«Юратнă ĕç нихăçан та ывăнтармасть»

27 Июн, 2018

Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче пурăнакан Алексей Арсентьевичпа Регина Александровна Павловсемпе паллашсан «Çÿпçи май хупăлчи» каларăш шăпах вĕсем çинчен пынăн туйăнчĕ. Пĕр-пĕрне куçран пăхсах лайăх ăнланакан мăшăр, хăйсем темиçе çул каяллах тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнине пăхмасăрах, турат çине ларса канма пĕлмен шăнкăрчсем евĕр пĕтĕм ĕçе чупса тенĕ пек пурнăçлаççĕ.
Тĕл пулмасăр пултарайман
Пĕр-пĕр кăсăк шăпа çинчен калаçма тытăнсан чăнласах çапла пулса тухнă пулăм пирки «ятарласа шухăшласа кăлараймăн» тетпĕр. 2012 çулта хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ Алексей Арсентьевич Элĕк районĕнчи Шор-Пусай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăтам шкул хыççăн аслă пĕлÿ илнĕ. Шăпа ăна тĕрлĕ производствăна илсе çитернĕ. Пĕр вăхăт трактор тăвакансен заводĕнче те тăрăшма тивнĕ унăн. 1982 çулта Шупашкар районĕнчи «Искра» колхозра инженер-строительте ĕçлеме тытăннă. Çак хуçалăха кĕрекен Шуркасси хĕрĕ Регина ферма заведующийĕнче вăй хунă.
— Эсир тĕрлĕ районтан. Çавах шăпа тĕл пултарнă сире, — тетĕп.
— Пĕр хуçалăхра ĕçленĕрен пухусенче, ытти чухне те тĕл пулмасăр пултарайман эпир. Пĕрре курнă та килĕштернĕ. Çавă çеç, — кĕскен пĕлтерчĕ хăйсем мĕнле паллашнине кил хуçи. — Колхоз пире пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерчĕ. Эпир ăна хамăра кирлĕ пек анлăлатрăмăр. Мунча, гараж, нÿхреп, ыттине те хамăр вăйпа хута ятăмăр. Тăвансем, атте те пулăшрĕç паллах. Атте Арсентий Павлович çирĕп çынччĕ. 102 çул та виçĕ уйăх пурăнчĕ. Çитмĕле çитиччен мăшăр пекех ферма заведующийĕ пулчĕ. Мĕн пĕчĕкрен выльăх пăхса çитĕннĕрен халĕ те вĕсемсĕр пурăнаймастпăр. Хуçалăхра 120 сурăх, 18 ĕне выльăх, чăх-чĕппе хур-кăвакал картиш туллиех. Ывăлăм Марс Алексеевич та ял хуçалăх производствине аталантарассишĕн тăрăшать. Тăван районти пĕр хуçалăхăн тĕп ветврачĕ. Кин те Ксения Александровна выльăх тухтăрĕ. Пĕрлех ĕçлеççĕ.
Кахал çыннăн ĕмĕрĕ кĕске
Хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçне ир-каç ывăлĕпе кинĕ те хутшăнаççĕ. Урлă выртана тăрăх çавăрмалли тупăнсах тăрать. Ашшĕне кура Алексей Арсентьевич хăйне салтак пекех ырă-сывă туять, спортпа туслă. Алă вăйĕ виçмелле-и, кĕрешмелле-и е пĕр-пĕр дистанцие чупса тухмалла — кирек кампа та тупăшма пултарать. Ывăлĕ те çирĕп вăй-халлă. Армрестлингпа ăна вăл çеç çĕнтерме пултарнă. Мăшăрĕ те питĕ вашават. Ирхине виççĕре тăрса выльăх патне тухать. Çавăнпа Алексей Арсентьевич хăюллăнах: «Пирĕн — спорт çемйи. Вăл хуçалăха ÿсĕмлĕ аталантарма пулăшать те», — тет. Урам тăрăх каллĕ-маллĕ хутлакансене чăтма пултараймасть.
— Çыннăн яланах ĕçлемелле, çав вăхăтрах ыран е тепĕр кун мĕн тумалли çинчен те шухăшламалла. Кахал çыннăн вара ĕмĕрĕ кĕске, — çирĕп сывлăх вăрттăнлăхне уçма тытăнчĕ фермер. — Эпĕ ĕçлесе канатăп çеç. Çитмĕле çывхаратăп тесе алă усса ларас килмест. Юратнă ĕç нихăçан та ывăнтармасть. Кахалăн вара нимĕн те тăвас килмест. Ăнăçу тăвакансене кĕвĕçет вăл, вĕчĕрхенет, юратмасть. Мĕншĕн тесен хăй ялан алă усса çÿренĕрен унăн нимĕн те пулмасть, шăрчăкланнăран алли çыхланать. Ÿркев ÿкерет тенипе килĕшмесĕр май çук.
Павловсен йăхĕнче кахалсем пулман. Арсентий Павлович акă мĕншĕн 100 çул ытла пурăннă! Ывăлĕ ватла киле тивĕçлĕ кану çулне çитнине пăхмасăрах ХФХне йĕркеленĕ. Йăлтах хăйне тата кил-йышне шанса.
Кăмăл ăшшине пурте туяççĕ
Алексей Павлов ларса сăмахличчен малтан хуçалăхĕпе тĕплĕ паллаштарчĕ. Картишĕнчи мĕн пур выльăхĕ, чăх-чĕппе хур-кăвакалĕ те, юлашкинчен йыттипе кушакĕ те вăл çывхарнине курсанах ун патне ачашланма туртăнаççĕ. «Ан чăрмантарăр-ха, Шупашкартан хăнасем килнине туймастăр-им?» — тесен те хăпмаççĕ хуçа çумĕнчен. Хăйсене лайăх пăхнăран юратаççĕ ăна. Çавăнпа сĕтне те тулăх антараççĕ, самăртас тĕллевпе хупнисем ÿт лайăх хушаççĕ.
Фермер харпăрлăха куçарнă 15 гектар çĕр çинче тулă, урпа, сĕлĕ туса илет. Органикăна сая ямасть, хире кăларать. Технологие çирĕп пăхăнать, пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелет. Çĕрпе тухăçлă усă курнăран тĕш тырă çулленех кĕтнĕ тухăçпа савăнтарать. Пĕлтĕр сĕлĕ кашни гектартан вăтамран 30 центнер тухнине пĕлтерчĕ. Тырă та, нумай çул ÿсекен курăк та — йăлтах выльăх валли. Ытах çитмесен туянма пултарать.
— Малашлăх тĕллевĕ пурах-тăр? — ыйтрăм уйрăлас умĕн.
— Унсăрăн епле-ха, — тĕлĕннĕ пек пулчĕ ырă та ăшă кăмăллă Алексей Павлов. — Пурнăç илемне туйса малашне те тăрăшса ĕçлес килет. Тăван çĕр, савнă ен ытамĕнчен уйрăлас килмест.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.