Йăмăкне канфет çиме «вĕрентнĕ»

12 Июл, 2018

Вун-вун Тав хутне, диплом-грамотăна тивĕçнĕ, юратнă тăван халăха чĕрĕ сасăпа нумай юрă парнеленĕ, чылай клип авторĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, чăваш эстрада артисчĕ Владимир Леонтьев ача чухне шухă пулнă тесе калаймăн. Красноармейски районĕнчи Карай ялĕнче кун çути курнăскер пĕррехинче вара ашшĕнчен «пиçиххи» те тутаннă…

Çемьере 6 ача ÿсрĕмĕр. Анне Роза Ивановна шкулта тирпейлÿçĕре ĕçлетчĕ, атте Виталий Леонтьевич — колхозра. Тăватă ывăлпа икĕ хĕртен эпĕ чи асличчĕ. Мана пĕчĕк чухне аттен йăмăкĕ Раис аппа пăхнă. Пĕррехинче эпĕ кăмака çине хăпарса кайнă. Унта пĕчĕк витрепе кăмакана шуратмалли шывра ислентернĕ пурă ларнă. Эпĕ ăна хам çине тăкса янă та… атте-анне килнĕ вăхăта шап-шурă упа пек пулса тăнă. Атте Раис аппана мана асăрхаса ĕлкĕрейменшĕн ятланине ас тăватăп. Вăл вăрçнине уямасăрах ман çине пăхса куллине аран тытса чарать.

Ялти машина-трактор паркне юлташсемпе сăра-эрех кĕленчи пуçтарма çÿреттĕмĕр. Унта нумайччĕ вăл. Ăна çуса тасататтăмăр. Паркран пĕве урлă хамăр ăсталанă кимĕпе каçса тÿрех лавккана васкаттăмăр. Сутуçă катăксене тупса хăш-пĕр кĕленчине тавăрса паратчĕ. Лайăххисемшĕн сутма вăхăчĕ иртнĕ канфет-печени тыттарса яратчĕ. Килограмĕ 1 тенкĕ тăракан хутсăр çаврака канфет пурччĕ лавккара. Ирĕлсе пĕр-пĕрин çумне çыпăçса пĕтнĕччĕ вăл. Ытларах чухне пире çав лекетчĕ. Уншăн та савăнаттăмăр. Çуркунне юр ирĕлнĕ-ирĕлмен сурăхсене çырмана çитерме илсе каяттăмăр. Унта вара вучах чĕртсе хуран çакаттăмăр, килтен чиксе кайнă юр-варпа апат пĕçереттĕмĕр. Эх, тутлăччĕ вăл! Кăшт ÿссен ĕне çырминче ачасемпе штаб ÿçĕрпÿртŸ турăмăр. Çĕре чавса тăррине хăмапа, унтан тăпрапа витрĕмĕр. Аякрах мар пилорама пурччĕ. Хăмине унтан йăтрăмăр. Эпĕ штаб ертÿçиччĕ. Кашни кун унта выляма çÿреттĕмĕр.

Анне пахчара лартнă кишĕр анине пĕррехинче веçех çумласа пĕтертĕм. Пĕрне тăпăлтаратăп — çитĕнмен, теприне кăларатăп — пĕчĕккĕ… çапла пахчара кишĕрĕн çулçи кăна выртса юлчĕ. Тепрехинче кÿршĕри кинемейĕн пахчинчен çимĕç тăпăлтарса тухнăшăн атте пиçиххипе хĕнерĕ. Икĕ-виçĕ кишĕр кăларнăшăн нимех те пулман ĕнтĕ. Пурпĕрех вăл маншăн пурнăçри урок — çын япалине нихăçан та тытмалла марри — пулса юлчĕ. Атте тĕрĕс тунă тесе шухăшлатăп. Килте пире анне аттерен çирĕпрех тытатчĕ.
Ялта пĕчĕк аэродром пурччĕ. Тыр-пул анине удобрени сапма килекен самолетпа ÿкукурузникŸ ярăнса курнăччĕ. 4-5-мĕш класра вĕреннĕ пуль ун чухне. Вăл çырманалла анса пынă чухне хăрушăччĕ, ÿкессĕнех туйăнатчĕ. Летчиксем пире черетпе лартса каятчĕç.

Клоун е артист пулма ĕмĕтленеттĕм. Сцена çине тухма эпĕ нихăçан та вăтанман. Пĕррехинче Чарли Чаплин рольне выляма сĕнчĕç. 45-мĕш виçеллĕ пушмак тăхăнтартрĕç. Сцена çине тухсан такăнса ÿкмеллеччĕ. Такăнса ура çине тăнă хыççăн: «Я Чарли Чаплин местный, я очень интересный», — юрласа ятăм. Шÿтлеме çав тери юратнă эпĕ. Анчах усал сăмахпа нихăçан та калаçман.
Шкулти концертсенче эпĕ ялан юрă пуçланă. Уйрăмах пионерпа çыхăннисене килĕштереттĕм. «Взвейтесь кострами», «Пусть всегда будет солнце» юрăсем халĕ те асрах. Сăмах май, пирĕн вăхăтра шкула галстуксăр çитсе ларсан киле чуптаратчĕç. Çавăнпа тирпейлĕ çÿреме тăрăшнă.
Вĕренÿре вăтам ĕлкĕрсе пыраттăм. «3» паллă та çаклататтăм. Шкултан вĕренсе тухсан музыка училищинче, институтра ăс пухнă чухне «4» тата «5» паллăсемпе кăна туслă пулнă. «Тăваттă» та 2-3 çеçчĕ. Вĕренÿ пурнăçра пысăк вырăн йышăннине çитĕнсен ăнланнă ĕнтĕ.
Эрнере пĕр кун ирхине уроксем пуçланас умĕн политинформаци вăхăчĕ пулнă. Эпĕ килти вулавпа çыхăннă информацисен председателĕччĕ.
Ялта сад пахчи пурччĕ. Килтен тухсан шкула çитичченех васкамасăр пан улми пуçтарса утаттăм.
Анне канфет час-часах туянса паратчĕ. Ача нумай пулнă çемьере — пурне те пĕр пек валеçетчĕ. Анне каласа кăтартнине ас тăватăп. Эпĕ йăмăкăма Алинăна канфет çиме вĕрентетĕп тесе унăнне илеттĕм тет. «Кур, сана çиме вĕрентетĕп», — тесе кăтартнă пек тăваттăм тет те хам çисе яраттăм тет. Йăмăк вара макăратчĕ тет.
Ушкăнпа ачасене вăрмана серте татма илсе каятчĕç. Минтер пичĕ çине тултармаллаччĕ ăна, тăварлама, типĕтме. Эпĕ пуринчен малтан тултараттăм. Какайра мĕнле витамин пур, сертере те çав нумай тесе ăнлантаратчĕç пире.
Çуллахи каникулта пĕр çулхине Çĕрпÿ районне кану лагерьне янăччĕ мана. Унтан эпĕ пуç шăтарса таврăннăччĕ. Вылянă-вылянă та чаршав хыçне пырса кĕнĕ. Унта темĕнле кĕтесе пырса тăрăнтăм. Пуç пĕçертсе кайрĕ…
Шкула час-часах çамрăк хĕрсем вĕрентекенсем килетчĕç. Вĕсене юратни те пулнă ĕнтĕ. Илемлĕскерсене юлташсемпе шăматкунсерен автобус чарăнăвне ăсататтăмăр. Кайран пирĕн ял каччисемпех мăшăрланчĕç вĕсем.

Хĕлле ялта пÿртпе пÿрт хушшине кĕрт питĕ çÿллĕ тултаратчĕ. Унăн тăррине хăпарса тăмалла выляттăмăр. Пĕр-пĕрне тĕртсе ямалла. Кам çÿлте тăрса юлать — вăл патша.
Тăван-вĕрле час-часах пĕр-пĕрин патне уява пуçтарăнатчĕ. Эрех ĕçнинчен ытларах сăрапа сăйланатчĕç. Хăнасем кĕрекере ларнă чухне эпĕ, 4-5 çулти ача, сĕтел патне чупса пыраттăм тет, черкке тĕпне ĕçсе тараттăм тет.
Юрик шăллăм манран 2 çул кĕçĕн. Ялта лаша вити вырнаçнă май килĕрен лаша урапи, çуни пулнă. Пирĕн пÿрт умĕнче те урапа пурччĕ. Шăллăмпа килтен тутăрсем илсе тухса урапа çине лараттăмăр та салтак юрри юрлаттăмăр.
Шухă ача пулнă эпĕ. Никам кÿлмен лашана утланаттăм. Юнашар ялта пурăнакан кукамай патне утпа кайса килеттĕм. Атте-анне ĕçке-çике кайсан эпĕ асли пулнă май ĕне те сăваттăм.

9-мĕш класра вĕреннĕ чухне Шуршăла экскурсие илсе кайрĕç. Çавăнта клеткăллă тĕслĕ хĕллехи пальто туянтăм. Тахçанччен юратса тăхăнтăм ăна.
Кĕнеке вулама питĕ юрататтăм. Килтисем çывăрса кайсан та каçхи лампăна çутса тахçанччен вулаттăм хулăн кĕнекесене. Чăвашлисем те, вырăслисем те килĕшетчĕç.
Кÿршĕри Иван пичче манăн çÿçе касма пирĕн пата килетчĕ. «Шкулта хĕр килĕшет пулсан хăраса ан тăр, хут çине çыр та кĕсйине вăрттăн чиксе яр», — тесе вĕрентетчĕ. Шкулта чухне кашни арçын ачан тенĕ пекех килĕшнĕ хĕр ача пулнă вĕт. Урамра пурасем пурччĕ. Хĕр ачасемпе çавăнта выляттăмăр. Хушăран вĕсене вăрçтараттăмăр. Пĕрремĕш юрату та çуралнă пуль ун чухне…
Эпĕ ялан тĕрĕслĕхшĕн çуннă. Халĕ те куçран калама тăрăшатăп. Пĕррехинче тĕрĕслĕхшĕн çине тăнипех «патак çирĕм». Ун чухне аслăрах ачасемпе футболла выляттăмăр. Эпĕ 7-8-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ пуль. Мечĕк алла лекнине, йĕркене пăснине каласан хирĕç вылякансем йышăнмарĕç. Çапăçса кайрăмăр. Эпĕ пĕччен, паллах, вĕсене çĕнтереймерĕм.
Пурнăçра вăйпа тавлашмалла мар. Вăл хăех кашнине кирлĕ пек вырăна лартать тесе шухăшлатăп.

Владимир Леонтьевăн ачалăхĕ асаилÿпе пуян. Тантăшĕсене кÿрентерме мар, вĕсене ялан хÿтĕлеме тăрăшнă вăл. Шăллĕ-йăмăкне астунă, ашшĕ-амăшне пулăшнă. Ачаранах таса чун-чĕреллĕ çитĕннĕ. Чăваш эстрада сцени çинче чĕрĕ сасăпа юрласа паян та куракана мĕн чухлĕ савăклăх, ырă кăмăл парнелет вăл. Республика тулашĕнчи чăвашсем те ăна тарават кĕтсе илеççĕ, ăшă кăмăл-туйăмпа ăсатаççĕ. Николай Карай поэтăн «Эп мул пухманшăн пач та кулянмастăп», — сăмахĕсемпе вĕçлерĕ калаçăва Владимир Витальевич. Чăваш халăхне, тăван тăрăха савса юрлани — уншăн чи хакли. Карайран тухнă тăрă çăл куç пек шăнкăр-шăнкăр шăрантаракан юрăç çинчен чĕрĕ сасăпа кăна юрлать тенине хам та пĕрре мар илтнĕ…
Елена ЛУКИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.