Тĕрĕслĕхе ăçта шырамалла?

16 Фев, 2018

Афанасьевсем суд ларăвĕсене çÿресе хăшкăлнă

Александр Афанасьев Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕнчи нумай ачаллă кил-йышра çуралса ÿснĕ. Çемьере чи кĕçĕнни — вун тăваттăмĕшĕ — пулсан та ачаш çитĕнмен. Унăн хастарлăхне ашшĕпе амăшĕ Аркадий Афанасьевичпа Фекла Егоровна ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнипе, йывăрлăхпа пуç усмасăр кĕрешме вĕрентнипе сăлтавламалла пулĕ. Вăл çеç те мар, Афанасьевсен халăха ертсе пырас тата ĕçе тĕрĕс йĕркелес ăсталăхĕ ăруран ăрăва куçса пынине те палăртмалла. Çавăнпа А.Афанасьев темиçе çул каяллах сысна ашĕ тата унран хатĕрленĕ продукци туса илес енĕпе ку тăрăхри «Чи лайăх фермер» ята тивĕçнĕ. Малтан — Александрăн аслашшĕ, унтан — ашшĕ, вăхăт çитсен хăй те колхоза ертсе пынă. Халĕ хĕрĕ Алина Александровна та — хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи.

Сысна фермине саланма паман

Александр Афанасьев пĕр вăхăт Чкалов ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативне ертсе пынă. Панкрута тухнăскере ура çине тăратма вăй çитернĕ. <...> Çав вăхăтрах хăй тĕллĕн те ĕçлесе пăхас килнĕ. Райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕн ун чухнехи ертÿçи Владислав Ананьев ăна Чемей ялĕнчи панкрута тухас патне çитнĕ хуçалăхăн сысна фермине саланса кайиччен хăйĕн аллине илме сĕннĕ. <...> Çапла 11 çул каялла районта çĕнĕ хресчен-фермер хуçалăхĕ чăмăртаннă.

Хуçалăх территорийĕ малтанхи вăхăтра 8 гектар çеç йышăннă. Кунта складсем, витесем, тĕрлĕ хуралтă пулнă. Çирĕп шухăш-кăмăллă, мал ĕмĕтлĕ, çав вăхăтрах ылтăн алăллă ăста кивелсе çитнĕ вите-хуралтă таврашне йăлтах юсаса çĕнетнĕ. Кашни пус-тенке шутлама, перекетлеме пĕлекенскер ангар евĕрлĕ çĕнĕ витесем тунă. Сыснасене пĕçерсе çитерме кашни витерех кăмакасем ăсталанă. Чух-чухсем çемçе утă çинче выртса тăраççĕ. Апата выльăха хăвăрт çитĕнме пулăшакан нимĕнле хутăш та ямаççĕ. <...> Афанасьевсем выльăха экологи тĕлĕшĕнчен таса апат кăна çитернĕрен пысăк пахалăхлă аш-какай туса илеççĕ. Çакна Евразин Экономика союзĕ вĕсене панă деклараци лайăх çирĕплетет. Хире ахаль тислĕк мар, биогумус кăлараççĕ. Ăна ăмансем хатĕрлеççĕ. Биогумус, тислĕкпе танлаштарсан, тутлăхлă япаласенчен темиçе хут пуян. Чĕр тавара вырăнта тирпейлени те пĕлтерĕшлĕ.  <...> Аш-какай шăнтма темиçе холодильник пур. <...> Афанасьевсем пархатарлă ĕç пуçарнине республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем темиçе çул каяллах асăрханă. Вĕсем çинчен «Хресчен сасси» хаçатри /2012 çул, 47;/ «Пысăк ÿсĕм пĕчĕккинчен пуçланать», тепĕр журналта кун çути курнă «Работать на благо родной земли» статьясенче вуласа пĕлме пулать. Вĕсенче сăмах Александр Аркадьевичпа Любовь Петровна хĕрĕпе ывăлне Алинăпа Аркадие тăван тăрăха, ял пурнăçĕн йĕркине юратса çитĕнтерни, çавăнпа ачисене хула илĕртменни çинчен пырать.

Çамрăк фермера йывăрлăх хăратмасть

<...> Афанасьевсем çине тăнă та ял хĕрринче кирпĕчрен икĕ хутлă пысăк çурт хăпартнă. Ачисем, мăнукĕсем валли пултăр тенĕ ĕнтĕ. Чемейрен Исетеркке каллĕ-маллĕ хутласа тата чух-чухсене апат пĕçерсе çитерсе вăхăт нумай иртнĕрен, çавăн пекех çурасем тĕрĕс-тĕкел çуралччăр тесе Александрпа Любовь Афанасьевсем фермăра кун кунлаççĕ, чылай чухне çĕр каçаççĕ. Эпĕ çитнĕ чухне вĕсем килте çукчĕ. Мана Алина, унăн мăшăрĕ Николай тата вĕсен темиçе уйăх каялла çеç утма вĕреннĕ хĕр пĕрчи Кира кĕтсе илчĕç.

Утсан — çул, вăй хурсан ĕç ÿсĕмленет. <...> Алина Александровна тăрăшулăхĕпе эпĕ уйăх каялла ЧР Ял хуçалăх министерствин сайтĕнче паллашрăм. <...> Тĕрлĕ шайри награда та пур унăн. «Мана çапла чыс-хисеп туни хуçалăхшăн тăрăшма вăй-хал хушать, — терĕ вăл. — Тата çĕнĕ тĕллевсем палăртма хавхалану кÿрет».

Районти ЗАГС уйрăмĕпе хĕрарăмсен канашĕ «Тĕлĕнтермĕше кĕтсе» конкурс ирттернĕ. Алина унта кил-çуртра, картишĕнче, пахчара хĕрĕпе, килтисемпе ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕксем тăратнă. Мĕн тетĕр? Пĕрремĕш вырăн йышăннă.

«Эпĕ ун чухне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн пĕрремĕш курсĕнче вĕренеттĕм, — сăмах çăмхине сÿтрĕ паян-ыран иккĕмĕш ача амăшĕ пулма хатĕрленекенскер. — Атте те ку аслă шкулта экономист пĕлĕвне илнĕ. Шăллăм манран çулталăк çурă кĕçĕнрех, апла пулин те шкула манпа пĕрле пĕр класа çÿрерĕ. Çамрăк пулин те математикăна пуринчен лайăх пĕлетчĕ, вĕренÿре мана та пулăшатчĕ. Академие те манпа пĕрлех пычĕ. Вăл – экономиста, эпĕ бухгалтера вĕренсе тухрăмăр. Манăн хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи пулас ĕмĕт çуралчĕ.

«Аслă классенче вĕреннĕ чухне Аркадипе иксĕмĕрех ик çĕр сысна пăхса курнă та йывăрлăхран хăратăп-и?» — тесе шухăшларăм. 2012 çулхи ака уйăхĕнчен хресчен-фермер хуçалăхне ертсе пыма тытăнтăм. Атте мана управляющи пулса пулăшма килĕшрĕ. 2013 çулта «Ĕçе пуçăнакан фермер» программăпа грант çĕнсе илтĕм. Кăçал «Выльăх ĕрчетекен çемье ферми» программăна хутшăнасшăн».

Çĕрлĕ пулма ирĕк пур, анчах…

<...> «Чылайăшĕ ман вырăнта пулсан фермер хуçалăхĕ çине тахçанах алă сулĕччĕ, — чĕри çунса тăнине палăртрĕ вăл. — Анчахрах пире 200 пин тенкĕлĕх штраф пачĕç. Çапах эпир пуç усмастпăр. Укçалла туяннă апатпа сыснаран услам илеймĕн, тупăшлă ĕçлес тесен ăна хамăрăн хатĕрлемелле. Апла пулсан çĕр кирлĕ. Эпир унăн лаптăкне çуллен ÿстерсе пытăмăр. Халĕ вăл 900 гектар майлах. Нумай çул усă курман çĕре сухаласа йывăç-тĕм хунавĕнчен, хыт хураран тасатса, извеç, калипе фосфор хывса тăпра пахалăхне лайăхлатрăмăр. Сахал мар тăкаклантăмăр. Лаптăкăн пĕр пайне саккунпа çирĕплетме ĕлкĕртĕмĕр. Çĕре пулăхлатса çитернине кура тепĕр пайне те тара илесшĕн, анчах Ярославка ял тăрăхĕн администрацийĕ ăна тара парас тĕлĕшпе тĕрлĕ чăрмавпа ура хурать. Судлашса та пăхрăмăр. Арбитраж судне эпир чăнласах ял хуçалăх культурисем çитĕнтернине çирĕплетсе сăн ÿкерчĕксем те тăратрăмăр. Ял тăрăхĕн администрацийĕ вара çĕрпе усă курмаççĕ тесе ĕнентересшĕн. Эпир акса-лартса тăвакан лаптăкăн пĕр пайне пирĕнтен туртса илсе аукционра сутрĕ. Вăл çеç-и? Хуçалăх вырнаçнă çĕрĕн саккунпа çирĕплетнĕ килĕшĕвне пăрахăçлаттарса хăйĕн аллине çавăрса илесшĕн. Алина Александровнăн, «Ĕçе пуçăнакан фермер» конкурса хутшăнса грант çĕнсе илнĕскерĕн, федерацин 101-ФЗ «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене çаврăнăша кĕртесси çинчен» саккунĕпе /10-мĕш статйин 8-мĕш пункчĕ/ килĕшÿллĕн нумай çул пăхса-пулăхлатса çитернĕ çĕр лаптăкĕсене хăйĕн çине куçарма е тара илме ирĕк пур. Хамăра хÿтĕлеме ыйтса ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов патне çыру ятăмăр. Вăл хăйĕн хуравĕнче Алина Афанасьева çĕр лаптăкĕсене саккунлă майпа тара илме тивĕçлĕ тенĕ.

Александр Аркадьевич мана тĕрлĕ инстанцирен килнĕ хуравçырусемпе паллаштарчĕ. Пурте çамрăк фермера саккун хÿтĕленине палăртнă. «Ку вăл мĕн? — терĕ хуçалăх управляющийĕ. — Сире пĕр пайне çеç кăтартатăп. Пурне те пĕрле хурас тăк сĕтел çине те вырнаçмĕ. Кирлĕ хутсене Ярославка ял тăрăхĕн администрацине те ярса панă. Анчах унăн пуçлăхĕ хăнк та тумасть». <...> Тулли верси...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.