Çынлăха упрама вĕрентекен сăнарсем

28 Фев, 2014

Пĕррехинче 1966 çулта тухнă «Ялав» журналăн 11-мĕш номерĕ алла лекрĕ. Ăна уçса вуланă май пĕр статьяра Леонид Агаковпа тепĕр çыравçă калаçăвне асăрхарăм. Çав йĕркесене илсе кăтартам-ха.

- Литература ĕçне пăрахас тетĕн-им? - тесе ыйтрăм эп /авт. - Леонид Агаков/ унран.

- Мĕншĕн пăрахас? Шутламастăп та пăрахма, - терĕ вăл.

- Тухтăр пуласшăн та-ха ху... Темле, тухтăр ĕçĕ литературăпа сыпăнсах кайман пек туйăнать...

- Чехов кам пулнă, пĕлетĕн-и? - тăрук ыйтрĕ вăл манран. - Тухтăр! Вересаев кам пулнă? Тухтăр! Анчах мĕн тери чаплă япаласем çырнă! Хамăр чăвашра та лайăх пример пур - Петр Николаевич Осипов, «Айтар», «Кушар» çыраканни ара. Шупашкарти чи лайăх тухтăр вăл. Çав вăхăтрах - чи лайăх драматург...

Çынсене эмелпе те, илемлĕ литература хайлавĕсемпе те савăнтарма ĕмĕтленнĕскер кам пулнине тавçăрайрăр-и? Эппин, унпа тата çывăхри ялсенче çуралнă çыравçăсене аса илер-ха.

Килĕрен киле çÿреççĕ

Сăмахăм Муркаш районĕнчи халĕ Ярапайкасси ял тăрăхне кĕрекен Вускассинче çуралнă Куçма Пайраш, Сыпайра кун çути курнă Иван Григорьев, Тури Тăмлай çĕрĕ çинче чупса çитĕннĕ Александра Лазарева пирки.

Сыпай тĕп шкулĕнче ачасене пĕлÿ паракан Надежда Яковлева пĕлтернĕ тăрăх - çак писательсенчен пĕрне те тĕп программăна кĕртмен. Александра Лазаревăн «Улăхра» тата «Пирвайхи юрату» калавĕсене çеç 5-мĕш тата 8-мĕш классен килти вулав кĕнекисене кĕртнĕ.

- Паллах, кашни çыравçă хайлавне шкул программине кĕртеймĕн. Тата вĕсен ĕçĕсене вуласа ăнланма паянхи ачасене çăмăл мар. Сăмахран, Григорьев заводсемпе фабрикăсенче тар тăкакансен пурнăçне ытларах сăнлать, Пайрашăн пур хайлавĕнче те тенĕ пекех медицина ĕçченĕсем пирки сăмах пырать. Авторсем хăйсем пурăнса ирттернĕ тапхăр курăнать. Çавăнпа вĕренекенсен чи малтан çав вăхăт çинчен лайăх пĕлмелле, - ăнлантарчĕ чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ.

Апла пулин те ачасем хăйсен пултаруллă ентешĕсене пĕлмеççĕ тееймĕн, мĕншĕн тесен вĕсем çыравçăсене мĕн пĕчĕкрен курса çитĕнеççĕ. Епле тетĕр-и? Шкулти коридорта пысăк та илемлĕ стенд çакнă. Унта маларах асăннă виçĕ çыравçăн сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Кун-çулĕпе ĕç-хĕлĕнчи тĕп самантсене палăртса çырнисем пур. Çав стенда асăрхамасăр иртеймĕн. Унăн тăррине «Ентеш çыравçăсем» тесе çырни те, чăваш тĕррипе илемлетни те савăнтарчĕ. Сăмах май, библиотекăра та вĕсем çинчен хатĕрленĕ стенд пур. Унти текстсене, шел те, вырăсла çеç çырнă.

Сыпайра Иван Григорьев пурăннă çурт та ларать. Çакна пĕлсен çав тăрăхрисем унта асăну хăми çакма палăртнипе палăртманни пирки ыйтрăм.

- Шкулта ăс пухакансем виçĕ çав çыравçă хăш ялта тата хăш урамра пурăннине, вĕсен пÿрчĕ ăçтарах вырнаçнине аван пĕлеççĕ. Çавăнпа, манăн шухăшпа, пĕлÿ çуртĕнче пысăк стенд хатĕрлени асăну хăмине таçта вырнаçтарнинчен витĕмлĕрех. Ачасем кăна мар, килен-каян хăнасем те пирĕн тăрăхран мĕнле çыравçăсем тухнине тÿрех пĕлееççĕ, - ăнлантарчĕ Надежда Николаевна.

Ачасем çыравçăсем çинчен тĕпчев материалĕсем пухнă ĕçре хастарлăх кăтартаççĕ. Вĕрентекенсем те вĕсемпе пĕрлех килĕрен киле кĕрсе маттур ентешĕсемпе çыхăннă япаласем пуçтараççĕ, ватăсемпе тĕл пулаççĕ. Ĕçлени куç кĕрет - сăн ÿкерчĕксем те, писательсен журналсенче тахçанах пичетленнĕ хайлавĕсем, кĕнекисем тупăнаççĕ. Тĕрĕсех, йышпа ĕçлесен тăрăшни харама каймасть. Темиçешер кĕнеке кăларнăскерсем çуралнăранпа паллă кунсем çитсен мал ĕмĕтлисем мероприятисем ирттереççĕ. Вĕсене учительсемпе вĕренекенсемсĕр пуçне ял-йыш та, республикăн хисеплĕ çыннисем те, калем ăстисен тăванĕсем те хутшăнаççĕ. Сакăр çул каялла Куçма Пайраш çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитнине Сыпай шкулĕнче кăна мар, Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче те паллă тунă. Тепĕр çулхине те унта кайнă - ача-пăча валли чылай калав çырнă Александра Лазарева çуралнăранпа 90 çул çитнĕ ятпа асăну каçне ирттернĕ. Çак уйăхра 90 çул каялла «Хумсем пĕрлешмеççĕ», «Çăлтăрпала çăлтăр калаçать», «Сехет çаплах шакканă» кĕнекесен авторĕ Иван Григорьев çут тĕнчене килнĕ. Кашни мероприяти тĕлне шкул ĕçченĕсемпе ачасем буклет кăлараççĕ.

- Ял историн управçи - шкул, çавăнпа тăван тăрăхпа, унăн пултаруллă çыннисемпе ачасене шкул саккинчен паллаштармалла. Кашни пилĕк çулта пĕрре аса илтерсе тăрсан та вĕренекенсем çитĕнсен те вĕсем çинчен манмĕç, мăнаçланма пултарĕç, - пĕтĕмлетрĕ калаçăва Надежда Яковлева.

 

Ванькăн выляма вăхăт пулман

Пĕр тĕл пулăва Иван Григорьевăн йăмăкĕ Валентина та çитнĕ. Вăл пиччĕшне аса илсе хăш-пĕр самант пирки каласа кăтартнă. «Нихăçан та ан макăр. Йĕрекене никам та хĕрхенмест», - вĕрентнĕ асли кĕçĕннине. Çапла калама сăлтавĕ те пулнах-тăр. Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕскер Сыпай шкулне тăватă çул çÿренĕ. Ялти кинемей Клавдия Яшкова каланă тăрăх - вăл çав вăхăтрах пĕлÿ çуртĕнче библиотекарь пулнă. Арçын ача яланах кĕнекепе туслă пулнă. Ытти шăпăрлан вара: «Ванькăн выляма вăхăт çук», - тесе шÿтленĕ. Пĕлÿ тĕнчине туртăннăскер Анат Кĕнер шкулĕнче те ăс пухнă. Шкул пĕтерсен те вăл тăван ялĕнчи вулав çуртĕнче ĕçленĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи чухне Ишлейре ĕçленĕскер унтах пулас мăшăрĕпе паллашнă.

Анчах çамрăксем тĕп килте пĕрле нумай пурăнайман. Ял-йышра çÿрекен сас-хура тăрăх - Ванькăн амăшĕ усал çын пулнă. Хайхискер ывăлĕпе кинне юратман, вĕсене уйăрттарнă. Арçын Шупашкара пурăнма куçнă. Амăшĕ ачине кăмака çинчен пенине пулах Иван пĕчĕкренпех уксахланă.

- Икĕ çул каялла çĕре кĕнĕ Зоя Оленова писательсене курни пирки каланăччĕ. Вăл А.Лазарева мăшăрĕпе Л.Агаковпа тата юлташĕпе К.Пайрашпа Çимĕке пĕрле килсе çÿренине пĕрре мар курнă. Çав ушкăнра И.Григорьева пĕрре те асăрхаман. Вăл çуралнă килти сивĕ хутшăнусене пула килсе çÿремен-тĕр. Анчах Иван Григорьевич чунĕпе яланах ялта пулнă. Хăш-пĕр хайлавра тăван тăрăхри çынсен сăнарне, хушаматне асăрхама пулать, - терĕ Надежда Яковлева.

 

Эмелпе те, сăмахпа та

Куçма Пайрашпа яла самолетпа вĕçсе килни те аякри тăванĕн Зоя Николаевнăн асĕнче юлнă. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче пулнă. Вускасси çывăхĕнче самолет кĕрлевĕ илтĕнсенех ялти ачасем урама чупса тухнă, анчах икĕ çунатлăскер çĕр çине анман, икĕ-виçĕ çаврăм тусанах инçете вĕçсе кайнă.

«Ман ÿсĕм» аса илÿре Кузьма Ильич ашшĕ пирки çырса хăварнă: «1918 çулта ман аттене, Илья Яковлевич Садикова, хăй хут пĕлмест пулин те ялти чухăнсен комитечĕн председательне суйласа лартрĕç». Хĕрлĕ салтаксен тăхăнма атă-пушмак пулманран ялта çăпата пухма йышăннă. Илья Садиков çăпата нумай тунă, кайран вĕсене вулăса лавĕпех леçнĕ.

Асăрхарăр пулĕ: кил хуçи Садиков хушаматпа çÿренĕ, ывăлĕ Пайраш тесе алă пуснă. Мĕншĕн расна? Çакна Кузьма Ильич çапла ăнлантарнă: «Ун чухне кулаксем хăйсем çинчен пичетлесе çырнă çынсене хĕсĕрленипе пурте псевдонимпа çыратчĕç. Хам хушамат Садиков пулнăран эпĕ те «садик» сăмаха чăвашла куçарса «Пĕчĕк пахча» тесе алă пусаттăм». Анчах ку Никифор Ваçанккана килĕшмен, ăна пĕр сăмахлă псевдоним тупма хушнă. Кузьма Ильич çырнинчен - Иштерекпе Вускасси тахçан пĕр ялах пулнă, «Пайраш обществи» тенĕ. Çавăнпа «Телейсĕр кунсем», «Лайăх эмел», «Çул çинче», «Кинемей», «Калавсем», «Сăмах татĕç-ши вĕсем?», «Юрату юрри» кĕнекесен авторĕ яш чухне хăйĕн валли «Пайраш» хушма ят суйланă. Сăмах май, халĕ «Пайраш» хушма ят кăна мар, вăл хушамат. Унпа прозаик кăна мар, драматург та пулнă Кузьма Ильичăн йăхне тăсакансем çÿреççĕ. Садиковсен ăру йывăçне саракансем çинчен Евгений Ерагин тĕпчесе кĕнеке кăларнă. Ăна вуласан К.Пайрашăн кун-çулĕпе, тăванĕсемпе тĕплĕнрех паллашма пулать.

Тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ, тĕллевне пурнăçласа çынсене эмелпе те, сăмахпа та сиплекенĕ шăпах Куçма Пайраш пулнă. Сывлăха упрама вĕрентекен калавсем /«Чăх куç», «Хирург чунĕ», «Арçынсем анчах айăплă-ши?», «Дежурствăра», «Çĕлен наркăмăшĕ» тата ытти те/ çырнисĕр пуçне пьесăсем те шăрçаланă. «Телейсĕр кунсем», «Чавса çывăх та - çыртма çук», «Кинемей» тăрăх Чăваш драма театрĕнче спектакльсем те лартнă. «Чĕри лайăх» пьесăра фронтран таврăннă Добровăн çынлăхне куратпăр. Арçынна арăмĕ кĕтсе илеймесĕр тепринпе пурăнма пуçланă. Операци тумалли çын вара шăпах унăн арăмĕн «çĕнĕ» упăшки. Доброва темĕнле йывăр пулсан та вăл çав çынна çăлса хăварать. Мăн Сĕнтĕр больницинче, Шупашкарти сиплев учрежденийĕсенче çĕр-çĕр çынна сыватнăскер фронтра та салтаксен пурнăçне çăлса хăварнă.

«Ыттисене çутăпа ăшă парса, майĕпен çунса пĕтекен çуртапа ахаль танлаштармаççĕ пулĕ çав чăн-чăн врачсене!» - тенĕ Николай Григорьев критик Куçма Пайраш пек ăста тухтăрсем пирки.

 

Чăнахах та савăнтарнă

Çамрăксем ял-салари шкултан вĕренсе тухсан, аслă пĕлÿ илсен тăван тăрăха таврăнманни - паянхи кунхи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ял сăн-сăпатне тавăрма хăш-пĕр тăрăхра çамрăк специалистсем çук. Çак ыйту темиçе теçетке çул каялла та ялсенче тухса тăнă. Çакна Александра Лазаревăн «Савăнтар çынсене» повеçĕнче те куратпăр. Велиме Хуралова пек маттурсем хулара ÿснĕ пулсан та ялсене ĕçлеме каяççĕ. Шайгильдина-Хураçкина йышшисем вара вĕреннĕ вăхăтра малашлăхра ялсене çĕклеме шантараççĕ пулин те сăмахне тытмаççĕ.

«Пĕр упа шăтăкне кайса чикрĕç те, тунсăхласа чут ухмаха ереттĕм унта. Нимĕнле культура та çук, тĕп-тĕттĕм ял, тÿсмелле мар, хуть те кравул кăшкăр... Унта культура тума çĕр çул кирлĕ! Манăн çамрăк ĕмĕре сая ярас килмерĕ. Çав шăтăкрах пурăннă пулсан, ĕмĕрне те качча та каяймастăм. Пĕр путлĕ çын та çук!» - тет раймилици пуçлăхне качча тухнă Шайгильдина. Вăл ялта культура вучахне чĕртес вырăнне официанткăра ĕçлет, апатланакансенчен укçа ытлашши ыйтма та именмест.

«Савăнăç», «Чипер Анна», «Ырă ĕмĕт», «Кĕсле янăрать», «Çурхи кăмăл», «Хĕр чĕри» тата ытти кĕнеке авторĕ çÿлерех асăннă повеçре тĕрлĕ ÿсĕмри çынна кăтартать. Вĕсен хушшинче вăрçă нушине тÿснисем те пур. «Ун пек картинăсене пиртен ытла вăрçăра пулманнисене кăтартмалла, - тет Клавдия Федоровна. - Атту хăшĕсем эпир вăрçăра пулнине ним вырăнне те хумаççĕ. Çамрăксем çеç мар, ваттисем те. Çак хальхи телейлĕ пурнăçшăн эпир çитмĕл çичĕ тамăк витĕр тухни асра та çук вĕсен».

Анат Кĕнерти колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче пĕлÿ илнĕ, Балашов хулинчи авиаци техникумĕнче вĕреннĕ Александра Лазарева ачасем валли те шăрçаланă. Чылай хайлавра /«Туслăх», «Юрать-ха тĕл пулнă», «Санăн çитмĕл çичĕ тус», «Çул çинче»/ вăл кĕçĕн çултисене туслă пулмаллине, пĕр-пĕрне пулăшмаллине, яланах тĕрĕс пурăнма тăрăшмаллине ăнлантарать. Чылай кĕнеке кăларнăскер Велиме Хуралова пек чăнахах та тăван халăхне савăнтарнă. Леонид Агаковпа пултаруллă ача-пăча çитĕнтернĕскерĕн нумай кĕнекине ывăлĕ ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ.

Пĕр тăрăхра çуралса çитĕннĕ виçĕ çыравçă хайлавĕсене, ан тив, шкул программине кĕртмен пулин те кирек хăш вăхăтра алла тытса та вулама интереслĕ. Кашни хайлавра тенĕ пекех çынлăха, чыса упрама тĕслĕх паракан сăнарсем.

Елена ТРОФИМОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.