Çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать

29 Мая, 2018

«Раççей чукун çулĕсем» обществăн куравпа лекци комплексĕ ĕнер Шупашкар станцийĕнче чарăннă.

Раççейри тата ют çĕршывсенчи компанисем хăйсен инноваци проекчĕсене кăтартакан куçса çÿрекен куравпа лекци комплексĕ 2011 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче уçăлнă. Экспозици предприятин инноваци продукцийĕн рынокĕн чукун çул транспорчĕ, нанотехнологи, энергетика, ытти енĕпе ĕçлекен компанийĕсемпе пĕрле туса хатĕрленĕ çĕнĕ йышши техникăпа тата технологисемпе паллаштарать.

Комплекс Чулхула магистралĕн станцийĕсенче çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕччен ĕçлĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.