4 млн тенкĕ ытла штраф

2 Авг, 2017

Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ çын служба вырăнĕпе усă курса саккуна пăснине пĕлтернĕччĕ. Пуçлăх 2008-2010 çулсенче суя документсем хатĕрлесе ял тăрăхĕн территорийĕнчи вунă çĕр участокне пĕлĕшĕсене уйăрса панă. Ултавлă майпа илнĕ лаптăксене лешсем хаваспах харпăрлăха куçарнă. Çапла майпа чиновник Шупашкар район администрацине /лаптăксем унччен унăн харпăрлăхĕнче шутланнăº 3 млн тенкĕлĕх тăкак кăтартнă.

Çакна та палăртмалла: 2015 тата 2017 çулсенче пуçлăх пуканне йышăннă çынна Шупашкар район администрацийĕн харпăрлăхĕнчи çĕрпе махинаци тунăшăн виçĕ хутчен уголовлă явап тыттарнă. 2015 çулта служба вырăнĕпе киревсĕр усă курнăшăн, взятка илнĕшĕн тата илме хăтланнăшăн 4 млн та 100 пин тенкĕлĕх штрафланă. Çывăх вăхăтра вăл каллех суд умне тăмалла. Право органĕ ăна айăплама пуçарнă çĕнĕ уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ, пăхса тухма суда ярса панă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.