Çамрăксем форумра çĕннине нумай вĕренеççĕ

8 Июн, 2018

Камера умĕнче хамăра мĕнле тытмалла? Кулас килнине тÿрĕ эфирта епле ирттерсе ямалла? Çынсем сана ĕненччĕр тесен мĕнлерех калаçмалла? Шăпах çак тата ытти самант вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă Раççей журналисчĕ, Пĕрремĕш канал телеертÿçи Максим Шарафутдинов регионсен аталанăвĕн çамрăксен «МолГород» форумĕнче ирттернĕ ăсталăх класĕнче.

«Эпĕ ку форума кăçалхипе 2-мĕш хут килтĕм. Ăсталăх класне 400 çамрăк хутшăнчĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ ун чухлĕн килеççĕ тесе шутламанччĕ. Пурте мĕн вĕçленичченех, 2 сехет таранах, итлерĕç, пĕри те пăрахса каймарĕ. Туятăп, çамрăксен форумне манăн тепĕр çул татах килмелле», — терĕ Максим Шарафутдинов паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «МолГород» форумăн эксперчĕсемпе ирттернĕ тĕлпулура.

Ку мероприятие çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесовпа Ольга Павлова, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов, форум эксперчĕсем — Пĕрремĕш канал продюсерĕ Евгения Королева, Раççей театрпа кино артисчĕ Александр Носик, Максим Шарафутдинов — хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев регионсен аталанăвĕн «МолГород» форумĕнче хĕрсемпе каччăсем çĕннипе кăсăклине нумай пĕлнине, тавра курăмне анлăлатнине тата çĕнĕ юлташсем тупнине пĕлтерчĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев — çамрăксене хăйсене туллин кăтартмашкăн тата ĕмĕт-шухăшне пурнăçа кĕртмешкĕн тивĕçлĕ условисем туса хурасси», — палăртрĕ вăл. Александр Иванов «МолГород» форум кăçалхипе вуннăмĕш хут иртнине, унта хутшăнакан çамрăксен пысăк пайĕ асăннă мероприятире малтан та пулса курнине каларĕ.

Регион Пуçлăхĕ сĕннипе сумлă хăнасем «МолГород» пирки хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. Акă Ольга Павлова форума хутшăнакансемпе спорт аталанăвне сÿтсе явнă: вăл çăмăл атлетика енĕпе Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ-çке, федерацин «Ача-пăча спорчĕ» проекчĕн Тутарстанри координаторĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ тĕлпулура хăй çамрăк чухне Шупашкарта тренировкăсенче пулнине аса илчĕ. Александр Носик «МолГородри» хастар çамрăксемпе тĕл пулса ĕлкĕреймен-ха, çавăнпа вăл меллĕ самантпа усă курса Шупашкара курса çÿренине, кунта питĕ уçă çынсем пурăннине палăртрĕ. «Чи кирли — форума хутшăнакан çамрăксем пирĕнтен, экспертсенчен, мĕн те пулин усăллине вĕренсе юлччăр», — пĕтĕмлетрĕ вăл.

 

Рубрика: 

Комментировать