Азпа Букине пĕлекенсем

14 Июн, 2018

28-мĕш ача садне çÿрекенсем «Азпа Букине пĕлекенсен аллинче — кĕнеке» славян çырулăхĕн уявне хутшăнчĕç. Вырăс алфавичĕ мĕнле пуçланнине, çутта кăларакансен ячĕсене шăпăрлансем «Тантăш» культура керменĕнче пулнă май пĕлчĕç.
«Арлекин» театр студине çÿрекенсем уяв историйĕпе паллаштарчĕç — «Кирилпа Мефодий çинчен калани» этюд кăтартрĕç. Ачасем «Петрушка шÿчĕсем» вăййа, «Азбукăна шырани» квеста хутшăнчĕç. Çырури паллăсен тупсăмне шырама вĕренчĕç. Юмахсенче пĕр-пĕрне тĕрлĕ мелпе хыпар пĕлтерекен сăнарсене аса илчĕç.
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.