Сумлă ентеше асăнса

4 Июл, 2018

Ĕнер, утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев космонавт летчик пурнăçран уйрăлса кайнăранпа 14 çул çитрĕ.
Çулсеренех çак кун сумлă ентеше асăнса Шуршăлти Космонавтикăн астăвăм комплексĕнче митинг иртет. Кăçал та унта чылай çын хутшăнчĕ. Вырăнти фольклор ушкăнĕ Андриян Григорьевичăн юратнă юррисене шăрантарчĕ. Çак кунах сумлă ентешĕн тăван ялĕнче «Спорт тата космос» курав йĕркелерĕç. Космонавтикăн астăвăм комплексĕнче Андриян Николаев çинчен ÿкернĕ кинофильмсене кăтартрĕç. Хальхинче çĕнĕлĕх те пулчĕ: комплекс сад-паркĕнче фонтан ĕçлеме пуçларĕ. Çавăн пекех куçса çÿрекен планетари те уçăлчĕ.
Çак кун ентеше асăнса республикăри вĕрентÿпе культура учрежденийĕсенче те тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Космонавтăн Шупашкарти па

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.