Мал ĕмĕтлĕ пĕртăвансем

16 Апр, 2016

Икĕ юлташ ушкăна чăмăртаннă тăшманран та вăйлăрах тенĕ ваттисем. Юлташсем пĕртăвансем чухне вара вĕсем пушшех вăйлă. Килĕштерсе туслă пурăнни чăннипех те çав тери паха.

Элĕк районĕнчи Ураскилтре пурăнакан Верăпа Юлия Красновсем те пĕр çăвартан тенĕ пек пурăнаççĕ. Пĕртăвансем сакăр теçетке çул ытла ĕнтĕ пĕр çурта тирпей-илем кĕртсе хуçаланаççĕ. Тĕп килне пĕтме паман вĕсем. Çуралса ÿснĕ тăрăхрах юлнăскерсем ăна вăй çитнĕ таран çĕнетнĕ.

- Халĕ ку çурт та хамăр пекех кивелчĕ ĕнтĕ, - шÿтлет уçă кăмăллă Юлия Николаевна.

Вăрçă ачисем иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕсем.

- Малтан колхозрах ĕçлесе пурăнтăм-ха. Аттен йăмăкĕ: «Çын­­на мĕнле те пулин ремесла /çапла калатчĕ/ кирлех. Çĕвĕçе вĕренме кай», - хистерĕ. Элĕкре вĕренес тесен хамăрăн çĕвĕ машини кирлĕччĕ. Унта каясси пулмарĕ. Каярах Мускаври пичче Миша, ун чухне вăл инкепе пĕрлешменччĕ-ха, ăна пысăк черетре тăрсах туянса пачĕ. Çĕмĕрлерен сумкăпа йăтса илсе килчĕ пысăк тупрана. Вăхăт иртсен ялта КБО уçăлчĕ. Миша тĕрлĕ журнал парнелерĕ. Малтанах чертежсене хăй ÿкерчĕ. Эпĕ çĕленĕ костюмпах авланчĕ вăл. Чертеж тума пĕлмесен ĕçлеме май çук - çине тăрсах ÿкерме вĕрентĕм. Атте те манпа çĕрĕ-çĕрĕпех ларатчĕ. Ăна-кăна çĕлесе пама ыйтатчĕ. 30 çул ытла ялти КБОра тăрăшрăм, çавăнтанах пенсие те кайрăм, - каласа кăтартать Вера Николаевна.

Юлия Николаевна вара ĕмĕр­ĕпех шкулта тирпейлÿçĕре тăрăшнă.

- Кирпĕч пушатмалла-и, вăр­­мана каймалла-и, вутă хутмалла-и - çĕрле те килсе шаккатчĕç чÿречерен. Эпир шкултан инçе мар та. Аялти урамрисем вăл-ку ĕç çинчен сисмесĕрех юлатчĕç, - тет вăл.

Ачалăхĕ хаяр вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕскерсем, паллах, урамра выляса-чупса çÿрес вырăнне уйра тăрăшнă. Хирсене те çум курăкран тасатнă ун чухне. Аслисем утта тухсан кĕçĕннисем те вĕсем хыççăн кĕрепле йăтса утнă.

- Атте коммунист пулнă пирĕн. Çав тери тÿрĕ кăмăллăччĕ вăл. Çынсем шанатчĕç ăна. Улталаса та курман вăл. Пире те атте пирки нихăçан та никам та пĕр усал сăмах каламан. Вăрçă пуçлансан та фронта ялтан пĕрремĕш тухса кайрĕ. Ун чухне вăл колхоз председателĕнче ĕçлетчĕ. Çĕнтерÿпе Берлинах çитнĕ вăл. Киле 1945 çулта авăн уйăхĕнче таврăнчĕ те каллех колхоз председательне лартрĕç ăна.

Халĕ акнă хирсене çул хĕрринчен çеç пăхса çÿреççĕ. Ун чухне кашни лаптăка пăхса çаврăннă. Акăнман шăйрăк юлсан та ăна лашапа кайса сапланă. Çирĕп йĕркепе ĕçлесе пурăннă ун чухне, - каласа кăтартаççĕ Красновсем.

Чи çывăх тăванĕсемпе пĕрлех пурăннă Юльăпа Вера аппасем. Тĕп килтех тымар янăскерсем 1982 çулта - ашшĕне, 1994 çулта амăшне пытарнă. Кашни хăйне йăва çавăрма май килмен. Çемьеллĕ пулма шăпи пÿрмен-ши...

- Качча кайма çи-пуç та пулман пирĕн. Кил-çурт та япăхчĕ. Аттепе анне пуш-пушă алăпа уйрăлса тухнă. Ун хыççăнах вăрçă пуçланнă. «Хам ĕçлесе илнĕ укçа пĕтĕмпех хам алăра пулсан ялта манран пуянрах çын та пулмастчĕ», - тетчĕ атте. Шăллĕ çамрăклах Владивостока тухса кайнă. Ăна вĕрентнĕ вăл. Тетĕшĕсене те уйрăлса тухма пулăшнă, виçĕ йăмăкне те пăрахман, вĕсене те тăхăнтартнă. Нихăш тăванне те кÿрентермен вăл, пурне те пулăшма тăрăшнă. Асанне вăхăтсăр вилнĕ-çке. Атте асли пулнă май яваплăха хăй çине тиенĕ.

Кайран Мускавра пурăнакан тетене те вĕрентмеллеччĕ. Эпир 7 класс çеç пĕтернĕ. Малалла вĕренейменшĕн, пĕлÿ илменшĕн пачах та кулянмастăп. Пирĕн вăхăтра ĕç пулнă - ĕçленĕ эпир. Вырăсла пĕлменни те ура хунă, - пĕр харăссăн тенĕ пек пĕлтереççĕ аппăшĕпе йăмăкĕ.

Ĕне те икĕ хĕл каялла çеç усрама пăрахнă вĕсем. Витрисем те йывăр-çке. Çулла выльăха кĕтĕве кăларсан тăватă ураллăскерсем хыççăн ĕлкĕрме те çук. Укол тутарма та çу каçа темиçе каймалла - тытса чарма кансĕр. Апла пулин те пач выльăхсăр мар вĕсем. Сурăхсем тытаççĕ. Çулла йăран тулли пахчаçимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ.

- Тепĕр пĕртăвансем укçашăн çапăçсах пĕтеççĕ. Эпир килĕштеретпĕр. Мĕн пайламалли пур? Малаллах пурăнас килет-ха. Мускаври тетен виçĕ ача, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем çитĕнеççĕ. Çавсене пулăшмалла. Çăва тухсан хăнана килетпĕр теççĕ-ха, - мал ĕмĕтпех пурăнаççĕ пĕртăван Красновсем.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.