Библие куçарнă чĕлхе пĕтмест

27 Фев, 2018

Иван Яковлев… Çак ят кашни чăвашшăн çывăх. Тăван халăхăн ăс-тăнĕпе те, тĕнче курăмĕпе те, пĕлĕвĕпе те çыхăннă кашни пулăмра унăн витĕмĕ пур.
Иван Яковлевпа вăл уçнă шкулсем пирки çĕннине мĕнех калайăн? 19- мĕш ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнчех пичетленме пуçланă та, 150 çулта çĕр- çĕр статья, вун-вун кĕнеке кун çути курнă. Çутта кăларуçă сăнарне литераторсем те тĕрлĕ енчен хак панă. Кашниех ăна хăйĕн тавра курăмне кура çутатса пама тăрăшнă. Сăмахран, сăлтавсăрах сепаратист тата националист тесе те айăпланă. Чăваш националисчĕсем вырăслатакан тесе тиркенĕ. Чăваш, вырăс, ытти халăх интеллигенцийĕ, хура халăх унăн ĕçне ырласа йышăннă. Иван Яковлевич вара хăйĕн аса илĕвĕсенче кун-çулĕпе пĕтĕм пурнăç ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «манăн чăваш ĕçĕ» тенĕ.
Часах çитĕ çак кун. Чăвашсене, Атăлпа Урал хутлăхĕнчи сахал йышлă халăхсене тĕнче цивилизацийĕн çитĕнĕвĕсемпе çывăхлатас ĕçре ырми-канми вăй хунă çын, паллă гуманист Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине чысламалли кун. Тĕрĕссипе, пуçланнă та ĕнтĕ вăл. Чăваш картинчен тухса Раççей тÿпине çĕкленнĕ. Унта е кунта ун ячĕпе йĕркелекен ĕçсене асăнса тухас тĕллевĕм çук манăн. Урăххи канăçсăрлантарать: Чăваш тĕнчинчи унăн пĕлтерĕшне ăнланса, хак парса çитернĕ-и эпир? Кам вăл пирĕншĕн?
Саймон Крипс /Аслă Британи/ сăмахĕсене аса илтĕм. Вăл — Библи пĕрлĕхĕсен куçару службин директорĕ. Асăннă хăспатин темиçе çул каялла Шупашкара килсе кайнăччĕ. «Сирĕн чĕлхе вилĕмсĕр, — тенĕччĕ вăл ун чухне. — Библие куçарнă чĕлхе нихăçан та çухалмасть. Унта халăх усă куракан пур сăмах та çырăнса юлать». Хам енчен çапла хушса хурас тетĕп: çак вилĕмсĕрлĕхре Иван Яковлевăн тÿпи те пур. Шухăшлăр-ха: Хусанта вĕреннĕ чухне, 1871-1872 çулсенче, вăл чăваш алфавитне туса шкулсенче тăван чĕлхепе вĕрентмелли кĕнекесем кăларнă. Çав кăткăс çулсенчех Çĕнĕ Халала чăвашла куçарнă.
Мĕн хистенĕ Иван Яковлева çут ĕçĕ, тăван халăхне пĕлÿ парас çул çине тăма? Тăлăха юлнă ача, ют çемьере ÿссе çĕр йĕркелÿçĕ таран çĕкленнĕ. Вырăсла çырнă кĕнекесемсĕр пуçне урăххисем унăн аллине çакланман та çав таранччен. Ăнланман чĕлхепе пичетленнĕ ăс пуххине вăл поляксен çемйинче тытса курнă. Шăп çав вăхăтра çамрăк Яковлевăн чĕрине чăваш çырулăхĕ пирки вут-хĕм хыпса илнĕ. Малашнехи ĕмĕт-тĕллевĕ мĕнре пулнине тата ăна еплерех майпа пурнăçа кĕртсе пы-нине ăнланма пире унăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă документсем, аса илĕвĕсем лайăх пулăшаççĕ. Акă унăн сăмахĕсене аса илер: «Эпир начар халăх мар. Британи музейĕнче тутăхса пĕтнĕ историллĕ пĕр-пĕр пăта та хаклă шутланать пулсан — эпир пăта çеç мар! Çĕклес пулать, вĕрентес пулать мĕскĕне юлнă халăха». Е тата: «Чăвашсен ку тарана çити упраннă пуянлăхĕ тата тĕлĕнтермĕшĕ — чĕлхе, юрă, тĕрĕ. Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ». «Тăван чĕлхене манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех», — тенĕ Иван Яковлев. «Юрататăп чăвашсене, вĕсене пĕтĕм чунтан ырлăх сунатăп. Чăвашсене телейлĕ тăвас тенисĕр пуçне манăн пурнăçра урăх нимĕнле тĕллев те пулман», — çак сăмахсем Çутта кăларуçăн пурнăç тĕллевне уççăн палăртаççĕ.
Пĕр конференцире Атнер Хусанкай ăсчах: «Иван Яковлева эпир иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче кăна «уçса» çитертĕмĕр», — тенĕччĕ. Мĕн каласшăн пулнă-ха вăл çакăнпа? Çур ĕмĕр ытла тăван халăхне çутта кăларас тĕлĕшпе тăрăшнă çын пирки хăй вăхăтĕнче питĕ сахал пĕлни çинчен ахăртнех. Çыннăн шухăш-кăмăлне пĕлес тесен унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни вырăнлă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.