Чăваш пур чухне Николаев та пурăнĕ

15 Авг, 2017

Иртнĕ эрнекун Чăваш Енре пурăнакансем, вĕсем кăна та мар — тĕнче уçлăхне парăнтарас ĕçпе çыхăннă этемлĕх — пирĕн ентеш Андриян Николаев космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕренпе 55 çул çитнине сумлăн паллă турĕç.

Космонавтсем — Шупашкарта

Чыслава космонавт летчикăн çăлтăрлă ĕçтешĕсем — СССР, Раççей Геройĕсем, Николай Бударин, Борис Волынов, Валерий Корзун, Юрий Лончаков космонавт летчиксем — хутшăнчĕç. Чăваш Республикин РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи, Раççейри чăвашсен федераци наци культура автономийĕн пĕрремĕш вице- президенчĕ Анатолий Григорьев ертсе килнĕ делегацире çавăн пекех Борис Волыновăн мăшăрĕ — техника ăслăлăхĕсен докторĕ Тамара Волынова, Павел Попович космонавтăн хĕрĕ Наталья Березная тата Космонавтсене хатĕрлекен Ю.А.Гагарин ячĕллĕ центрăн пуçлăхĕн заместителĕ Александр Павловский пулчĕç.

Çав кун ирхине Андриян Николаевăн тĕп хулари палăкĕсен умне чечек çыххисем хунă, космонавта пуç тайса, аса илсе ăшă сăмахсем каланă хыççăн хăнасем ентешĕмĕрĕн тăван ялне — Шуршăла — çул тытрĕç.

Чĕри тăван çĕрех туртнă

«Эпĕ тĕлĕкре Шуршăла тата ун çийĕнчи çăлтăрсене час-часах куратăп», — çырнă Андриян Григорьевич хăйĕн пĕр кĕнекинче. Çак сăмахсем вăл канлĕх тупнă çĕр çине тунă часавай стени çинче те. Чăннипех курать вăл халĕ тăван ялĕ çийĕнчи пин-пин çăлтăра. Часавай тăрри уçă, сенкер кĕленче витĕр тĕпсĕр уçлăх лайăх курăнать. Этем тени сĕм авалтан сывлăша, тÿпене çĕкленсе кайăк пек вĕçме, çăлтăрсем патне çитме ĕмĕтленнĕ. Мĕн илĕртнĕ- ши ăна унта? Тупмалли юмахсен-чи пек ытармалла мар асамлăх-ши: «Тĕпсĕр тинĕсре ахахсем выляççĕ», «Атăл çине ахах сапрăм, акăш шурĕ — пуçтарчĕ…» Пирĕн Андрияна та тыткăнланă çăлтăр витĕр çул курăнакан тĕнче. Çавал Атăла юхса кĕнĕ тĕлте пулă тытнă чухне каçхи тÿлек шыв çийĕн ялкăшса выртакан çĕр- çĕр, пин-пин çăлтăр çути илĕртнех ĕнтĕ. Вăхăт иртнĕ, çапах ачалăхра чĕрене вырнаçса юлнă ÿкерчĕк хăй пирки тĕлĕкре те аса илтерсех тăнă.

Таçта та пулса курнă, чун-чĕри тăван çĕрех туртнă. Ĕмĕрхи канăçне те çавăнтах тупас тенĕ.

Шуршăл — хăнасене хапăл

Андриян Николаевăн ентешĕсем хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Кунтах — ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Сĕнтĕрвăрри райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников, Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков тата ыттисем.

Паллă куна хатĕрленсе Шуршăлти А.Г.Николаев космонавт летчикăн мемориал комплексĕн дирекцийĕ район, ял çыннисем пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ. Паттăр ентешĕ ячĕпе велочупу йĕркеленĕ, тăватă ушкăнри спортсменсем кăнтăрла тĕлне ялти вăтам шкул умĕнче тĕл пулчĕç. Çамрăк армеецсем те — пулас космонавтсем — республикăра унашкал отряд 80 ытла — кунтах. Чăваш Енри радио юратакансем валли те вырăн уйăрнă. Вĕсем тĕнчери радио юратакансемпе çыхăнăва тухрĕç, Чăваш Енри савăнăçлă пулăм пирки пĕлтерчĕç.

Андриян Николаев космосра пĕрремĕш хут пулнă хыççăн çĕкленĕ палăка пуç тайса садра хывнă аллейăпа музей çурчĕ умĕнчи тÿреме тухиччен Совет Союзĕпе Раççей космонавчĕсен сăн ÿкерчĕкĕсен галерейинче чарăнса тăчĕç. Унта кашни паттăрăн сăн ÿкерчĕкĕсĕр пуçне — тулли биографийĕ, наградисем, ытти информаци те пур: вĕçев мĕн вăхăт тăсăлнă, уçлăха миçе хут тухнă…

Хăнасемшĕн çакă кĕтменлĕх пулчĕ-ши — тĕлĕннине уççăнах палăртрĕç, хăйсен портречĕсене шырама пуçларĕç. Павел Поповичăн хĕрĕ Наталья Березная «ашшĕпе» сăн ÿкерĕнчĕ. Ыттисем те хăйсен сăнĕсем çине пăхса ăшшăн йăл кулчĕç.

Унтан пуçласа килекен космонавта — Раççей Геройне, Космонавтсене хатĕрлекен Ю.А.Гагарин ячĕллĕ центрăн пуçлăхне Юрий Лончакова кĕреçе тыттарчĕç. Çак кун Космонавтсен аллейи тепĕр йывăçпа пуянланчĕ. «Чăрăша шăварма килсех тăрас пулать ĕнтĕ», — терĕ шÿтлесе Юрий Валентинович. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.