Пĕрремĕш утăм

29 Мар, 2018

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче «Студентсен науки — академи ăслăлăхĕн алăкне уçассишĕн тунă пĕрремĕш утăм» наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ.
Унта аслă шкулăн районсенчи 10-мĕш тата 11-мĕш агрокласĕсенче вĕренекенсем те пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Инженери факультечĕ А.Н.Крылов академик çуралнăранпа 155 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ секцире вĕсем хатĕрленĕ 7 доклада итленĕ. Екатерина Павловăпа Михаил Убан тĕпчевĕсем — чи лайăххисем. Вĕсене конференци дипломĕсене парса хавхалантарнă.
Биотехнологин, ял хуçалăх продукцине тирпейлессин тата çĕре йĕркелессин кафедрин секцийĕнче Екатерина Авенирова, Валентина Федорова (Вăрмар шкулĕ) «Карас телефонĕ чĕрĕ организмсене витĕм кÿни» тата «Ĕне-качака сĕчĕн пахалăхне ультрасасă майĕпе палăртасси», Карина Михайлова (Çĕрпÿ районĕ, Сăнав поселокĕн шкулĕ) «Ÿсен-тăрана çитĕнме, çирĕпленме шыв витĕмлени» темăсемпе пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.