Çука юлмалли тепĕр меслет

22 Ноя, 2013

Пĕр пĕлĕшĕм хурланса калаçрĕ: «Лайăх çемьере çитĕнтĕм, аслă пĕлÿ илтĕм, ют çĕр-шывсене час-часах каятăп. Кунĕн-çĕрĕн ĕçленипе шалу пысăк тÿлеççĕ. Атте-анне пулăшнипе, хам тăрăшнипе хулара хваттер туянтăм, анчах çемье çавăрмашкăн йĕркеллĕ каччă тупаймастăп. Вăхăчĕ улшăнчĕ-ши? Е пурнăçа ăнланми пултăм-ши? Паллашатăп та тĕлĕнетĕп: йĕкĕтсем эрех ĕçеççĕ, пирус туртаççĕ... Нумаях пулмасть 23 çулти Сашăпа çывăх калаçрăм. Вăл нумай укçа выляса илес тĕллевпе вăхăтне букмекер кантурĕнче ирттерет. Пĕррехинче мана уçăлма чĕнчĕ те тусĕсемпе паллаштарма кафене илсе кайрĕ. Юлташĕсем пысăк экранлă телевизор умĕнче футбол куратчĕç. Матч вĕçленсе те пыратчĕ. Кам çĕнтересси паллă пулсан каччăсенчен хăшĕ-пĕри хурланчĕ, теприсем савăнчĕç. Вĕсем укçа хурса вылянине ăнлантăм. Ман юлташăм та вĕсен шутĕнчех иккен. Шăккалат та пулин илсе парас вырăнне сăра ĕçме сĕнчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ - каччăсем тавлашма тытăнчĕç, спорт вăййисене укçа хывса выляса янăскерсем пĕр-пĕрин умĕнче парăмра иккен. Çапла ирхи 5 сехетченех спортăн тĕрлĕ вăййине укçа хурса тăкакланчĕç. Пĕр пус юлми выляса яриччен...»

Шупашкарта 8 букмекер кантурĕ, вĕсенче ставка йышăнмалли 22 пункт ĕçлет. Унччен çамрăксем астармăш вăйăсемпе айкашнă пулсан халĕ, вăйă автомачĕсене вырнаçтарма чарнă хыççăн, çĕнĕ мелпе кăсăкланма тытăнчĕç. Шел те, кантурта çеç мар, Интернет урлă та выляма пулать. 25 çулти пĕлĕшĕм Руслан телефон çине пĕр вĕçĕмсĕр укçа хурать: кунсерен 500-шер тенкĕ. «Мĕн тĕллевпе? Кам патне шăнкăравлама?» - тетĕр-и? Спорт вăййисене укçа хума. Анчах яланах выляса ярать. Апла пулин те хăйне чараймасть, çĕнтерессе, укçана каялла тавăрасса шанать...

Тĕп хулари пысăк пĕр кантура çул тытрăм. Лару-тăрупа шалтан паллашас килчĕ. Икĕ хутлă çурт алăкĕсем кунĕн-çĕрĕн уçă. Унта кĕрсен стенаран çакнă пысăк экранлă 10 телевизор куртăм. Кашнин умĕнчех - пĕрер çын. Вĕсем спортăн тĕрлĕ вăййине сăнаççĕ. Пĕр чÿрече умне пытăм та хĕртен епле вылямалли çинчен ыйтрăм. Кассир хут листисем тыттарчĕ. Спорт вăййисем тата тĕрлĕ команда ячĕсем пур. Букмекерсем вăл е ку ушкăн вăййа мĕнле виçепе вĕçлессе хисеппе кăтартнă. Паллах, пĕр вăййа та укçа хумарăм...

ЧР Министрсен Кабинечĕ кăçалхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Налуксем çинчен» саккуна улшăнусем кĕртнĕ. «Спорт тотализаторĕсемпе букмекер кантурĕсем астармăш вăйăсен йышне кĕреççĕ пулин те налука ытти организаципе танах тÿленĕ», - палăртнă ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков. 2014 çултан пуçласа усламçăсен пĕр центршăн 125 пин тенкĕ тÿлеме тивĕ, анчах кантурсене хупасси çинчен сăмах тапратмаççĕ-ха.

Интернетра спорт вăййисене укçа хурса выляса илме «вĕрентекен» тĕрлĕ сĕнÿ пур. Унта çынсене выляма хĕтĕртеççĕ. Кантурсенчен нумайăшĕн лицензи те çук. Тĕрĕссипе, командăсем пĕр-пĕринпе калаçса татăлаççĕ, хăшĕ выляса илессине палăртаççĕ иккен. Букмекер кантурĕнче вара çакна пĕлсе тăрсах укçа хуракансене тĕрĕс мар кăтартусемпе арпаштараççĕ. Çапла майпа нумай çын улталанать. Паллах, ку «хура» бизнес, çынсене шăнман пăр çине лартса хăвармалли мел. Çамрăксем кĕске вăхăтрах пысăк укçа выляса илес тесе тем тума та хатĕр. Нумайăшĕ вăйă чирĕпе аптăраса ÿкет, пĕр пуссăр юлни те вĕсене тĕрĕс çул çине тăма май памасть. Выляса ярсан куляннипе ĕçке ереççĕ те çынран, банкран кивçен илсех выляççĕ, анчах парăма татсан та ĕç укçи илсенех кантура чупаççĕ. Телевизор, компьютер умĕнчен уйрăлмасăр укçана çилпе вĕçтереççĕ. Çакă çемье бюджетне сиен кÿрет, çывăх çынсене пĕр-пĕринпе харкаштарать, мăшăрсене уйăрать...

Çын хăйне алла илме пĕлменнипе шар курать. Кантурсене чупса укçа тăкакличчен ятарлă тум илсе спортăн пĕр-пĕр тĕсĕпе интересленме тытăнасчĕ. Сывлăх та çирĕпленет, вăл пулсан вара укçа ĕçлесе илме май пулатех...

Алена ТИМКОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.