Чăваш çĕршывне пĕлетĕр-и эсир?

1 Дек, 2016

Хаклă тантăшăмăрсем, Чăваш çĕршывне пĕлетĕр-и эсир? Тăван ен кун-çулне тĕпчетĕр-и, мухтавлă çыннисене паллатăр-и, культура çитĕнĕвĕсене асăнаятăр-и? Ку ыйтусен хуравĕсемпе эпĕ кăна мар, Раççей Федерацийĕн журналистсен союзĕн членĕ Олег Кульев та кăсăкланать-ха.

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа Олег Георгиевичăн «Чăваш çĕршывне пĕлетĕр-и?» кĕнеки /редакторĕ — Ольга Иванова, ÿнерçи — Наталия Ва-сильева/ пичетленсе тухрĕ. Ăна вĕренÿ ĕçĕн отличникне, нумай çул хушши шкулта ĕçленĕ, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ амăшне Елена Семеновна Кульевăна халалланă автор.

Материал тĕлĕшĕнчен пуян та интереслĕ кăларăма кроссвордсемпе ребуссем, криптограммăсемпе шарадăсем, тестсемпе викторинăсем тата ытти вăйă-сем кĕнĕ. Пуçватмăшсене содержанине кура тăватă ушкăна уйăрнă.

«Чăваш Республикин картти умĕнче» пайрисем географипе çыхăннă. Кунта вулакансем «Чăваш çĕршывне пĕлетĕр-и?» тест тупсăмĕсене, ребуссен хуравĕсене шырама, географи диктанчĕ çырма, метаграммăсемпе логогрифсем вуласа тавçăрулăха тĕрĕслеме, паллă мар маршрутпа çула тухма пултарĕç... Респуб-ликăри хуласемпе районсен, юханшывсен ячĕсене астăвакансемшĕн пĕртте йывăр пулмĕç ку ĕçсем.

«Çут çанталăк вăрттăнлăхĕсем» пая кĕнисем чĕрчунсемпе вĕçен кайăксене, ÿсен-тăрана лайăхрах пĕлме пулăшĕç. Пĕрремĕш пая парăнтарнисене каллех ребуссемпе пуçватмăшсем, сăмах вăййисемпе тестсем кĕтĕç. Криптограммăпа сăмах вăчăри те питĕ кăсăклă. Асамлă çуртра камсем пурăнаççĕ-ши тата?

Литературăна, театрпа ÿнер искусствисене халалланă ăс-хакăл вăййисене «Ÿнер тĕнчи» пая пуçтарнă. Çыравçăсен произведенийĕсемпе тимлĕ паллашнă-и эсир, сăнарсемпе авторсене пăтраштармастăр-и, кам хăш хайлава çырнине калаятăр-и — кунти пуçватмăш-сем йăлт татса парĕç. Калăпăшĕпе ку пай ыттисенчен пысăкрах.

«Çĕр пин сăмах çĕршывĕнче» вара чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсене уçма май парĕ. Историзмсемпе архаизмсене, фразеологизмсене, тупмалли юмахсемпе ваттисен сăмахĕсене аса илме, хăйне евĕрлĕ сăмахкаçмăшсене шĕкĕлчеме тивĕ.

Кĕнекери пуçватмăшсене пĕччен те, ушкăнпа та шутлама юрать. Ĕçе пуçăниччен «Умĕн каланипе» тата «Пуçватмăшсене шутламалли правилăсемпе» паллашма сĕнетпĕр. Йывăрлăхсем сиксе тухсан пуçа ан усăр, сире пулăшма кĕнекере ятарлă пай пур — «Хуравсем». Анчах унта сăлтавсăрах пăхма ан ăшталанăр, унсăрăн ăс-хакăл вăййисене шутлама та интереслĕ мар вĕт.

Тантăшăмăрсем, Олег Кульевăн «Чăваш çĕршывне пĕлетĕр-и?» кĕнекипе эсир вăхăта усăллă та хаваслă ирттерĕр. Кăларăм чăваш чĕлхипе литература, тăван ен культури е географи урокĕсем валли доклад, реферат хатĕрленĕ чух та, килти ĕçсене пурнăçланă самантра та пысăк пулăшу кÿрĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.