“Министр мĕнле ĕçленине пĕлетĕр-и?”

28 Фев, 2014

Çамрăксемпе ĕçлекен федераци агентствин ертÿçин çумĕ Алексей Волохов Чăваш Енре пулчĕ. Нарăсăн 20-мĕшĕнче Алексей Евгеньевич çамрăксен федераци проекчĕсен республикăри уйрăмĕсен хастарĕсемпе тĕл пулчĕ, Чăваш Енри вĕренÿ заведенийĕсенчи студентсен хăй тытăмлăх органĕсен председателĕсен ларăвне хутшăнчĕ.

Республикăра федерацин ултă проекчĕ пурнăçланать: «Мĕн пур çурт», «Эсĕ - предприниматель», «Информаци юхăмĕ», «Команда 2018», «Ман хыççăн чуп», «Ырăлăх технологийĕ». Тĕл пулу кăсăклă та хĕрÿ иртрĕ. Алексей Волохов проектсем мĕнле пурнăçланнипе интересленчĕ. Кашни проектăн ертÿçи хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ, çанă тавăрса ĕçленине ĕнентерме тăрăшрĕ. Пурте чунне парса вăй хуни иккĕлентермест-ха. Ара, проект çамрăкшăн кăсăклă мар тăк вăл унта пĕр кун та тытăнса тăмĕччĕ. Çапах Алексей Волохов хăйне тивĕçтермен хăш-пĕр самант çинче чарăнса тăчĕ.

«Ман хыççăн чуп» проектăн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Екатерина Устинова йыш çулсерен хушăннине палăртрĕ. Чупăва 500 ытла çын пухăнни те пулнă. Проект Чăваш Енре 2013 çултанпа пурнăçланать. Екатерина каланă тăрăх - ăнăçлă. Районсенче штабсем уçăлнă. Етĕрне, Çĕмĕрле хулисенче ав «Хĕл Мучисен чупăвĕ» иртнĕ. «Мĕн пур çурт» проектăн /вăл 2011 çултанпа пурнăçланать/ пирĕн регионти уйрăмне ертсе пыракан Максим Иванов пилĕк çынна управлени компанийĕсене ĕçе вырнаçтарнине палăртрĕ. Проектсен хастарĕсем çанă тавăрса ĕçлеççĕ-ха, анчах, вĕсем каланă тăрăх, çамрăксене, уйрăмах аслă шкулта вĕренекенсене, явăçтарма çăмăл мар-мĕн. Техникумра, колледжра, училищĕре ăс пухакансемпе ансатрах. Тата, паллах, студент диплом илсен ĕçе вырнаçать. Ун чухне вара проект валли вăхăт та юлмасть.

- Эппин, аслă шкулсенчи студентсен канашĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле, - сĕнчĕ Алексей Евгеньевич. Екатерина Устинова шăпах çак тĕллеве пурнăçлама тăрăшнине палăртрĕ.

«Ырăлăх технологийĕ» проект мĕн тĕллевпе ĕçлени ятĕнченех паллă ĕнтĕ. Вĕсем çынсене ырă тума тăрăшаççĕ. Ытларах ватăсене, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене пулăшаççĕ.

- Шупашкарти ача çуртне нумайăшĕ çитет. Анчах республикăра тĕп хуларан самай инçе вырнаçнă ача çурчĕсем те пур: Пăрачкавра, Çĕмĕрлере... Эпир шăпах çавăнта çитме тăрăшатпăр. Илем салонĕсемпе, кондитер çимĕçĕсем кăларакан предприятисемпе çыхăну йĕркелетпĕр. Ачасем илем салонне çитсен, пылак çимĕç хатĕрлеме вĕренсен тем пекех савăнаççĕ. Халĕ кинотеатрсемпе çыхăну йĕркелесшĕн, - каласа кăтартрĕ проектăн регионти уйрăмĕн ертÿçи Светлана Алексеева.

- Проектсем тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ-ха. Чăваш Енри çамрăксен правительстви еплерех ĕçлет? - тăруках ыйтрĕ Алексей Волохов.

Правительство председателĕ Ольга Смирнова республикăри кашни муниципалитетра Çамрăксен правительствине йĕркелени пирки сăмах пуçарчĕ, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» мероприятире хастар пулнине, донорсемпе ĕçленине палăртрĕ.

- Тăхтăр-ха, эсир юн паратăр-и? - калаçăва чарчĕ Алексей Евгеньевич.

- Çапла.

- «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» мероприятишĕн Екатерина Устинова /«Ман хыççăн чуп»/ яваплă, «Ырăлăх технологийĕсем» юн параççĕ. Сăваплă çак ĕçе эсир те тунине хирĕç мар эпĕ, анчах ĕç тăвакан влаçăн тĕп тивĕçĕсем - волонтерлăх тата юн парасси мар. Вĕсем - ертÿçĕсем. Министр мĕн ĕçленине пĕлетĕр-и? Çак енпе ĕçлеме хăнăхмалла, эсир вара вăхăта сая яратăр çеç. Çамрăксен правительствин порталне йĕркелĕр е ун валли программа хатĕрлĕр. Социаллă ĕçсемпе аппаланакан çын Çамрăксен правительствин членĕ пулать-и вара? Министрпа пĕр кун çÿресе пăхăр-ха.

«Команда 2018» проектăн регионти уйрăмĕн ертÿçи Ксения Петрова пĕлтĕр «çăлтăрпа» ирттернĕ зарядка Хĕрлĕ лапама 28 пин çынна пухнинчен сăмах пуçарчĕ. Алексей Волохов кун пирки пĕлмен-тĕр, çак йышран тĕлĕнчĕ. Кунта проект волонтерĕсен тÿпи те пур паллах. Елексей Евгеньевич çакăншăн мухтарĕ. Унсăр пуçне вĕсем «Спорт журналистикин шкулĕ» проект пурнăçлама тытăннă.

Юлашкинчен «Эпир - строительсем» проект хастарĕсене сăмах пачĕç.

- Кунашкалли çук-çке, - малтанах ăнланмарĕ Алексей Волохов.

Пур-пур - Чăваш Енре. Проект волонтерĕсем Хусанта иртнĕ Универсиадăри строительствăна хутшăннă. Халĕ ав Сочире хăйсен тÿпине хывнă.

Алексей Волохов федераци проекчĕсен регионти уйрăмĕн ертÿçисене хастар, пуçаруллă пулма, çĕнĕ шухăшсен пĕлтерĕшне кăтартса вĕсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунчĕ.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.