Мĕн пур фильма курма май çук

23 Мая, 2014

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери VII кинофестиваль уçăлчĕ. Вăл ыран хупăнĕ. Унăн президенчĕ яланхиллех - Раççей халăх артисчĕ, «Мосфильм» киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров. Ултă çулта тĕрлĕ вăхăтра фестиваль хăнисем Эльдар Рязанов, Ирина Муравьева, Лидия Федосеева-Шукшина, Михаил Ефремов, Ирина Скобцева-Бондарчук, Дмитрий Астрахан, Борис Грачевский, Алексей Герман-кĕçĕнни, Юрий Грымов, Сергей Фетисов, Никита Высоцкий, Алексей Нилов, Семен Фурман, Григорий Гладков, Елизавета Боярская, Дмитрий Харатьян тата ытти актерпа режиссер пулчĕç. Кăçал куракансем Александр Панкратов-Черный, Инна Чурикова, Глеб Панфилов актерсене тата ытти киноçăлтăра ыйту пама та пултарчĕç. Çак вăхăтра Шупашкарта Раççей, Казахстан, Эстони, Грузи, Азербайджан, Беларуç, Серби, Аслă Британи, Франци, Болгари, Финлянди, Инди, АПШ кино индустрийĕн ĕçченĕсем пулни - пысăк çитĕнÿ. Кăçалхи фестиваль программине 70 яхăн мероприятипе акцие кĕртнĕ. Кинокăтартусем, пултарулăх тĕл пулăвĕсем, «çавра сĕтелсем», пресс-конференцисем нумайăшне илĕртрĕç. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.