«Чиркĕве каймасан тем çитмен пек туйăнать»

25 Мая, 2018

Унăн ячĕ кăна мар, пурнăçĕпе пултарулăхĕ те хăйне евĕр. Ырă кăмăлĕпе тата пархатарлă ĕçĕпе вăл ачасене, ял çыннисене хăйĕн патнелле туртать. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Леонилла Пупина пирки. Леонилла Ярославовна нумаях пулмасть «Серафим учителĕ — 2017-2018» педагогика конкурсне хутшăнса ятарлă премие тивĕçнĕ. Конкурс Чулхула облаçĕнчи Дивеево салинчи Серафим-Дивеево мăнастирĕн çут ĕç центрĕнче иртнĕ. Ăсталăх тупăшăвне çамрăксене культурăпа чĕмлĕх, тĕн тата кăмăл-сипет енĕпе воспитани паракан вĕрентекенсене хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Дивеевăран хавхаланса таврăннă

«Çак конкурса мĕншĕн хутшăннă тетĕр-и? Сăмахăма катаран пуçлам. Эпĕ Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Атте – учитель, анне фельдшер пулнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн историке вĕренме каясшăнччĕ. «Килте икĕ историк пултăр-и?» — хирĕçлерĕ анне. Кĕнеке вулама мĕн ачаран юратнăран 5-мĕш шкулăн гуманитари класĕнчен вĕренсе тухсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетăн филологи факультетĕнче пĕлÿ илтĕм. Аслă шкулта диплом ĕçне çырма Достоевский пултарулăхне суйларăм. Мана çак çыравçă хайлавĕсем питĕ килĕшеççĕ. Турра ытларах ĕненме пуçларăм. Диплом илсен Елчĕк районĕнчи Турхан йĕкĕтне качча тухрăм та хуларан яла пурăнма куçса кайрăм. Мăшăрăм Алексей Аркадьевич Курнавăшри чиркÿре старостăра ĕçлетчĕ. 2010 çулта Çимĕкре ялти ватă çын часавай тума сĕнчĕ. Турхансем çак сĕнĕве ырласа йышăнчĕç. Халăх кар тăнипе хитре часавай çĕкленчĕ. Упăшка — чиркÿ çынни /паянхи кунчченех старостăра вăй хурать/, эпĕ те ĕненÿ çулĕ çине тăтăм. Маларах Курнавăш шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕм. 2010 çултанпа — Çĕнĕ Пăвара. Литература хайлавĕсене тишкеретпĕр те — кашнинчех Евангелири шухăшсем тĕл пулаççĕ.
Тăватă çул каялла Дивеевăра «Серафим учителĕ» конкурс ирттерни пирки пĕлтĕм. Ун чухне хамăн ĕçсене ярса парасси пирки шухăшламан. 2017 çулта вара çамрăк ăрăва культурăпа чĕмлĕх воспитанийĕ парас енĕпе хатĕрленĕ программăна сĕнтĕм. Çĕнĕ Пăвари садик çывăхĕнче — часавай, пирĕн ялта чиркÿ, часавай, Курнавăш чиркĕвĕ çумĕнче вырсарни шкулĕ пур. Хамăн класс ачисемпе Хĕреслĕ çулсене хутшăнатпăр. Ачасем чиркĕве çÿреççĕ. Дивеевăран пĕр кĕтмен çĕртен йыхрав килчĕ. Пуш уйăхĕнче Раççейри ытти педагогпа пĕрле Сароври Серафим мăнастирĕнчи конференцие хутшăнтăм. Мĕн тери ырăлăх унта! «Çитес çул татах хутшăнатăп», — пĕтĕмлетрĕм конкурсран таврăнсан.
Кăçал «Ачасене вырăс писателĕсен произведенийĕсем тăрăх ППЭ тытма хатĕрлесси» программăна тăратрăм. Каллех учительсен конференцине чĕнчĕç. Вĕрентекенсене унта çав тери ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Дивеевăра вырăнĕ те, сывлăшĕ те ырă, сипетлĕ. Вăй-хăват, хавхалану пухса, хăпартланса таврăнтăм. Лауреат ятне илнисем вара Иерусалима çитсе курĕç», — калаçăва сыпăнтарчĕ Леонилла Ярославовна. Ăна уроксем ирттерни кăна тивĕçтермест. Вăл районта йĕркелекен «Çулталăк учителĕ», «Чи лайăх класс ертÿçи» конкурссене çулсеренех хутшăнса малти вырăнсене йышăнать.

«Ятăм ачасен чăтăмлăхĕпе тÿсĕмлĕхне тĕрĕслет»

— Леонилла Ярославовна, сирĕн ят интереслĕ…
— Манăн аттен йăмăкĕ те Леонилла ятлă. Аннене качча тухсан ку ят çав тери кăмăла килнĕ. Мана та çав ята хунă. Аттен йăмăкĕ çуралсан асатте ял Канашне ят çыр-тарма кайнă. «Çĕнĕ кайăка» Лена ят парасшăн пулнă. «Мĕншĕн эсир ачăрсене пурте пĕрешкел ят хуратăр? Сăмахран, Леонилла, мĕнле илемлĕ ят», — хирĕçленĕ администрацире. Çак ята ахальтен суйламан. Вăл кăрлачăн 29-мĕшĕнче çуралнă, нарăсăн 1-мĕшĕнче вара Леониллăн Пирĕшти кунĕ. Халĕ эпир Курнавăш ял тăрăхĕнче Леониллăсем виççĕн. Чи кăсăкли тата акă мĕн: пурин те упăшкисем Алексей ятлă.
— Ятăр хăвăр кăмăла килет-и?
— Килĕшет, ăна урăх ятпа пăтраштараймăн. Тата ятăм ачасен чăтăмлăхĕпе тÿсĕмлĕхне тĕрĕслет. Вĕсем малтанах манăн ята тĕрĕс каласчĕ тесе асапланаççĕ, чĕлхене хуçаççĕ, кайран майĕпен хăнăхаççĕ.
Калăр-ха, ачасене тĕн воспитанийĕ панипе ашшĕ-амăшĕ кăмăлсăр мар-и?
— Çук, вĕсем хирĕç мар. Ашшĕ-амăшĕ те, учительсем те пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ. Пирĕн Курнавăшпа Турхан чиркĕвĕсен пачăшки Анатолий атте те çам-рăк ăрăва воспитани парас ĕçе хастар хутшăнать. Чиркÿ праçникĕсем умĕн ачасемпе пĕрле Турă çуртне çуса тасатма пулăшатпăр. Класра чиркÿ календарĕ те пур. Унпа килĕшÿллĕн кашни кун мĕнпе палăрнине пăхса тухатпăр, çветтуйсен пурнăçĕпе кăсăкланатпăр. Аслă классене çитнĕ тĕле вĕренекенсем пурин çинчен те пĕлсе çитеççĕ. «Паян мĕнле уяв пулнине манман-и?» — теççĕ вара шкула çитсен.
Хуларан яла пурăнма куçса килни паттăрлăхпах танлашать. Çак утăма тунишĕн халĕ ÿкĕнместĕр-и?
— Çук, пĕрре те кулянмастăп. Кунта çынсем сĕре ырă кăмăллă, ăш пиллĕ, пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр. Турхан — пĕчĕк ял, 48 кил кăна. Пĕр çемьери пек туслă пурăнатпăр. Калăпăр, Турхантан кÿршĕ яла каçмалли кĕпере хăтламаллаччĕ. Пурте кар тăрса тухрĕç те çийĕнчех турĕç. Мăшăрăмпа 20 çула яхăн пурăнатпăр. Хĕрпе каччă пек çÿренĕ чухнех вăл яла пурăнма каймалли пирки каланăччĕ. Мĕншĕн тесен вăл çемьере кĕçĕнни, унăн ашшĕпе амăшне пăхмалла. Эпир ялта тымар янă. Шкул кăмăла килет, ачасем лайăх. Мана кунта пурăнма килĕшет. Ачасем ÿснине сăнама кăмăллатăп. Хуларипе танлаштарсан ялта питĕ ирĕклĕ. «Ялта малашлăх çук», — теççĕ тăтăшах. Пуласлăх тени хулара тăк, ялта эпир халĕ пурăнатпăр. Ял илемĕпе киленетпĕр. Мĕн тери ĕлккенлĕх халĕ кунта: çĕмĕрт çеçкере, шăпчăксем юрлаççĕ… Мăшăрăмпа икĕ хĕрпе икĕ ывăл ÿстеретпĕр. Выльăх-чĕрлĕх, пыл хурчĕ тытатпăр. «Ялтисем пĕр ĕне кăна тытаççĕ, эсĕ вара, хула майри, мана иккĕ усраттаратăн», — шÿтлекелет хушăран мăшăрăм. Ялта пурăнма халĕ условисем пур. Супермаркетсем ялтан 15 çухрăмра çеç. Машинăна лар та вĕçтер. Физкультурăпа сиплев комплексĕнче ишме, тренажер залĕнче сывлăха çирĕплетме пулать. Шкула волейболла выляма çÿремешкĕн май пур. Вăхăт тата чун туртăмĕ кăна пултăр. Хăшĕсем ялта ĕç çук теççĕ — вăл яланах пур. Кăмăл пулсан ăна тупма пулать. Çамрăксем пирĕн патра, ытти тăрăхрипе танлаштарсан, ытларах юлаççĕ. Елчĕкре, вырăнти хуçалăхсенче ĕçлеççĕ.
Турра ĕненме, тĕн йăлине пăхăнма, манăн шухăшпа, ача чухнех хăнăхтармалла…
— Паллах, Турра ĕненмесĕр мĕнле пурăнăн? Ача чухне каникулта Курнавăша килсен асанне пире чиркĕве ертсе каятчĕ. Чиркÿ праçникĕсене йăлт пĕлсе тăраттă-мăр. Кайран, аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра, хĕр туссемпе Шупашкарти Введени соборне çÿреттĕмĕр. Халĕ чиркĕве каймасан тем çитмен пек туйăнать. Хамăр ачасен Турра ĕненесси юнрах пуль. Асламăшĕ те мăнукĕсене нумай вĕрентет. Турра ĕненсен вĕсене пурăнма çăмăлрах пулать. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.