Çĕр улми пуçтарса… çул сарнă

26 Апр, 2018

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнчи Александр Иванов ку тăрăхра пурăнакансемшĕн — тĕслĕх шайĕнче. Хăй умне пысăк ĕмĕт-тĕллевсем лартакан, малалла ăнтăлакан çамрăк арçынна ял халăхĕ шанать, хисеплет... Ял тăрăхĕн депутатне виççĕмĕш хут суйлани те ахальтен мар пулĕ.

Амăшне хĕрхеннĕ

Александр 6-ра чухне ашшĕ вилнĕ. Амăшне пысăк хуçалăха пĕччен тытса пыма йывăррине виçĕ ачи лайăх ăнланнă, ĕç хушасса кĕтмен, тытнă та пурнăçланă. Выльăх тухтăрĕнче тăрăшакан амăшĕ ирхи тăватă сехетрех килтен тухса кайнă. Шкултан таврăнсан асли Ирина кил-çурт тирпейленĕ, апат пĕçернĕ. Саша пиччĕшĕпе Сергейпе урок тунă хыççăн витене васканă, картиш тулли выльăх тытнă-çке çемье. Ĕçрен ывăнса таврăнакан амăшне савăнтарас тесе ачасем чупса ĕçленĕ. Саша çавăн чухнех тĕллев лартнă: «Çитĕнсен тăван яла юлатăп, çурт лартса, çемье çавăрса аннепе пĕрле пурăнăп».
Ыхраçырми шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн салтака кайма ят тухнă. Киров хулинче çар тивĕçне пурнăçланă чухне пĕрре мар Тав çырăвĕпе чысланă ăна. Салтакран таврăнсан Ишек шкулне водителе вырнаçнă каччă. Пулас мăшăрĕ Люба та çак вĕренÿ учрежденийĕнчех воспитательте тăрăшнă. Пĕр-пĕринпе шкул ÿсĕмĕнченех туслă пулнă вĕсем. Саша ун чухнех хĕре вăрттăн килĕштернĕ, çул çинче тĕл пулсан çуран уттарман, Ыхраçырми шкулне велосипедпа лартса кайнă.

Ырă пуçару

2000 çулсен пуçламăшĕнче Чăваш Ишекĕнчи урамсенче асфальт çул пулман. Ивановсем пурăнакан Арманкассине те машинăпа кĕрсе тухма май килмен, кĕркунне-çуркунне пĕрмай пылчăк çăрăлнă. Техникăна ял пуçĕнче лартса хăварса çуран утма тивнĕ. «Ун чухне çемьеллĕччĕ ĕнтĕ эпĕ. Ларса канашларăмăр та урамри çула хытармаллах терĕмĕр. Сакăр КамАЗ прицепĕ хытă чул илсе килсе тăкрăмăр. Камăн та пулин ĕçе пуçăнмаллах-çке — пĕрмай кĕтнипе малалла кайма çук. Ун чухне халăхран укçа пуçтармарăмăр. Пилĕк çулта çул арканса пĕтрĕ, 2008 çулта çĕнĕрен сарма тĕв турăмăр. Ун валли сахал мар нухрат кирлĕччĕ. Пирĕн ял çыннисем пĕр-пĕринпе питĕ туслă. Укçа тупмалли меслете самантрах шухăшласа кăлартăмăр. Хамăр тăрăхри хуçалăх ертÿçипе калаçса татăлнă хыççăн кашни килтен çĕр улми пуçтарма тухрĕç. Ĕçлесе илнĕ укçана никам та кĕсйине чикмерĕ, пурте çул валли хыврĕç: кам 1500 тенкĕ, кам 2 пин тенкĕ… Вак чул урам вĕçне сармашкăн çитеймерĕ. Кунта пире хамăрăн ентеш, ялти чи хисеплĕ çын Лев Кураков ăсчах пулăшрĕ. Çапла майпа Арманкасси урамĕ йĕркене кĕчĕ», — каласа кăтартрĕ Александр.
Ырă ĕçсен пухмачĕнче çул сарас ĕçе йĕркелени кăна мар, çулсеренех вăл Патăрьелти, Тăрăнти чиркÿсене укçан пулăшать. Акатуйра, ял уявĕнче те нихăçан та айккинче юлман. Шкулти уявсене, районта иртекен ытти мероприятие ирттерме те спонсор пулса пулăшнă. «Май пур чухне шел мар, вăл укçа кирлĕ мар çĕре каймасть вĕт. Усалли çĕр çинче ахаль те нумай, ырри ытларах кирлĕ», — палăртрĕ çамрăк депутат.

Пушартан çăлнă

Унтанпа çулталăк та иртнĕ ĕнтĕ. Иртнĕ çулхи ака уйăхĕнче Ивановсем путвала çĕр улми кăларма аннă. Сасартăк аякрах та мар хура тĕтĕм йăсăрланма тытăннă. Ялти Уткинсем çуннă. Александр çухалса кайман, мĕн пур ĕçне пăрахса тÿрех çунакан çурт еннелле ыткăннă.  Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.