Сахаллишĕн савăнмасан нумаййине хаклама пĕлеймĕн

13 Апр, 2018

Çапла калаççĕ Чăваш Енре тĕпленсе пурăнакан туркменсем

Тĕрлĕ халăхăн ырă йăлисене пĕлни никама та пăсмасть, вĕсен лайăх енĕсене ăса хывни чуна пуянлатать. Пĕр-пĕринчен тĕслĕх илсен эпир ăшă кăмăллăрах пулăпăр. Ку хутĕнче вулакансене туркменсемпе, вĕсен культурипе тата йăли-йĕркипе паллаштарăпăр.

2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ тăрăх — Чăваш Енре 69 туркмен пурăнать. Чăннипе, унтанпа вĕсен йышĕ самай пысăкланнă. Çак сăмахсене пирĕн республикăри туркменсен общинин ертÿçи Какабай Гуртмуратов та çирĕплетрĕ.
— Эпĕ Шупашкара иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчех куçса килнĕ. 20 çулта кунта Туркменистанран 3-4 çын кăна килсе тĕпленчĕ. 2010 çулсенче çамрăксем нумаййăн килме тытăнчĕç, — пĕлтерчĕ вăл. Сăмах май, унăн мăшăрĕ — Канаш тăрăхĕнчи тутар хĕрарăмĕ, вĕсем Питĕрте паллашнă.
Пирĕн патра пурăнакан туркменсен хушшинче яшсемпе хĕрсем чылаййăн. Чăваш Енри аслă шкулсенче 700 ытла туркмен вĕренет. Вĕсем ЧПУра /290 çын/, педуниверситетра, ял хуçалăх академийĕнче, коопераци институтĕнче пĕлÿ илеççĕ. Туркменсем медицина, радиоэлектроника, юридици специальноçĕсене ытларах суйланă.

Тĕпчевçĕ пулма çăмăл, çын пулма йывăр

Гурбанияз Мухамов Шупашкара Керки хулинчен 2013 çулта килнĕ. Вĕренме паллах. Вăл — ЧПУ студенчĕ. Медицина факультетĕнче вĕренет, пулас хирург. Диплом илсен тăван çĕршывне таврăнма шухăшлать, унта ун валли ĕç те пур — Туркменистанра медиксем çитмеççĕ.
Гурбанияз общество пурнăçне хастар хутшăнать. Вăл — Чăваш Енри çамрăксен ассамблейин пайташĕ, ЧПУри ют çĕршыв студенчĕсен канашĕн ертÿçин заместителĕ. Каччă Чăваш Ене килекен çамрăксене нумай пулăшать. Общежитие вырнаçмалла-и, поликлиникăна çырăнмалла-и, каçхи клуба каясшăн-и — Мухамовран ыйтмалла. Спорт керменне каяс е пĕр-пĕр секци-кружока çÿрес килет тĕк те Гурбанияз патне пымалла — вăл канаш парĕ. Хулапа паллашма кăмăл пур пулсан та экскурси ирттерме хатĕр каччă, пушă вăхăт кăна пултăр. Унăн хастарлăхĕпе пултарулăхне Мускавра та асăрханă: Халăхсен туслăхĕн уни-верситечĕ ăна темиçе хут та дипломпа чысланă.
Гурбанияз юлташĕсемпе пĕрле çулла велосипедпа ярăнать. Туркменистанра икĕ кустăрмаллă транспорт кашни килтех пур. Пулас хирургăн Шупашкарти чи юратнă вырăнĕ — Çĕнтерÿ паркĕ. «Унта уçăлса çÿреме питĕ кăмăллă. Хула ал лаппи çинчи пек курăнать. Тавралăхĕ кунта та питĕ илемлĕ», — хĕпĕртерĕ туркмен каччи.

Хăнасем епле, уявĕ те çапла

Нумаях пулмасть тĕрлĕ халăх çыннисем Навруз уявне паллă турĕç. Туркменсем те питĕ юратаççĕ ку праçнике. «Çав кун пирĕншĕн çĕнĕ çул пуçланать», — теççĕ вĕсем. Ăна яланах савăк кăмăл-туйăмпа паллă тăваççĕ. Çемьепе пĕрле пухăнса кĕтсе илме хăнăхнă вĕсем. Урайне дастархан /апатланмашкăн урайне сармалли çитти/ сараççĕ, унта çимĕçсем хураççĕ. Юрлаççĕ-ташлаççĕ, наци инструменчĕсем калаççĕ, пĕр-пĕрне парне параççĕ. Çак уяв валли сумелек /çупа çăнăхран пĕçернĕ çăра сĕт евĕрлĕ çимĕç/ тăваççĕ, ăна казанта талăк лартаççĕ. Уяв сĕтелне пурте пĕрле хатĕрлеççĕ. Плов пĕçерме арçынсене шанаççĕ. Ыттисем пур çимĕçе те пĕрле ярса пĕçереççĕ тĕк туркменсем кашни çимĕçе уйрăммăн ăшалаççĕ. Малтан — аш, унтан — кишĕрпе сухан, юлашкинчен рис ямалла.
Чăваш Ен туркменĕсем те хăйсен йăлисене манмаççĕ. Туркменистанăн никама пăхăнманлăх кунне питĕ анлăн паллă тăваççĕ. Уявсенче, çуралнă кунсенче наци апат-çимĕçне хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Чăваш çимĕçĕсенчен вара вĕсем пылак çимĕçсене кăмăллаççĕ.
Мухамовсен çемйинче — 2 хĕрпе 3 ывăл. Туркменистанра демографи енĕпе лару-тăру япăх мар. 5 ачалли пĕчĕк çемье шутланать, пысăккисен шутне кĕрес тĕк 8 е ытларах ача çуратмалла. 15 пепкеллисем те пур унта. Нумай ачаллисене хваттер параççĕ. Гурбанияз та темиçе ача пирки ĕмĕтленет.

Тĕнчере чи пылаккипе чи йÿççи – сăмах

Туркменсем вырăсла лайăх пĕлеççĕ. Вĕсен çĕршывĕнчи шкулсенче вырăс чĕлхи вĕрентеççĕ. Акă Арслан Комеков вырăсла питĕ хитре калаçать. «Манăн атте Раççейре нумай çул ĕçленĕ. Вăл та вырăсла аван пуплет», — терĕ Дашогуз хулинче пурăнакан каччă. Медицина факультетĕнче вĕренекенскер пурнăçне сиплев ĕçĕпе çыхăнтарас тĕллевлĕ. Унăн икĕ сыпăкри йăмăкĕ те Шупашкарта вĕренет.
Айгозель Аскарова — пулас географ. Чăваш Ене вăл пĕлтĕр кĕркунне килнĕ. 20-ри хĕр музыкăна юратать, халăх инструменчĕсемпе илемлĕ кĕвĕсем янăраттарать. Ытларах вăл дутара /балалайка евĕрлĕ/ кăмăллать. «Унпа калама ансат. Кăвви те чуна тыткăнлать», — пĕлтерчĕ хĕр.
Туркменистанра йăла-йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ. Арçын çемье пуçĕ шутланать, вăл киле укçа-тенкĕ илсе килет. Мăшăрĕ кил ăшшине упрать, ача-пăча ÿстерет. Чăваш Енре те туркмен çемйисем пур. Упăшки ирĕк парсан кăна арăмĕ ĕçлеме пултарать имĕш.

Вунă ĕçе алла иличчен пĕрне лайăх ту

2016 çулта «Туркменистан» ташă ансамблĕ чăмăртаннă. Унта ЧПУра вĕренекенсем çÿреççĕ: виçĕ хĕрпе виçĕ каччă. Ертÿçи — Севара Джумабаева. Вăл — пулас фармацевт. Ташă коллективĕ университетра иртекен пур мероприятие те хутшăнма тăрăшать. «Туркмен ташшисене пур çын та ташлаймасть. Вĕсем хăйне евĕрлĕ те йывăр. Çавăнпа ытти халăх хушшинче анлă сарăлман вĕсем. Эпир мĕн ачаран ташласа ÿсетпĕр», — терĕ туркмен хĕрĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.