Иккĕмĕш ывăл

9 Июн, 2018

Евдоким Захарович пурнăçран уйрăлса кайнăранпа çур ĕмĕр те иртрĕ. Кураккасси хĕрĕпе Мария Григорьевнăпа 4 ывăлпа 2 хĕрне пурнăç парнеленĕ вĕсем. Тĕлĕнмелле те, ывăлĕсен ячĕсем — «в», хĕрĕсен «а» сас паллирен пуçланаççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнать Евдоким. Çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ çăлтăр орденĕпе наградăлаççĕ ăна. «Кенигсберг хулине ирĕке кăларнăшăн» тата ытти медаль те унăн кăкăрĕ çинче илемлĕн курăнатчĕç. Йывăр аманса таврăннине, сывлăхĕ хавшанине пăхмасăр платникре ĕçлерĕ Евдоким Захарович. Килĕнче вара аллинчен пĕкĕ çавăрмалли станокпа йĕке çĕççи алăран кайман.
Çемьери иккĕмĕш ывăл Ванюк 1946 çулта çуралнă. Ача чухнех бригада ĕçне хутшăннă вăл, вăтам пĕлÿ те каçхи шкулта илнĕ. Вăл салтакран таврăнсан, 1968 çулта, эпир унпа Горький облаçĕнче тыр-пул пухса тирпейленĕ çĕрте уйăх ытла пĕрле ĕçлерĕмĕр. Анчах мана Вăрнар районĕнчи пĕр шкулта тăрăшнă май отпускран чĕнсе илчĕç. Ванюк кайран шофера вĕренсе тухрĕ. Тавăтри хуçалăхра йывăр тиевлĕ тĕрлĕ машинăпа 20 çул ытла ĕçлерĕ.
Каярах бригадирта, çăм таптармалли машина ăстинче тимлерĕ. Леçник тивĕçне пурнăçланă май картунта та пурăнчĕ. Симĕс карттусĕпе пиншакĕ халĕ те упранаççĕ.  Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.