«Атте вăрçăран таврăнмарĕ»

26 Апр, 2014

Комсомольски тăрăхĕнчи Кĕçĕн Çĕрпÿелте пурăнакан Анна Ефимова ĕçченлĕхшĕн тата хастарлăхшăн Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. Пурнăç тумхахĕсене çĕнтерсе ырă ята тивĕçнĕскерне ял тăрăхĕнчи çамрăксем сума суни, манса кайманни паха.

Начаркка, çинçешке...

Ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме май килмен унăн. Кÿршĕри ферма заведующийĕ пĕррехинче ĕçе чĕнме килнĕ. 16 çулти хĕр тÿрех килĕшнĕ. Амăшĕ пĕчĕкскерне хĕрхеннĕ пулин те хирĕçлеме пултарайман. Аннăсăр пуçне çемьере тата тăваттăн-çке. «Калама çук начаркка та çинçешкеччĕ, ÿт-пÿрен тĕрекленсе çитеймен. Вăй çитместчĕ. Çавна пулах манпа никам та ĕçлесшĕн марччĕ, - каласа кăтартать Анна аппа. - Лашине те хамăрăнах кÿлме тивнĕ, утти-улăмне те хамăрах тиесе килнĕ. Ун чухне йăлтах алă вăйĕпе пурнăçланă, хальхи пек механизаци таврашĕ те пулман». Чăтнă, йывăр тесе пăрахса кайман вăл. Кăштахран вăй илнĕ Анна, ĕçе хăнăхса çитсе кĕске хушăрах пысăк çитĕнÿсем тума тытăннă. Ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнă. Аслисем хăйсем ун патне туртăнма пуçланă. Пĕчĕк сысна çурисемсĕр пурăнайми те пулса çитнĕ хĕр. Вĕсем куç умĕнче ÿссе, пысăкланса пыни савăнтарнă пикене. Ара, патшалăха мĕнле пысăк тупăш пулать-çке. Вăрçă хыççăн никам та хăй пирки шухăшламан. Колхоза, юхăннă çĕр-шыва ура çине тăратмалла пулнă.

 

Аннепе пĕрле йĕреттĕм

Вăрçă пуçланнă чухне Анна виçĕ çулта çеç пулнă. Тем пек йывăр пулсан та ачисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме ыйтнă ашшĕ. «Эпĕ пур пĕрех таврăнаймастăп», - чунĕ сиснĕ пекех çак сăмахсемпе сыв пуллашнă арçын çемйипе.

«Аттене ас тумастăп. «Хыпарсăр çухалнă» текен хура хут килсен тете, вуннăри ача, йăвалана-йăвалана йĕни халĕ те куç умĕнче. Никам та тытса чараймасть, куçĕ шыçăнса ларнă», - каласа кăтартать Анна аппа. Кайран çемьене тепĕр инкек килсе çапать. «Вутă вăрланă» тесе тетĕшне тĕрмене пĕр айăпсăр хупаççĕ. Арçын ача вара киле пĕр пуленке таврашĕ те илсе килмен. Улатăрти колоние амăшĕпе пĕрле кутамккапа çăкăр йăтнине халĕ те ас тăвать Анна Максимовна. Унта çитсе килме çăмăл пулман. «Çул тăршшĕпе йĕретчĕ анне, ăна курса эпĕ те куççуль юхтараттăм. Йывăр вăхăтра çитĕнтĕмĕр. Атте вăрçăран таврăнмарĕ. Нушине пайтах курнă», - тесе куçне тутăрпа шăлать Анна аппа. Тĕрмерен туберкулезпа чирлесе таврăннă Микуль нумай пурăнаймасть, çамрăклах хĕне кайса вилет. Упăшкине, кайран ывăлне çухатнă амăшĕ хуçăлса юлать.

 

Фермăра

Ленин орденне ахальтен паман Анна Максимовнăна. «Красный Октябрь» хуçалăх ячĕ вăл вăхăтра республикăра кĕрлесе кăна тăнă. Сысна ферминче ĕçлеме пĕртте çăмăл пулман. Çăвăрланă вăхăтра киле те каяйман. Пĕр сыснаран 10-12 çура таранах илнĕ. Лайăх пăхмалла пулнă, çамрăкскерсене вĕлерме юраман: амăшĕ çурисене хăй айне те тума пултарнă, тепĕр чухне пурин валли сĕчĕ çитмен. Анна аппа ачисене те явăçтарнă çăмăл мар ĕçе. Сыснасем валли кухньăран витри-витрипе апат йăтнă. Унсăр пуçне çулла хирте пай илсе чĕкĕнтĕр çумланă. «Ачасемпе килте ларса та курман. 1-2 уйăхранах ĕçе тухнă. Хуняма, анне пăхнă вĕсене», - тет Анна Максимовна.

 

Çăвĕпех пахчара

Анна Максимовнăпа Петр Васильевич тăватă ывăлпа пилĕк хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Сакăр мăнук вĕсен. Халĕ кĕçĕн ывăлĕпе тата кинĕпе пурăнаççĕ. Мăнукĕ Таня асламăшĕ тавра явăнать кăна. «Асанне, мĕн туса пулăшас?» - чĕвĕлтетсе çеç тăрать хĕр пĕрчи. 5-мĕш класа çÿрекен Таня ÿссен тухтăр пулма ĕмĕтленет. Асламăшĕн юн пусăмне виçет, эмел ĕçтерет.

Анна аппа çу çитсен пахчаран та кĕмест. Ывăлĕпе кинĕ кунĕпех ĕçре пулнă май çĕр улми, кишĕр-сухан çумлать, утă пуçтарса типĕтет. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал пулнă май Петр Васильевич валли те ĕçĕ туллиех. Шăкăл-шăкăл, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. «Мăнуксем çирĕп сывлăхлă ÿсчĕр. Пурнăçра вăрçă курмалла ан пултăр. Унран хăрушши нимĕн те çук», - терĕ юлашкинчен Анна Максимовна.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.