Утарçă миçе çул пурăнать?

30 Янв, 2018

Хурт-хăмăр парнелекен тĕп тата хушма çимĕç сиплĕхне çынсем çĕр-çĕр çул каяллах лайăх ăнланса илнĕ, ватăличченех чирлемесĕр пурăнасчĕ тата ĕмĕре тăсасчĕ тесе вĕсемпе усă курма тытăннă.

Утарсенчен илекен мĕн пур продуктăн 90 процентне пыл йышăнать. Ăвăспа, хурт амин сĕчĕпе, прополиспа, ытти продуктпа та халăх хуçалăхĕнче анлă усă кураççĕ. Ял хуçалăх культурисене шăркалантарас ĕçре те хурт-хăмăр ĕрчетнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Хура тул, хĕвел çаврăнăш, рапс тата çеçке çуракан вĕсен йышши 150 яхăн ял хуçалăх культурине /Раççейре 9 млн гектара яхăн/ шăркалантарнине пула çеç тухăç 10 млрд тенке яхăн хушăнать. Тупăш вĕлле хурчĕн продукцийĕн хакĕнчен темиçе хут пысăкрах. Анчах пыл тата пĕрле илекен хушма çимĕç организма тĕлĕнмелле пысăк усă панăран çак продуктсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Специалистсем юлашки çулсенче вĕсен тăрăмĕпе çывăхрах паллашнă май отрасле çине тăрса аталантарма, селекци ĕçне лайăхлатма сĕнеççĕ.

Тĕрлĕ сăлтава, уйрăммăн илсен чир- чĕре, нектар пухмалли лаптăк катăлса пынине, хăш-пĕр çул çанталăк япăх витĕм кÿнине пула хурт йышĕ тĕнчере, вăл шутра пирĕн çĕршывра та, самай чакнă. Çакă ял хуçалăх производстви рынок экономикине кĕнипе, самана саккăрла çаптарнă тапхăрта колхоз-совхозпа пĕрлех вĕсен утарĕсем арканнипе те çыхăннă. 1993-1998 çулсенче çĕршывра хурт çемйи 25% /4,7-рен 3,5 млн çити/ чакнă. Чăваш Енре юлашки 20 çулта общество секторĕнче вăл 2 хут /20740-рен 10970 çити/ сахалланнă. Çав вăхăтрах хурт пăхма юратакан уйрăм çынсен 5 пине яхăн хушăнса 47040 çемьене çитнĕ. Халĕ республикăри мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче 58,2 пин хурт çемйи шутланать.

Республикăри утарçăсем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине çулленех пухăнса канашлаççĕ. Регионсен хушшинчи 5-мĕш форум кунта «Раççейри хурт-хăмăр ăстисен аталану çул-йĕрĕ: ăратсене лайăхлатни тата чир-чĕр профилактики» темăпа иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче пулнăччĕ. Иван Мадебейкин профессор, ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Пирожков, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Геннадий Максимов, ытти ăста та çивĕч ыйтусем хускатрĕç. Ульяновск хулинчен килнĕ Иван Филиппов офтальмолог, апитерапевт пылак çимĕçсем наци сывлăхне епле витĕм кÿнине каласа панине пухăннисем сывламасăр тенĕ пек итлерĕç.

— Професси тĕлĕшĕнчен илсен хурт- хăмăр ăстисем ыттисенчен нумайрах пурăнаççĕ. Тăхăр вуннăран иртекен сахал мар, — терĕ Иван Николаевич. — Çав вăхăтрах хăш-пĕр утарçă 80 çула та çитеймест. Мĕншĕн тесен пыл çимест, ытти çимĕçĕпе те усă курмасть, сипленмест. Литература сахал вуланăран тата интернет материалĕсемпе кăсăкланманран çак продуктсем мĕн тери пысăк усă панине вăл пĕлмест. Наци сывлăхне тавăрмаллах. Пыл пур чиртен те сыватать, юн тымарĕсене тасатать. Рак, инсульт, инфаркт аталанасран сыхлать. Апитерапи, вăл шутра ульетерапипе аэротерапи те, юнри холестерин, сахăр шайне чакарма пулăшать, пĕвер клеткисене, сывлав çулне тасатать, хăйăра ват хăмпинчен кăларассине лайăхлатать.

И.Филиппов пылак çимĕçсен сиплев меслечĕсемпе паллаштаракан кĕнекесем пичетлесе кăларнă, форума вĕсене кăтартма илсе пынă.

И.Мадебейкин пĕлтĕр çанталăк йĕпе- сапаллă тăнăран вĕлле хурчĕсем мĕн пурĕ те 87 кун çеç вĕçме пултарнине аса илчĕ. Çав вăхăтрах хăш-пĕр çул 140 кун таранах ăшă та хĕвеллĕ пулнă, хĕл каçма çителĕклĕ энерги пухнă.

— Тĕрĕсех, — килĕшрĕ Г.Максимов. — Çумăр тăтăш çуни, кунсем сулхăн тăни хурт-хăмăра япăх витĕм кÿчĕ: йывăрăшĕ чакрĕ, организмĕ халсăрланчĕ, иммунитечĕ хавшарĕ. Çавăнпа та хĕл каçма вăйсăр кĕчĕç. Сăвăссем тапăнас хăрушлăх пур. Вĕсенчен вирус ерме пултарать. Çуркунне тухакан сăвăссем халсăр, вĕсене çавăн чухне пĕтермелле. Вĕлле хурчĕсене вăхăтра пулăшмалла: сыватмалла, вăй илме çителĕклĕ апатлантармалла. Унсăрăн пысăк çухату тÿсме пултаратпăр.

Н.Пирожков хурт-хăмăр ĕçне лайăх пĕлет. Республикăн кăнтăр районĕсенчи утарçăсен зоотехник-консультанчĕ шутланать. Ăна кÿршĕллĕ регионсене лекци вулама чĕнеççĕ. Хальхинче Николай Петрович «среднерусская» ятлă ăрата çине тăрсах ĕрчетме сĕнчĕ.

— Таса йăхлă ăрат пирĕн тăрăхри çанталăка хăнăхнă, — терĕ. — Çĕр чăмăрĕ çинчи чи тÿсĕмлĕ вĕлле хурчĕ шутланать. Хĕл лайăх каçать, чир-чĕре парăнмасть.

Интернетра ку ăрат пирки лайăххине нумай çырнă. Сакăр пин çул каяллах пулса кайнăран вăл çак тарана çитиччен мĕн кăна тÿсмен пулĕ! Çавăнпа чăтăмлă та. Хĕл сивви те уншăн ним те мар. Ирех тытăнса хĕвел аничченех ĕçлеççĕ. Сăнни вăрăм пулнăран пыл нумай пухаççĕ. Ăна ют вĕллерен вăрлас йăла çук. Ама хурт тăтăшах тата нумай çăмарта тунăран йăх хăвăрт хунать. Пылак çимĕçе уйрăмах хура тулпа çăкаран нумай хатĕрлеççĕ. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.