Купăсне тăсса ярать те...

1 Авг, 2015

Канаш тăрăхĕнче ăна пĕлмен çын çук та пулĕ. Ара, тăван районта иртнĕ "Раççей çăлкуçĕсем" фестивальре те Надежда Бабкинăпа пĕрле юрăсем шăрантарнă вăл. Çăлтăр чăваш арне тÿрех килĕштернĕ, унпа пĕрле сцена çинче кăмăлтанах саркаланса ташланă.

Çĕнĕ Шуртанра пурăнакан Виталий Дмитриевăн калаçнă чухне те алли-ури тăпăртатса кăна тăрать те, халăх умне тухсан тытса чарайăн-ши? Хуткупăсне тăсса ярсан халиччен ташă картине тăрса курманни те тĕпĕртетме пуçлĕ. Регионсен хушшинче иртекен Ираида Вдовина ячĕллĕ фестивальре икĕ çул каялла "Чи лайăх баянист" ята тивĕçнĕ вăл. Хисеп хучĕсен шучĕ те çук. Таврарисем пултарулăхĕнчен çеç мар, ăçтан вăхăт тупнинчен, унăн иксĕлми вăйĕнчен тĕлĕнеççĕ. Виталий Дмитриев - Вăтакас Татмăшри культура çурчĕн пуçлăхĕ. Çав вăхăтрах ку ялти вăтам шкулта "Укăлча" фольклор ушкăнне ертсе пырать вăл. Директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче, музыка учителĕнче тăрăшать. Катекри шкула çитсе ачасене музыка пĕлĕвĕ пама та ĕлкĕрет.

- Пилĕк çултах купăс калама вĕреннĕ эпĕ. Никам хистенине те, пускалама хăнăхтарнине те астумастăп. Почтальонра ĕçленĕ инке мана питĕ юратнă çав, Канашран купăс илсе килсе панăччĕ. Епле хĕпĕртенĕччĕ, тетте тавраш та кирлĕ пулман. Çав кунран эпĕ ăна алăран яман тесен тĕрĕсрех те пуль. Атте енчисем те, анне енчисем те - пурте купăсçăсем. Пичче те, йăмăк та çав тери илемлĕ кĕвĕсем выляççĕ. Юнра вăл пирĕн. Ывăлăма музыка шкулне вĕренме ярас шухăшпа пурăнатпăр. Вăл та пĕчĕккĕллех юрра-ташша ăста, - чунне уçать Виталий Кузьмич.

Кăçал районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа "Алăкран тухрăм - тайăлтăм" фестиваль-конкурс йĕркеленĕ. Виталий Дмитриев йĕркеленĕ арçынсен "Татмăш Ен" ушкăнĕ пĕрремĕш вырăна тухнă унта. Çакăн хыççăн республикăри 2-мĕш фестиваль-конкурса чĕнсе илнĕ вĕсене. Кунта та çынсен чун-чĕрине тыткăна илме пултарнă.

- Конкурс Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртрĕ. Эпир, ултă арçын, пурте салтак тумĕпе, сцена çинче юрă шăрантаратпăр. Залри икĕ арçын, конкурса килнĕскерсем, пĕр кĕтесе тăнă та çак юрра макăрса итлесе тăраççĕ. Кайран пире: "Ах, сăмахĕсем ытла йывăр-çке, чĕрене татса илеççĕ", - терĕç. Ахальтен диплома тивĕçмерĕмĕр пуль, - хавхаланса каласа кăтартать Виталий Дмитриев. Çĕнĕ Шуртанра çуралса ÿснĕ Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхне Анатолий Кротова та хăйсенчен хăварман, ăна та пĕрле пысăк сцена çине илсе тухса юрлаттарнă. Конкурс пирки сăмах пуçарнă май чăтаймарĕ, куççуль кăларттаракан "Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать" юрра урам варринчех юрласа ячĕ Виталий Дмитриев.

Виталий Кузьмич çавăн пекех Катекри шкулта Г.Васильева, Э.Митрофанова вĕрентекенсемпе пĕрле "Илем" ансамбле ертсе пырать. Пĕтĕмпе 90 ача çÿрет пултарулăх ушкăнне. Ашшĕ-амăшĕ сцена çине тухма тĕпренчĕкĕсем валли хитре кĕпесем çĕлеттернĕ. Икĕ çул каялла "Илем" ансамбль "Пĕчĕк çеç путене" ача-пăча конкурсĕнчен лауреат пулса таврăннă.

- Кăмăл туртнипе, юрлас-ташлас килнипех çÿреççĕ ачасем. Пĕчĕккĕллех сцена çине, халăх умне тухса уçăлаççĕ, вăтанма пăрахаççĕ, хăйсене ирĕклĕ тытма хăнăхаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ питĕ маттур, ачисене аталантарас тесе темĕн тума та хатĕр. Çакă та савăнтарать, - шăпăрлансен пултарулăхĕшĕн хĕпĕртет Виталий Кузьмич.

Ялти клубăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри вăл - çамрăк ăру кун-çулне çутă та пуян, интереслĕ йĕркелеме пулăшасси, çавăн пекех йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварасси. Ăна пурнăçа кĕртме кашни çĕртех тĕрлĕ майпа усă кураççĕ. Вăтакас Татмăшри культура çурчĕ вара кĕрлесе кăна тăрать паян. Хăюллăнах "Виталий Кузьмич пуррипе" тесе калас килет. Клубра тăрăшаканшăн чи кирли алăри диплом мар, турă пани, чунра хăйне майлă хăват пурри, халăхшăн çун-ни... Кунта нумай пулмасть çеç ĕçе пуçăннă Виталий Кузьмич Дмитриев шăпах çавăн пек çынсенчен пĕри. Ахальтен мар ăна кăçал ЧР Культура министерствин Хисеп хучĕпе чысланă.

Сцена валлиех çуралнă вăл. Çав вăхăтрах ялта çирĕп хуçалăх тытса пырать. Икĕ лаша, 60 ытла сурăх унăн паян. Картиш тулли - чăх-чĕп, хур-кăвакал. Пахчинче çĕнĕ йышши мунча купалама тытăннă. Алли тĕлĕнмелле çыпăçуллă. Çакă хăй ăсталанă хитре, аякран илĕртсе ларакан хапхаран та курăнчĕ. Çемье, кил, ача-пăча, тăвансем пурнăçра уншăн чи пысăк вырăн йышăнаççĕ. Маттур арçын сахал мар-ха пирĕн хушăра. Вăхăтра ĕçлеме те, савăнма та вăхăт тупаççĕ вĕсем.

 

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.