Чăваш Енре те терроризма хирĕç акцие хутшăнĕç

5 Апр, 2017

Шăматкун, ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче, пирĕн çĕршывра терроризма хирĕç акци иртмелле. Унта Чăваш Енре пурăнакансем те тухĕç. Мероприяти Шупашкарти Республика тÿремĕнче 11 сехетре пуçланмалла. Акцие, малтанласа пĕлтернĕ тăрăх, парламентри мĕн пур парти хутшăнмалла.

Аса илтерер: ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Санкт-Петербургри метрора взрыв кěpленĕ. Инкек 13 çын пурнăçне татнă. Больницăна 50-а яхăн çын лекнĕ. Взрыв хыççăн следовательсем теракт пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Санкт-Петербургра виçĕ кунлăх траур тесе пĕлтернĕ.

 

Рубрика: 

Комментировать