă тĕллевсенчен пĕри. Пултарулăхĕпе уйрăлса тăракан хĕрсемпе каччăсене çуллен Çамрăксен патшалăх премийĕпе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕпе чыслаççĕ, çамрăксене инноваци программисемшĕн хавхалантарасси те йăлана кĕнĕ. Ĕç рынокĕнчи кирлĕ специальноçсемпе вĕренмешкĕн Чăваш Енре аслă шкулсемпе техникумсен алăкĕсем уçă. Çамрăксене ĕçпе тивĕçтерессине те патшалăх пысăк тимлĕхпе туса пырать.

Производство вĕренĕвĕн мастерĕсемпе специальноç енĕпе пĕлÿ паракансене «çамрăклатас» ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев техникум-колледж педколлективĕсемпе тĕл пулсан пĕрре мар хускатнă. Лару-тăрăва хăй курса хакланă май 2015 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче вăл çĕнĕ «Чăваш Республикинчи патшалăх професси вĕренÿ организацийĕсен студенчĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне парасси çинчен» Указа алă пуснă.

Указа хута янă май техникумра е колледжра юлашки курсра вĕренекен, ăслăлăхра, спортра, вĕренÿре, пултарулăх аталанăвĕнче е общество пурнăçĕнче хастарлăхпа палăракан, малашне Чăваш Республикин професси пĕлĕвĕ паракан патшалăх организацийĕнче мастерта е ятарлă дисциплина вĕрентекенĕнче ĕçлемешкĕн тĕллевлĕ пĕлÿ илесси çинчен килĕшÿ тунă 10 студента вуншар пин тенкĕлĕх грант уйăрĕç. Указ пурнăçланма тытăнсан професси вăтам пĕлĕвĕ паракан организацисене çамрăксем çул тытас шанчăк пур.

Республикăра паянхи кун тĕлне ача-пăча тата çамрăксен общество 56 организацийĕ ĕçлет, вăл шутра 42-шĕ - çамрăксен. Патшалăх политикин программисене аталантарма çул-йĕр шыракансем валли республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Реестра кĕрекен мĕнпур организацие çулталăк тăршшĕпех методика тата информаци енчен пулăшаççĕ.

Раççей шайĕнче иртекен конкурссене те çулленех хутшăнаççĕ çамрăксем. Астăватăп-ха, иртнĕ çул Чăваш Енри 8 çамрăк çĕнтернĕччĕ, 300-шер, 100-шер тата 50-шар пин тенкĕлĕх грантсене тивĕçнĕччĕ. Самар облаçĕнче çамрăксен «iВолга - 2015» форум ĕçлет. Унта хутшăнакансене кашни кун çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ. Кăçал унта республикăри 80 ытла çамрăк хăйсен проекчĕсене хÿтĕлеме кайнă. Вĕсен ĕçĕсене Раççей шайĕнчи профессионал экспертсем хак параççĕ.

«Çамрăк пурнăçĕ - ура пусман çул пекех», - тенĕ ваттисем. Чăннипех те, вĕсен умĕнче пĕтĕмпех çĕнĕ, çутă, таса... Хĕр упраçпа яш-кĕрĕм ыранхи куна шанчăкпа пăхать. Вĕсенче - çĕршыв пуласлăхĕ. Çичĕ çунат сарса пуçа усмасăр тата пĕр ÿркевсĕр малалла кăна талпăнмалла. Чăваш Енри мĕнпур хĕрсемпе каччăсене, уйрăмах тин кăна шкул саккинчен пурнăç çулĕ çине тăракансене, ырă та çутă малашлăх сунас килет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.