Путинпа «тÿрĕ лини»: тÿрĕ ыйтусем - тÿрĕ хуравсем

16 Апр, 2016

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче тĕп телеканалсем тата радио урлă халăхпа вунтăваттăмĕш хут хутшăнчĕ. 3 сехет те 40 минутра вăл граждансен 80 яхăн ыйтăвне хуравларĕ. Пурĕ вара Раççейре пурăнакансем 3 миллиона яхăн ыйту янтăланă Президент валли. Нумай-и ку е сахал-и? Каярахпа политиксем тата обществăн хастарĕсем палăртнă тăрăх, çак цифра çынсем Президента шаннине пĕлтерет. Çав вăхăтрах медалĕн тепĕр енне палăртакан та пулчĕ - ыйту нумай пухăнса кайни регионти влаç ĕçлесе çитерейменнине кăна кăтартать.

Асра юлнă самантсем

Экономика. Мускавра пурăнакан хĕрарăм юлашки тапхăрта пурнăç кăткăсланса кайнине палăртнă май пурте мĕн тĕлĕшпе те пулин перекетленине палăртать. Владимир Путин мĕнпе те пулин перекетлĕрех усă курма пуçланă-и?

Владимир Владимировичăн та перекетлеме тивет-мĕн. Президент вăхăта прекетленине, вăл питĕ хаклине палăртрĕ.

Эмел. Президент та çынах, унăн та чирлемесĕр пулмасть. Çавăн пек чухне вăл мĕнле эмелсемпе усă курать: хамăр патра кăларнисемпе-и е ют çĕршыврисемпе-и?

Владимир Путин хăй спортпа çывăххине, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине аса илтерчĕ. Грипп эпидемийĕ умĕн çапах та прививка та тăвать-мĕн. Çапах та чирлесен-и? Мĕн параççĕ - çавна ĕçет. Ахăртнех, эмелсен хушшинче "хамăрăннисем" те, "юттисем" те пур.

Путакансем. Вуникĕ çулти Варя Кузнецовăн ыйтăвĕ Президента та аптратрĕ. Турци тата Украина ертÿçисем Эрдоганпа Порошенко путма пуçласан Путин хăшне çăлĕ? Пушшех те, пĕлтĕрхи "тÿрĕ линире" Обамăна çăлассине каланăччĕ...

Владимир Путин яланхиллех малтан шÿтлерĕ - путма шухăш тытнă çынна епле майпа çăлма пулать-ха? Унтан çапах та политик шайĕнче хуравларĕ - партнерсен енне, вĕсен кăмăлĕ пулсан, туслăх сĕнсе алă тăсма яланах хатĕр.

"Тăшман унки". Турципе Украина тĕслĕхĕпе ыттисем те пирĕн енне çурăмпа çаврăнсан Раççей "тăшман ункине" тăрса юлас хăрушлăх çук-и?

Путин кун пек хăрушлăх пулма та пултараймассине палăртрĕ - çапах та пирĕнпе ырă çыхăну тытма тăрăшакан патшалăх тĕнчере темĕн чухлĕ нумайрах.

Турци. Çак çĕршыв нумай калаçтарать юлашки вăхăтра. Президент Мускав Анкарапа туслă çыхăну малашне те тытассине каларĕ - хăш-пĕр политик çакна пăсаймĕ. Çапах та Раççее кÿрентерме никама та ирĕк памĕç, унсăрăн вĕсем пирĕн мăй çине хăпарса ларсси те инçе мар.

Хăй пурнăçĕ. Хĕрарăмсене мĕн кăсăклантарать? Путин мăшăрĕнчен уйрăлнă хыççăн пĕрремĕш ледипе хăçан паллаштарать çĕр-шыва? Владимир Владимирович Людмила Александровна та, хăй те пурнăçпа кăмăллине палăртрĕ. Анчах та çакăн çинчен калаçма кирлех-ши? Çакна пула ăнсăртран валюта курсĕ е нефть хакĕ улшăнсан? /.../

Ылтăн пулă. Пермь тăрăхĕнчи Анжела, 11 çултискер, ылтăн пулăпа кăсăкланчĕ - Владимир Путин ăна тытас пулсассăн мĕн ыйтĕ? Президент хĕрачана Пушкин юмахне аса илтерчĕ - хамăр çанă тавăрса тăрăшмасан эпир те çурăк валашка умĕнче тăрса юлмăпăр-и?

Минскри килĕшÿсем. Киев Минск килĕшĕвне пăхăнмасан Донецкра татах вăрçă сиксе тухмĕ-и? Путин Киевăн шалти ыйтусене пăхмасăрах политикăри лару-тăрăва татса памаллине палăртрĕ. Донбасра пурăнакансен те хăйсен прависене хÿтĕлеме пĕлмелле.

Терроризм. Европа ирĕклĕхĕ халăхсен хушшинчи терроризмпа кĕрешмешкĕн чăрмантарать - çапла шухăшлать Раççей Президенчĕ.

Вырăс çылăхĕ. Вырăс усал сăмах каламасăр предложени йĕркелеймест. Çак çылăх пур-и Президентăн? Пур. Анчах та вăл чĕлхине хăйне критикленĕ чухне кăна ирĕке ярать.

Кампа кĕрешмелле? МИФИ студенчĕ кĕрешме юратать ахăртнех. Вăл пирĕн ВКСăн черетлĕ мишенĕпе кăсăкланчĕ те, Владимир Путин чи малтанах путăк-шăтăк çулсемпе, хуçасăрлăх туйăмĕпе кĕрешме чĕнчĕ.

Юлашкинчен калани. Çакăн пек "тÿрĕ лини" пĕрремĕш хут Путин Президент пуканне йышăннă çулсенчех пуçланнă. Чи малтан 2001 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче иртнĕ. 2013 çулхи "рекордпа" çыхăннă - 4 сехет те 47 минут тăсăлнă вăл. 2004 тата 2012 çулсенче кун пек мероприяти иртмен.

Чи кăсăкли, ытти пĕр çĕршыв ертÿçи те граждансемпе çакăн евĕр хутшăнмасть. Анăç паллă МИХĕсем палăртнă тăрăх, вĕсен ертÿçисем темиçе сехет çапла пĕр такăнмасăр-чарăнмасăр çынсен ыйтăвĕсене хуравлаймĕччĕç. Владимир Путин Раççей çыннисен ыйтăвĕсене хуравланине пĕтĕм тĕнче сăнарĕ. Ытти çĕршыра пурăнакансем хăйсен элтеперĕсем те çакăн евĕр "лини" йĕркелеменшĕн кулянса калаçрĕç.

Нимĕçсем. Пирĕн ертÿçĕ те пирĕнпе çапла хутшăнсан эпир савăнăттăмăр кăна. Анчах вăл мĕн хуравласса эпĕ халех пĕлетĕп - "эпир кун пирки шухăшлатпăр-ха, хăш ыйтăва маларах татса памаллине палăртатпăр..."

Американ. Обама текста телесуфлер хыççăн кăна вуншар минут вулать. Унтан икĕ-виçĕ ыйтăва хуравлам пекки тăвать те студирен тухса тарать.

Американа Путин "арăмĕпе упăшки - çÿпçипе хупăлчи” пулнине пĕлни килĕшнĕ /çак ыйтăва АПШ суйлав тытăмĕпе çыхăнтарнăччĕ/. "Клинтонсене аван пĕлет иккен вăл”, - çырать Интернетра хайхискер.

"Путакан Президентсем” пирки ыйтни тавра вара пĕтĕм тĕнче калаçрĕ. Терроризма пулăшса тăракан Эрдогана çăлманшăн Путина ырланине палăртрĕç Анăç çыннисем.

Хушса калани. "Тÿрĕ лини" вĕçленсен 40 минутранах çĕршыври тĕрлĕ регионра конкретлă мерăсем йышăнма пуçларĕç. Сахалин кĕпĕрнаттăрĕ "тÿрĕ эфирта” тÿрре тухма пăхрĕ - унта Шикотан утравĕ çинче пулă тытакансене чура вырăннех ĕçлеттереççĕ-мĕн, шалу та тÿлемеççĕ. Хыççăнах РФ генпрокурорĕн заместителĕ Ю.Гулягин, Сахалин облаçĕн прокурорĕ Н.Рябов тата О.Кожемяко кĕпĕрнаттăр утрав çине тухса кайнă /çакă кăсăклă, лару-тăрăва йĕркене кĕртмелле иккенне ăнланса илнĕ-ши е пуканĕсем чĕтреме пуçланине сиснĕ-ши?/. Ĕнерех "Островной" пулă комбиначĕн" директорĕ А.Попов рабочисенчен каçару ыйтнă, шалăва парса татнă. Вăхăтра тÿлеменни... пулă начар тытнипе çыхăннă имĕш...

Эсир вара Владимир Путина ыйту парса ĕлкĕртĕр-и? Шăтăк-путăк çул, вăхăтра тÿлемен шалу тĕслĕхĕсем пирĕн те пур. Апла, элтеперĕмĕр çитес çул та çакăн пек "лини" йĕркелессе шанмалли кăна юлать. Ыйтусем хатĕрлемелĕх вара вăхăт пур-ха.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.