«Чăваш шăпчăкĕ»

28 Авг, 2017

Ĕçченлĕхпе, пултарулăхпа, чăваш хĕрарăмĕн илемĕпе пĕр килнĕ унăн ячĕ. Халăх юратнă юрăç чăваш сассине çаврăннă. Ахальтен мар унăн ячĕ тăван культурăра «чăваш шăпчăкĕ» пек çырăнса юлнă. Сăмахăм Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ, Чăваш АССР халăх артистки, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх премийĕн лауреачĕ, «Хисеп палли» ордена тивĕçнĕ Тамара Чумакова çинчен. Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Тамара Васильевна çуралнăранпа 85 çул çитет.

Музыкăна туясси Тамара Чумаковăна амăшĕнчен, Серафима Ермолаевнăран, куçнă. Ырă кăмăллă та ĕçчен хĕрарăм илемлĕ те çепĕç сассипе тыткăнланă. Хăть те мĕнле ĕç тунă чухне те кĕвĕ ĕнĕрленĕ вăл, вырăс тата чăваш юррисене шăрантарнă. Ку ăсталăха амăшĕ чиркÿ прихучĕн шкулĕнче вĕреннĕ чухне ăшне илнĕ. «Манăн чÿрече айĕнче çăка ÿсет. Ăна курсан яланах «Уй варринче» юрра тата аннене аса илетĕп», — тенĕ каярах хĕрĕ. Ашшĕ Иван Павлович /ялта ăна Чумак Иванĕ тенĕ/ та музыка тĕнчипе çывăх пулнă, хут купăс ăста каланă.

Намăс курасран...

Тамара Ивановна Куславкка районĕнчи Варасăр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çут тĕнчене 1932 çулта килнĕскерĕн ачалăхĕ хаяр вăрçă кунĕсенче иртнĕ. Шăпăрлансем те аслисемпе тан ĕçленĕ ун чухне. Пĕчĕкренех ĕçе тĕплĕ тума, яваплă пулма хăнăхнă артистка. Пĕррехинче Тамара хире тухсан хастар хĕрарăмсен хушшине лекнĕ. Кашнине каçалăк уйăрса панă. Пурте мала кайнă. Хĕр вара юлса пынă. Намăсне ниçта чикейменрен апата та ларман вăл, каçхине хĕрарăмсене çав-çавах хăваласа çитнĕ. Тепĕр кун ирпе радиопа хĕр икĕ норма пурнăçланине пĕлтернĕ. Ачасен каçалăк виçи аслисенчен пĕчĕкрех пулнă-мĕн, Тамара вара çакна пĕлмен.

«Пирĕн ачалăх вăрçă çулĕсемпе пĕр килчĕ. Эпир кÿршĕ ялтанччĕ, пĕр шкулта вĕренеттĕмĕр, çулла колхозра пĕрле ĕçлеттĕмĕр. Иксĕмĕр те пысăк та туслă çемьере ÿснĕ. Ытла та çирĕп тĕрĕслев витĕр тухма тиврĕ Тамарăн: ашшĕ — фронтра, килĕнче йывăр чирлĕ амăшĕ, ватă асламăшĕ, икĕ шăллĕпе йăмăкĕ... Аппăшĕпе Ангелинăпа иккĕшĕн çемйине тăрантармаллаччĕ вĕсен. Çавăнпах тусăм уроксем хыççăн та колхоза тухатчĕ. Çак йывăрлăхсене чăтса ирттерме ăна юрă пулăшатчĕ.

Кĕçĕн класра пире Елена Кольцова вĕрентетчĕ. Уроксем хыççăн юрлама хăнăхтаратчĕ. Час-часах ялти клубра концерт та лартаттăмăр. Тамара сасси ун чухнех ыттисенчен уйрăлса тăратчĕ. Ре-петицисене вăл пахчара ĕçленĕ май, хирте, садра — сассине уçса юрлама май пур çĕрте — ирттеретчĕ», — аса илнĕ Чумакова тусĕ Н.Алексеева.

Чăн та, амăшĕн пурнăçĕ кĕске пулнă. 43 çултах çĕре кĕнĕ вăл. Çавна май çемьене пулăшу пултăр тесе вун виççĕри Тамара почтальонра тăрăшнă. «Сумкам йывăр пулсан та хаçатсемпе çырусене юр-ласа валеçеттĕм. Вăрманта та, уй-хирте те, улăхра та кĕвĕ шăрантараттăм», — аса илнĕ Тамара Ивановна.

Йывăр пурнăç

Юрлама юратнăран арçын ачасем унран «артистка» тесе тăрăхланă та. Шăпине вара вĕрентекенĕ татса панă. Шăпах Мария Агельская хĕрĕн Турă панă пултарулăхне — илемлĕ, таса, янкăр сассине — асăрхаса ăна пĕтме пама юраманнине тавçăрнă. «Хĕрачана вĕрентмеллех», — шухăшланă вăл. Çавăнпах 1949 çулта хăйĕн ĕçĕсемпе Шупашкара кайнă май Мария Васильевна Тамарăна та пĕрле илнĕ, Шупашкарти музыка училищине ертсе килнĕ.

Вун çиччĕри хĕрача экзаменсене лайăх тытать-ха, анчах академи вокалĕ валли ÿссе çитеймен тесе ăна дирижерпа хор уйрăмне кĕме сĕнеççĕ. Виççĕмĕш курса çитсен çеç вокал студийĕнче те вĕренме тытăнать вăл.

Тамара Ивановна студент çулĕсем — 6 çул — питех те йывăррăн иртнине кайран та пĕрре мар аса илнĕ. Тепĕр чухне выçăпа аптранăран вăл тăнне те çухатнă. Кăштах та пулин укçа ĕçлесе илес тесе вăл юн панă. Ахальтен мар «хисеплĕ донор» пулнине çирĕплетекен медале те тивĕçнĕ. Пĕррехинче ун патне Етĕрне районĕнчи механизатортан çыру килнĕ. «Тавах сире, Тамара Ивановна. Эпĕ йывăр аварие лексе сусăрлансан мана сирĕн юнăра янă. Медсестра шÿтлет халĕ: «Чумакова пек юрлама пуçлатăр кĕçех», — тет. Хамăр пата хăнана чĕнетĕп сире», — тенĕ çырура.

1955 çулта Тамара Чумаковăна Чăваш обком партийĕн пĕрремĕш секретарĕ Семен Ислюков чĕнет. Хĕре хăть те хăш консерваторие суйласа конкурссăрах вĕренме кайма сĕнет. Анчах Тамара Ивановна хирĕçлет — выçă пурăнса ывăннă-çке, унсăр пуçне ют хулана кайма ятуллă çи-пуç та пулман унăн. Ĕçлеме пуçласан та малтанхи çулсенче вăл фуфайкăпа калушпа е резина атăпа çÿренĕ. Репетици е концерт хыççăн юрăпа ташă ансамблĕ тÿрех ташă каçĕ йĕркеленĕ. Çи-пуçĕ япăх пулнăран ташлама та хутшăнман хĕр, пĕр-пĕр пÿлĕме кĕрсе ларнă та çамрăксем саланичченех тухман унтан.

«Хамăрăн»

Музыка училищинчен вĕренсе тухнă хĕре Камышин хулине кайма направлени панă. Мускавран килнĕ комисси членĕсем вара вăл юрланине итленĕ хыççăн: «Кун пек юрăçа Чăваш Енрех хăвармалла!» — тенĕ. Çапла 1953 çулта Тамара Ивановна Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн солисчĕ, унăн хăйне евĕр илемĕ пулса тăрать. Ушкăнăн пĕрремĕш гастролĕнчен, Украинăран, таврăнсан Тамара хăйĕн пултарулăхне шанса уйрăм концертсем йĕркелеме тытăнать.

Тамара Чумаковăна хăть те ăçта та тăвана йышăннă пек кĕтсе илнĕ. Пур çĕрте те «хамăрăн» пулнă вăл. Çĕршывра çеç мар, Венгрире, Болгарире... Дагестанра ăна — Тамара-ханум, Украинăра Тамара Чумаченко тесе чĕннĕ.

Хĕрарăмсен вокал квартетĕнче юрлани те артист пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. 1950 çулта З.Денисова ушкăн йĕркелет. Вĕсемпе пĕрлех унта тата М.Васильевăпа /Асламас/ В.Корнишина кĕнĕ. Артистсем Чăваш Енре, Ульяновск, Куйбышев облаçĕсенче, Тутар, Пушкăрт, Мари республикисенче çитмен вырăн хăварман. Сивве, çумăра, лачакана путса ларса машинăна хăйсем тĕксе кăларнине пăхмасăр темле инçетри кĕтесе те çитнĕ вĕсем. Йывăрлăхсем сцена çине тухсанах манăçнă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.