Халăхсем çывăхланасшăн

31 Мая, 2017

Çĕршывăн тĕп хулинче Раççей халăхĕсен ассамблейин çиччĕмĕш сьезчĕ, Çамрăксен «Эпир Раççей çыннисем» ассамблейин отчетпа суйлав конференцийĕ тата Еврази халăхĕсен пĕрремĕш Аслă пухăвĕ иртнĕ.

Мероприятие йĕркелеме РФ Президенчĕн Администрацийĕ, Федераци Канашĕ, Патшалăх Думи, Раççей Ют çĕршывсен ĕçĕсен министерстви, Общество палати, ыттисем пулăшнă.

Чăваш Ен делегацийĕ йышĕнче ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов, Чăваш Ен халăхĕсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков пулнă. Вĕсем Еврази халăхĕсен ассамблейин Аслă пухăвĕн ларăвне хутшăннă. Форумăн тĕп мероприятийĕсем çу уйăхĕн 27-29-мĕшĕсенче иртнĕ. Аслă Пуху кунĕсенче 30 ытла ĕçлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Палăртса хăвармалла: тĕнчери çĕнĕ юхăмăн пуçаруçисем — Раççей халăхĕсен тата Чăваш Ен халăхĕсен ассамблейисем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.