Çиччĕн çуралса…

11 Дек, 2017

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Атăл тăрăхĕнче пурăнакансене раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чулхулари Президент залĕнче патшалăх наградисемпе чысланă.

— Чыслава Конституци кунĕ умĕн ирттерни те хăйне май пĕлтерĕшлĕ. Çĕршывăн тĕп саккунĕ граждансен тĕрĕслĕхпе ирĕклĕхне хÿтĕлет, социаллă тата экономика тытăмĕн аталанăвне йĕркелет. Ку вара тÿрремĕнех сире пырса тивет, — палăртнă Михаил Бабич.

«Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа çичĕ ача çитĕнтерекен ентешĕмĕрсене — Пороскунсене — те чысланă.

— Ку наградăна çемье хаклăхне мала хунăшăн, ашшĕ-амăшĕн ырми-канми тивĕçĕшĕн параççĕ. Хăвăр ĕçĕрпе, уçă чунăрпа эсир çемье институтне çирĕплететĕр, ачăрсем сывă çитĕнччĕр, лайăх вĕренччĕр, Раççей чăн-чăн гражданĕсем пулччăр тесе хăвăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватăр, — саламланă Михаил Бабич Пороскунсене. Шăпах çак кун 12 тултарнă Елизаветăна уйрăм саламланă вăл — Раççей историйĕ çинчен калакан кĕнеке парнеленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.