Юмах юпа тăрринче…

29 Мар, 2018

Пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче 132-мĕш ача садĕнче И.Я.Яковлева халалланă уяв иртрĕ. Мероприятие илемлĕ чăваш кĕпи тăхăннă Галина Юманова воспитатель ертсе пычĕ. Куракансем çутта кăлараканăн пурнăçĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Шăпăрлансене Иван Яковлевичăн ачалăхĕ уйрăмах кăсăклантарчĕ. Выртмана çÿрени, хулана пахча çимĕç сутма кайни çинчен шăппăн итлерĕç. Тырă вырни, курăк çулни куç умне туллин тухрĕ. Презентаци ачасемшĕн çеç мар, аслисемшĕн те интереслĕ пулчĕ.
И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн ачасем юмахсем лартрĕç. Кашни ушкăн тĕрлĕрен хатĕрленĕ. «Уçăлма тухнă шăши çури», «Карчăкпа кашкăр», «Тилĕ тус», «Вăрăм тунасемпе старик», «Йăлăнтарни», «Суеçĕ», «Тилĕпе тăрна», «Ĕнепе качака таки», «Кашкăрпа путек» хайлавсене чăн-чăн артист пекех выляса кăтартрĕç. Кашни сценка хыççăн тупмалли юмахсем пулчĕç. Куракансем вĕсен тупсăмĕсене хаваспах шырарĕç.
Уяв вĕçĕнче Галина Михайловна аслă вĕрентекенĕмĕрĕн Халалне вуларĕ.
Сцена çинче пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме пултарнă пĕчĕк артистсемпе тĕл пулмасăр епле кайăн? Виçĕ маттур шăпăрлан калаçма савăнсах кăмăл турĕ. «Карчăкпа кашкăр» юмаха калăпланă Софья Тихонова, Лида Михеева, Дима Горбунов 4-мĕш ушкăна çÿреççĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.