Купсасен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашар-и?

19 Июн, 2018

Çак кунсенче Чăваш наци музейĕн курав центрĕнче «Чăваш тата Мари тăрăхĕсенчи XIX-XX ĕмĕр пуçламăшĕсенчи купсасемпе усламçăсем» выставка уçăлнă.
Вăл Шупашкарти, Етĕрнери, Çĕрпÿри, Сĕнтĕрвăрринчи, Улатăрти, Куславккари, çавăн пекех Чикмери /Козьмодемьянск/ купсасен, мещенсен суту-илÿпе промышленноç, общество тата ыр кăмăллăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать. Экспозицире — Чикмери культурăпа истори музей комплексĕн, Шупашкарти музейпе туризм центрĕн, Улатăрти тавра пĕлÿ музейĕн Шупашкарти купсасемпе мещенсен тата дворянсен тăванĕсем панă хăйне евĕр япаласем. Кунтах купсасем тытнă лавккапа паллашма пулать. Çавăн пекех Етĕрнери пĕртăван Таланцевсен килти библиотекинчи кĕнекесем те пур. Сăмах май, вĕсем Чăваш наци библиотекин сайра тĕл пулакан кĕнеке центрĕнче упранаççĕ. Выставкăна «Çĕршыв ачисем — тивĕçлĕ ăру» фонд пулăшăвĕпе йĕркеленĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.