Юрламасть садра саркайăк

4 Июл, 2015

Авланнă арçынпа çыхланма мĕне кирлĕччĕ-ши? Çемйине пăрахса ман пата килĕ терĕм-ши? Эх, хĕр чухне ытла та айван-çке эпир, арăмĕ пуррине систерчĕç-çке малтанах. Ĕненмерĕм, пĕр çынна та итлемерĕм, сивĕтесшĕн, ахаль çеç калаçаççĕ пуль терĕм. Тепĕр тесен, пуçа çухатасла, çунатланса вĕçекенскере авланни мĕне пĕлтеретчĕ-ши? Халĕччен никама савса курманскер чечексем, канфет парнеленине, кашни кун ăшă сăмахсемпе йăпатнине юрату вырăнне йышăнтăм-ши?

...Пахчари сирень шап-шурă çеçкереччĕ ун чухне. Садра саркайăк каçăхса кайсах юрă шăрантаратчĕ. Сана курнă-курманах чĕрем хыттăн тапма пуçлатчĕ. Кашни каçа чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Пĕрремĕш хут хыттăн-хыттăн чуптунине епле манăн? Çÿл тÿпере вĕçеттĕм санпа чухне. Уйăх çине хăпарса анаттăм. Вăхăтлăх телей çинчен шухăшлама та пултарайман çав. Ытла та хăвăрт килчĕ уйрăлу, хăй хыçĕнчен чĕрене касса татакан ырату çеç хăварчĕ. Гена темĕн пытарнăн туйăнатчĕ манран, ыйтма хăяймастăмччĕ. Çие юлчĕ. Кĕçех амăшĕ пулассине чун савнине савăнса каласа кăтартрăм. Кăмăлĕ тÿрех пăсăлчĕ, сăлтав тупса манпа ытлашши сăмах вакламасăрах кайса çухалчĕ. Урăх килмерĕ те. Вăл çемьеллĕ, икĕ ачаллă пулни уçăмланчĕ. Çакна ытла та кая юлса ăнлантăм.

Юрламасть текех садра саркайăк. Ывăнса çитрĕ-ши? Е эпĕ çеç илтместĕп-ши? Ĕнерхи уяр кун та тăрук таçта çухалчĕ. Сар хĕвеле хура пĕлĕтсем хупларĕç. Пĕччен те хăр тăлăх юлтăм çак çĕр çинче. Чавса çывăх та - çыртаймăн. Юрăри пекех халь, пылак çырлине пĕрле тутантăмăр, йÿççине вара пĕчченех çиме тивет-ши? Мĕнех, йывăр пулсан та чăтăп, шăпа пÿрнинчен иртеймĕн теççĕ. Çапах та никама та итлеместĕп, пысăк юратупа тĕвĕленнĕ ачана çурататăпах. Ял халăхĕ ир те каç кирек мĕн пăшăлтаттăр, хăçан та пулсан ман çинчен манса каяççех. Халь эпĕ вĕсемшĕн сĕтĕрĕнчĕк, юхха хĕрарăм çеç. Пурнăçра кам йăнăш утăм тумасть-ши? Асаннепе пĕр çултисен хушшинче те качча каймасăр ача çуратнисем пайтахчĕ. Халь эпĕ питĕ япăх-и? Çын калаçасран хăраса тата пурин умĕнче те лайăх пулас тесе пепкене вĕлермелле-и-ха? Хĕрĕх чĕрнеллисем те шур кĕпепе венчете тăраççĕ. Мĕнех, пĕрисене качча илеççĕ, манпа вара урăхларах пулса тухрĕ, хам айванни пирки ултав серепине çакланма лекрĕ. Пурнăç çине урăхларах куçпа пăхма тытăннă хыççăн кунта çав тери хăрушшине курмастăп. Арăмĕ пуррине ĕненмерĕм малтан, авланнă арçынпа нихăçан та çыхланас çукчĕ. Мăшăрне те систермĕп, çын çемйине аркатас килмест. Пурăнччăрах. Купăста яшки хăвăрт йăлăхтарать теççĕ, çавăншăн çеç çÿренĕ апла ман пата Гена. Таса хĕре çыпăçиччен пĕр-пĕр инке арăм патне сукмак хывайман-шим? Арçынла мар, паллах, çие юлнине пĕлсен мулкач пекех айккинелле тапса сикрĕ. Телефон номерне те çийĕнчех улăштарчĕ. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă атте пилĕ çитсен эпĕ те телейлĕ пулăп-ха. Паян садра саркайăк юрламаннишĕн кулянса чунăма ыраттарас килмест. Кĕр те çитĕ, хĕллехи çил-тăман хыççăн каллех çутă çуркунне килĕ. Саркайăк пирĕн пахчара çĕнĕрен йăва çавăрĕ. Чи çепĕç юррине, тен, ун чухне ман валли шăрантарĕ.

ИРИНА.

Шупашкар районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.