Тухтăрсене «юратманни» мĕн патне илсе çитерет?

16 Июн, 2018

Арçынсем хăйсен сывлăхĕ çинчен уççăн калаçма юратмаççĕ. Пĕр-пĕр чир канăç памасть тĕк ăна шăппăн кăна чăтса ирттерме хăтланакан сахал мар вĕсен йышĕнче. Чир-чĕр шăнса пăсăлнипе, вар-хырăм ыратнипе çыхăннă чухне тухтăр патне васкаман арçын ар органĕсене пырса тивекен амак çинчен медицина специалистне уççăн каласа парасса кĕтни те — кăлăхах. Çапла тухтăрсене «юратманнине» пулах арçын сывлăхĕшĕн хăрушлăх сиксе тухма пултарать. Уншăн хăйĕншĕн кăна-и, тĕрлĕ амак унăн мăшăрĕн организмне те сиен кÿме пултарнине пытармăпăр. Çапла пĕр çын сывлăхĕн ыйтăвĕ çемье шайнех хăпарать. Çемье шар курни вара — тата çÿлерех картлашкана.
Арçынсен сывлăхĕн ыйтăвне çĕршыв шайне çĕклесси медицина хутлăхĕнче ĕçлекен хăш-пĕр специалистăн ĕç-хĕлне халăха кăтартассипе пачах çыхăнман. Пурнăçри лару-тăру — статистика арçынсем хĕрарăмсенчен сахалрах пурăннине çирĕплетни, ача çуралайман çемьесен çурринче пепке арçын «айăпĕпе» тĕвĕленейменни — этемлĕхĕн вăйлă çуррин сывлăхне тарăннăн, патшалăх программи йĕркелесех, тĕпчеме хистет. Çивĕч ыйтупа кăçалтан Чăваш Енре те çине тăрса ĕçлеме тытăнасшăн.
Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарти Президент перинаталь центрĕнче арçынсен репродукци сывлăхне тата çын пурнăçне тăсас ыйтупа черетлĕ уçă лекци иртрĕ. «Сывлăх университечĕ» ятпа йĕркеленĕскере Чăваш Ен сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов, унăн заместителĕ Алексей Кизилов, Чăваш Ен Хĕрарăмсен союзĕн пуçлăхĕ Алевтина Федорова, Ашшĕсен канашĕн ертÿçи Алексей Мурыгин хутшăнчĕç. Мускавран сумлă хăнасем — Раççей Сывлăх сыхлав министерствин репродуктивлă сывлăх енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Олег Аполихин тата Н.Лопаткин ячĕллĕ ăслăлăх-тĕпчев институчĕн пай ертÿçи Игорь Шадеркин — килсе çитрĕç.
— Паянхи кун тĕлне эпир хускатакан ыйту чăннипех çивĕчленсе çитнине ĕнентерекен тĕслĕх питĕ нумай. Раççейре арçынсем хĕрарăмсенчен вăтамран 13,4 çул сахалрах пурăнаççĕ. Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха? Пуçласа чирлекенсен диагнозĕсене тишкерсен хальхи вăхăтра ар органĕсен амакĕсемпе аптăракансем — виççĕмĕш вырăнта. Шала кайнă простатит кăна, тĕслĕхрен, Раççейри вăй питти арçынсен 40 процентне канăçсăрлантарать. Çавна май республикăра арçынсен чирĕсене тупса палăртас, вĕсене сиплес, профилактика ĕçне йĕркелес тĕлĕшпе çине тăратпăр, — терĕ лекци пуçламăшĕнче Владимир Викторов «пăр вырăнтан тапраннине» çирĕплетсе.
Çие юлманнипе аптăракан çемье нумай-и пирĕн республикăра? Вĕсене пулăшас тĕллевпе хальхи йышши мĕнле технологисемпе усă кураççĕ? Çакăн çинчен Президент перинаталь центрĕн тĕп тухтăрĕ Сергей Милаев уçăмлăн каласа кăтартрĕ. Сергей Геннадьевич çирĕплетнĕ тăрăх — ача çуратма хатĕр мăшăрсен 15 процентне /медицина пулăшăвĕ кĕтекенсен йышне кăна шута илнĕ/ çие юлманни канăçсăрлантарать. Чăн та, медицина паха технологийĕсемпе усă курни хăш-пĕр çавнашкал çемьене телей кÿме пулăшать.
Çие юлманнин, репродуктивлăх ыйтăвĕсемпе медицина хутлăхĕ хăй тĕллĕн кăна кĕрешни — тинĕсри тумлам шайĕнче. Перинаталь центрĕсем çĕршывĕпе темĕн чухлĕ уçса тултарсан та, социаллă хутлăха улшăнусем кĕртмесен, лару-тăрăва лайăхлатма çук. Демографи ыйтăвĕн çивĕчлĕхне сирес тесен тарăна кайнă чылай тÿнтерлĕхе сирме тăрăшмалла. Çак шухăша палăртнинчен пуçларĕ хăйĕн калаçăвне çĕршыв тĕп хулинчен килсе çитнĕ сумлă профессор Олег Аполихин.
— Чи кирли — медицина технологийĕсене лайăхлатасси, паха эмелсем шухăшласа кăларасси мар, чире çывăха ямасăр пурăнма хăнăхасси. Халăха хăйĕн сывлăхне упрама вĕрентмелле. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан арçын яланах ырри патне, çитĕнÿ тума ăнтăлать. Чир ерессин — хăйĕн çул-йĕрĕ. Ытларах чухне вăл лÿппер, кун йĕркине пăхăнман çынна çулăхать. Алкогольпе туслашма е сенлĕ ытти йăлапа çывăхланма ĕлкĕр кăна — тĕрлĕ «çăпан» туххăмрах аталанма тытăнĕ. Ун пеккисен юн пусăмĕ йĕркерен тухасса, холестерин шайĕ ÿсессе кĕтсех тăр. «Сăра кăна ĕçетĕп-ха», — тесе лăпланма пăхаканшăн та çăлăнăç çук: кĕлетке йывăрăшĕ туххăмрах ÿсме тытăнĕ. Ку вара каллех чир-чĕр пуçланасса систерет. Лавккара сутакан хатĕр çимĕçе /фастфуд/ ăша ярсан тата?.. Пирĕн ума тухса тăракан çавнашкал арçыннăн репродуктивлă сывлăхĕ çинчен ĕмĕтленмелли кăна юлать. Акă мĕншĕн медицина паха пулăшăвĕнчен ытла пурнăçа тĕрĕс йĕркелемелли çинче пусăм туни пĕлтерĕшлĕрех, — медицина ăслăлăхĕсен докторĕ ансат чĕлхепе витĕмлĕ калама пултарчĕ.
Тухтăр шухăшĕпе килĕшмеллех: ХХI ĕмĕрте мăшăрлану, çемье хаклăхĕсен тĕлĕшпе çамрăксен шухăшлавĕ-курăмĕ 30-50 çул каяллахинчен урăхларах. Ар хутшăнăвне хĕрсем те, йĕкĕтсем те ытла ир кĕнин — хăйĕн сиенĕ. Çемье çавăрас, ача çуратма хатĕрленес вăхăт çитиччен /çĕршыври статистика тăрăх, вăтамран хĕрсем 26 çулта, качăсем 28 çулта мăшăрланаççĕ/ мăшăрсенчен кашнин ар органĕсенче тĕрлĕ чир аталанас хăрушлăх пысăкки куç кĕрет.
— Çапла майпа ача амăшĕ пулма «пиçсе çитнĕ» тĕле чылай çамрăк хĕрарăмăн организмĕнче — вирус пуххи. Вĕсем вара пепкене тĕрĕс-тĕкел аталанма чăрмантараççĕ. Ача çуратма хатĕр хĕрарăмăн сывлăхне тĕплĕн тĕпчесси йăлана кĕнĕ-ха — аван, анчах чир-чĕр çăл куçĕ арçынра та пулма пултарать-çке: вĕсем вара чылай чухне диагностика айккинче тăрса юлаççĕ. Малашне те хăнăхнă çакнашкал йăларан хăпмасăр пурăнсан, арçын сывлăхĕ çине алă сулсан Раççей, мĕнпур типĕ çĕрĕн 6-мĕш пайне йышăнакан çĕршыв, демографи лару-тăрăвĕпе тĕнчере 10-мĕш вырăна анса ларма пултарать, — сисчĕвлентерекен чăнлăха куç умне кăларчĕ паллă тухтăр.
Обществăра сывă граждансем ытларах пулччăр тесе тăрăшасси — патшалăх тĕрлĕ тытăмĕн пĕрлехи ĕçĕ. Вĕрентÿ, сывлăх сыхлав, спорт, юстици... хутлăхĕсем «Репродуктивлă сывлăха сыхласси тата çынсен хастар пурнăçне вăрăмлатасси» программăна пуçаруллă хутшăнасса шанать асăннă ыйтупа чылай çул ĕçлекен Олег Аполихин. Проект пирĕн республикăра ăнăçлă пурнăçланасса кĕтекенскер хăш-пĕр регионра пама пуçланă «Çамрăк мăшăр сертификатне» хута ямашкăн сĕнет. ЗАГСра пĕрлешекенсене мăшăрлану свидетельствипе пĕрле тыттаракан çакнашкал документпа килĕшÿллĕн çамрăксем Çемье планламалли центрта сывлăхне пур енлĕн тĕрĕслеме пултараççĕ.
Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Мускавран килнĕ сумлă хăна çапла палăртрĕ:
— Хĕрарăмсем! Арçынсен сывлăхĕ, темĕнле пулсан та — сирĕн алăра. Эсир кăна вĕсене телей патне тĕрĕс çул кăтартма, ÿкĕте кĕртме пултаратăр. Кирлех пулсан — сыватмăша çавăтса кайма та. Çемье управçиcем — эсир. Сирĕнте — пысăк шанчăк.
Пултаруллă оратор Татьяна Овсиенко хĕрарăм телейĕ çинчен шăрантаракан юрăри сăмахсене аса илсен уçă лекцие пухăннисем тăвăллăн алă çупса ячĕç. Çакă профессор доклачĕ кашнин чунĕ патне çитнине палăртрĕ ахăр.
Ирина ИВАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.