Ушкăнра — вăй, е Такăрланать Укарин урамĕ

24 Июл, 2017

Кунти тавралăх илемĕ чуна çĕклет. Çут çанталăк хитрелĕхĕ этеме пурăнма хавхалантарнине, унăн сиплĕхĕ çынсен ĕмĕрне тăсма пултарнине ăнланса илетĕн. Тен, çавăнпах кунта халăх хастар, туслă пулнинчен ытлах тĕлĕнместĕн те, самана ыйтакан харсăрлăх пекех туйăнать-тĕр çакă. Анчах пĕр-пĕр юхăннă яла çитсе кур кăна — куç умне Çĕмĕрле районĕнчи Якуртушкăнь ялĕнчи Укарин урамĕ тĕслĕх вырăнĕнче куç умне тухса та тăрать.

 Якуртушкăнь — 18-мĕш ĕмĕрте хутăш вăрман варринче никĕсленнĕ ял. Чи малтан ку тăрăха Якурт ятлă хресчен килсе вырнаçнă. Мĕркеш юхан шывĕ /халĕ — Эскетен/ хĕрринче хăйĕн хуçалăхне йĕркелет вăл, каярахпа ун таврашне ытти хресченсем килсе тĕпленнĕ. Çапла пуçланса кайнă та Якуртушкăнь историйĕ. 19-мĕш ĕмĕрте çак ял çумĕнче хуттăр йĕркеленет. Унта чи малтан тĕпленнĕ кил хуçи ячĕпе хуттăра Укарин ят параççĕ. Пурăна-киле хуттăр та Якуртушкăнь ял шутне кĕрет. Ял тăрăхĕн хальхи паспортĕнче ку хутлăха Ульянов урамĕ тесе палăртнă пулин те вырăнти халăх ăна ĕлĕкхиллех Укарин урамĕ теме хăнăхнă.

Çак урамра паян пурĕ 30 яхăн кил. Вĕсенчен пĕри — Гавриловсен хуçалăхĕ. Хальхи вăхăтра унта Клара Зиновьевна пĕчченех пурăнать /шел, иртнĕ кĕркунне унăн мăшăрĕ Иван Валерианович пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă/. Якуртушкăнь ялне Красноармейски районĕнчен качча килнĕскер - 30 çула яхăн çак тăрăхра. Çак тапхăр ял епле улшăнса пынине сăнамалăх кĕске вăхăтах та мар.

— Мĕнле хитре, кĕрлесе тăракан ял тесе шухăшланăччĕ кунта чи малтанхи хут килсен. Çуркунне... Йĕри-тавра сарăлакан уйра — сип- симĕс калча, хĕл каçа каннă пусăра тракторсем сĕм çĕрлеччен çĕре сухалаççĕ-кăпкалатаççĕ. Ун чухнехи ял манăн асăмра çакăн пек юлнă та. «Большевик» колхоз районта малта пыраканнисен йышĕнчеччĕ. Мăшăрăм водительччĕ те — вăл хăй кăна мар, ачасем те гаражран тухма пĕлместчĕç. Шел, самана улшăнчĕ — хуçалăх саланчĕ. Апла пулин те 300 яхăн киллĕ Якуртушкăнь аталанма чарăнмарĕ-ха. 2003 çулта икĕ хутлă çĕнĕ шкула хута ячĕç. Чăн та, ун чухне ача шучĕ пысăкчĕ. Халĕ ав виçĕ ялтан та /Якуртушкăньрисĕр пуçне Эскетенре, Малиновкăра пурăнакан çемьесен ывăл-хĕрĕ çÿрет ку шкула/ 60 ытла ача кăна пухăнать, — кунти хутлăхăн ĕнерхипе паянхи пурнăçне сăнлама пикенчĕ Клара Зиновьевна.

Ĕлĕкренпех кирек мĕнле ялăн чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри çул шутланать. Ял варрипе иртекеннине асфальт сарса хăтлăлатнă-ха. Укарин урамĕнчи вара йĕпе-сапара, çурхи вăхăтра лакăм-тĕкĕмленсе каять те — çăмăл йышши транспортпа çÿреме те хĕн.

— Çул тикĕс пулманнипе тертленсе çитнĕскерсем пĕрре çапла урамĕпе пухăнтăмăр та пĕрлехи вăйпа çак йывăрлăха сирме пултарасси çинчен калаçрăмăр. Ял тăрăхĕн администрацине пулăшу ыйтса тилмĕрес темерĕмĕр — хамăрăн вăйпах ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Техникăшăн расхутсене саплаш-тарма килĕрен укçа пухрăмăр — никам та турткалашса тăмарĕ. Малтанах урама кĕнĕ çĕрти çула тикĕслерĕмĕр. Каярах урам тăршшĕпех çула вĕтĕ чуллă, шурă тăмлă хутăш сарса тикĕслерĕмĕр, пĕчĕк кĕпере юсарăмăр. Кашни пухăнмассерен ватти-вĕтти туслăн ĕçлерĕмĕр, — Клара Зиновьевнăпа пирĕн калаçу малалла тăсăлчĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.