Çамрăксем ĕçлеме килĕç-ши?

28 Фев, 2017

2017 çул Раççейре — Экологи çулталăкĕ. Федераци шайĕнчи çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсенчи специалистсем кăçал усăллă ĕçсем нихçанхинчен те нумайрах тăвасшăн.

«Сăрçум» заповедник та хăйĕн умне çавнашкал тĕллев лартрĕ. Учрежденин Улатăр районĕнчи Атрать ял тăрăхĕнчи хурал пайĕн çĕнĕ çуртне туса пĕтерсе хута яратпăр.

Коллектив заповедника пушартан хÿтĕлес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçлать. Пĕлтĕр ăна инкек кăтартма памарăмăр. Пуйăссем Кире-Улатăр чукун çулпа иртнĕ чухне хĕм сирпĕтнĕ пирки типĕ курăка тăватă хутчен вут хыпса илчĕ пулин те Улатăрти пушарнăйсем, пирĕн сотрудниксем çийĕнчех сÿнтерчĕç. Хăтлăха вут-кăвартан сыхлассишĕн Чулхулари чукун çул предприятийĕпе килĕшÿ турăмăр. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.