Хырай ,нелсен çĕнĕ клуб пулĕ

19 Июн, 2018

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕн пĕрремĕш кирпĕчне хывнă.
Мероприятие ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, Комсомольски райадминистраци пуçлăхĕ Александр Осипов хутшăннă. Çак пулăма ял халăхĕ чылай çул кĕтнĕ. Хырай Ĕнелсем республика ертÿлĕхне хальхи йышши культура учрежденийĕ тума пулăшнăшăн чĕререн тав тунă. 150 вырăнлă культура керменĕ хăйĕн алăкне кăçалхи кĕркунне уçĕ. Асăннă об˜екта тума 16 миллион тенкĕ ытла тăкаклĕç: 14 миллион тенкĕ ытларах — республика, 2 миллион тенке яхăн вырăнти бюджетсенчен уйăрĕç. Хырай Ĕнелти клуб çулталăк пуçланнăранпа республикăра тума тытăннă 5 клубран пĕри шутланать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.