Алла вĕрентнĕ кушак çури тейĕн

17 Апр, 2014

Пушă вăхăтра кашниех мĕнпе те пулин йăпанать, юратнă иленÿпе кăмăлтан киленет. Страус е пони усракан халĕ республикăри чылай ялта тĕл пулать. Хăйсем фермер та, усламçă та мар, укçашăн çунмаççĕ. Мĕнпе те пулин вĕçĕмсĕр кăсăкланнăран пирĕн тăрăхра сайра тĕл пулакан чĕр чунсене ĕрчетесшĕн.

Чакаç ялĕнчи Алексей Алексеевăн çывăх тусĕ Çĕмĕрле районĕнче пурăнать. Вăл Вьетнам сысни усрама тытăннă. Ăна кура Алексей те чун йăпатмăш ĕçе кÿлĕннĕ. Çак ăрат çинчен Интернетра нумай вуланă. Халĕ унăн хуçалăхĕнче - 5 ама, пĕр аçа тата 22 çура, икĕ качака. Ашшĕ-амăшĕн хушма хуçалăхĕнче çĕнĕ йышши выльăх ĕрчетес шухăш Алексеевсен çемйине шашлăкпа наркăмăшланнă хыççăн пырса кĕнĕ.

- Супермаркетра сутакан аш-какай килĕшми пулчĕ. Хула пурнăçĕ те йăлăхтарма тытăнчĕ. Эпĕ экономист, Шупашкарти строительство организацийĕсенчен пĕринче ĕçлетĕп. Мăшăрăм бухгалтерта тăрăшать. Ялшăн вара тунсăхлатпăр, тăван енре час-часах пулатпăр, - тет 30 çултан иртнĕ Алексей Витальевич. - Вьетнам сысни - сайра йышши ăрат. Ахальлисем çĕре кунĕпех «сухалама» хатĕр, кил картишне çĕмĕреççĕ, варалаççĕ - сыхласа ĕлкĕрме те çук. Вьетнамец вара, лăпкă та йăваш - алла вĕрентнĕ кушак çури тейĕн. Тата акă мĕншĕн килĕшет: çерем çĕтес йăла çук, урай хăмисене кăшламаççĕ, шăршă кĕмест.

Иммунитет вăйлă. Чирлемеççĕ, сывлăхĕ çав тери çирĕп. Алексеевсене районти ветеринари службинче вăй хуракансем ырă сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ, тăрантарма та питĕ ансат. Çĕр улми, выльăх кăшманĕ, кишĕр, ытти çимĕçе те чĕрĕллех çитереççĕ - электроэнерги, газ перекетленет. Утă, урпа, пăрçа кĕрпи, комбикорм - нимĕн те тиркемеççĕ.

Сыснасен ар ÿсĕмĕ 3-4 уйăхра аталанать. Часах çитĕнни амасене ăрата малалла хăвăртрах ĕрчетме пулăшать. 114 кунран çăвăрлама вăхăт çитет. Ама пĕрремĕш хутĕнче 5-10 çура тăвать, малалла - 10-20. Çавăнпа хушма хуçалăхра сысна йышĕ ÿснинчен тĕлĕнмелли çук.

Вьетнам сыснин какайĕ çемçе те тутлă, çуллă мар - чăнласах диета апачĕ. Алексеевсем шÿрпе, шаркку пĕçереççĕ, шашлăк, кăлпасси, консерв хатĕрлеççĕ. Шаритленĕ сысна çури уявсенче сĕтеле илемлетет.

Малтанлăха тăванĕсемпе тус-юлташĕ çакнашкал иленÿ Алексейшăн вăхăтлăх кăмăл туртăмĕ пулĕ тесе шухăшланă. Çук иккен, илĕртÿллĕ выльăхран иккĕмĕш çул хăпаймасть. Вăл кунсăр пуçне хурт-хăмăр та тытать. Техĕмлĕ аш-какая тăраниччен çинĕ хыççăн пылак чей ĕçме мĕнешкел кăмăллă!

 

Канаш районĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.