Акатуй, Акатуй Кĕр кĕрлерĕ çурхи туй

2 Июн, 2018

Хĕрÿ тапхăр - ака-суха вĕçленнĕ хыççăн ĕçпе юрă тата спорт уявĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал республикăра Акатуй уявне Канашсем уçрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ытти яваплă çынсем Канаш районĕнче йĕркеленĕ ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче пулса курчĕç.
- Канашсем маттур, уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлесе Акатуй уявне пĕрремĕш уçрăр, - терĕ Михаил Игнатьев уява пуçтарăннисене саламланă май. Республика ертÿçи, хăнасем хуçалăхсен уй-хирĕн мăнаçлă карапĕсемпе - техникипе, районăн аталану çул-йĕрĕпе паллашрĕç. Халăх ăстисен, сăн ÿкерчĕксен куравĕсене çитсе курчĕç. Ял тăрăхĕсен ,,Ял картишĕсем'' курав-экспозицийĕ те нумайăшне тыткăнларĕ. Хăнасене халăх пултарулăхĕн коллективĕсем  илемлĕ ташши-юррипе кĕтсе  илчĕç. Алă ăстисем ăсталăх класĕсем пачĕç. Кăмăл тăвакансем наци апат-çимĕçне тутанса пăхрĕç.
Ача-пăча, яш-кĕрĕм валли  те пуян программа хатĕрленĕ.  Вĕт-шакăра асамлă юмахри сăнарсем  тунсăхлама памарĕç. Çамрăксем КВНра пултарулăхне тĕрĕслерĕç.
Уява Канаш районĕнчи ачасен тата культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕсем уçрĕç. Хĕрÿ тапхăр вĕçленнĕ май çураки, экономика ăмăртăвĕн кăтăртăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Ĕçре  палăрнисене, малта пыракан предприяти-организацисене, фермер, хушма хуçалăхсене наградăсем парса чысларĕç.
Акатуй юрă-ташăсăр, спорт ăмăртăвĕсĕр иртмест паллах. Вĕсем те вун-вун çынна пуçтарчĕç. Хаваслă юрă-кĕвĕ, савăк кулă уçланкăран татăлма пĕлмерĕ.

Рубрика: 

Комментировать