Тăван хулана юрататăр-и?

16 Июл, 2018

«Хăвăрпа пĕрле тĕкĕр чиксе тухма маннă-и? Апла тăк çул çине пăхăр!» — федераци шайĕнчи «Хăрушсăр тата пахалăхлă çулсем» программăпа килĕшÿллĕн Шупашкар урамĕсенче сарнă асфальта çапла мухтаççĕ хула çыннисем. Юлашки çулсенче ятарлă техника вĕçĕмсĕр ĕçленине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Йăлтах хамăр валли-çке. Пушшех те, яка та пахалăхлă çул хăрушсăрлăхпа тивĕçтерет. Çавăнпах çул хĕрринче вырнаçнă çуртсенчи хваттерсенче пурăнакансем те шăв-шава ăнланса йышăнаççĕ. Пĕлеççĕ: ку вăхăтлăх кăна. Çул вара — яланлăх.
Асăннă программăпа килĕшÿллĕн федераци тĕрекне çĕршыври 36 субъект тивĕçнĕ. Халăха паха çулпа тивĕçтерес тĕлĕшпе патшалăх шайĕнче 2017 çултанпа çине тăрсах тимлеççĕ. Чăваш Ен те çак программăна лекни республикăри çул-йĕрĕн пысăк пайне норматив шайне çитерме май парать. Хула администраци пуçлăхĕ А.Ладыков палăртнă тăрăх, çулталăк вĕçне Шупашкарти çулсен 60% юсаса çитермелле. Ку ĕç çитес çул та чарăнмĕ. Уйрăмах ванса пĕтнĕ хăш урамри-тăкăрлăкри çула чи малтан йĕркене кĕртмелле — çак ыйтăва халăхпа канашласа татса парасси ырă йăлана çаврăннă.
Хулапа пĕрлех хальлĕхе хăш-пĕр районта та ку енĕпе ĕç хĕрсех пырать. Каярахпа ытти тăрăх та программа пулăшăвне туйĕ. Республика Пуçлăхĕ 2025 çул тĕлне автомобиль çулĕсен 85% норматив шайне çитермешкĕн хушнă. Паллă ĕнтĕ, хăтлăхпа кăна савăнтармасть ку, çапла майпа техникăпа çыхăннă инкексен шутне те чакарма тăрăшаççĕ. Ку тĕллеве çул хĕррисене вырнаçтарнă видеосăнав камерисем пурнăçлĕç. Тен, çапла майпа çил ачипе ăмăртмалла выляс текен водительсен шутне те чакарма май килĕ? Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, шăпах пысăк хăвăртлăха пула нумай чухне инкек сиксе тухать. Васкакан арăмĕнчен савăнман тет те чăваш, çак каларăш çула тухаканшăн та чухах пек туйăнать.
Шупашкар илемне, тасалăхне, хăтлăхне килен-каян та палăртать. Пирĕншĕн, Шупашкарта тĕпленнисемшĕн, уйрăмах кăмăллă ку. Хуламăра илемĕнчен кăна мар, пахалăхлă çулсене кура палласа илме пуçлани вара тата çÿллĕрех шая çĕкленме пулăшĕччĕ. Ара, шăпах çакăн пек тĕллевпе иртет çĕршывра черетлĕ конкурс — «Раççей хули — наци суйлавĕ». Тĕп критерисенчен пĕри — хула илемĕ, хăтлăхĕ тата ăна палласа илме май пулни. 2018 çулхи çĕнтерÿçе вара халăх суйлавĕ палăртĕ: сасă мĕн чухлĕ ытларах — çĕнтермешкĕн шанăç çавăн чухлĕ пысăкрах.
«Раççей хули — наци суйлавĕ» 7 çул каяллах старт илнĕ. Шупашкар çулсеренех тупăшăва хутшăннă, ытларах чухне чи хăтлă пилĕк хула йышне лекме пултарнă. 2013 çулта вара конкурсра çĕнтерсе чи таса та хăтлă хула ятне тивĕçнĕ.
Кăçал та конкурс малалла тăсăлать. Унăн кăтартăвĕсене раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Килĕшет-и сире Шупашкарта пурăнма? Юрататăр-и эсир тăван хулана? Апла пулсан шурă Шупашкаршăн сасăлама ан манăр. Хальлĕхе, 30 пин сасă пухса, хуламăр рейтингра 11-мĕш вырăн йышăнать. Тĕрĕсрех, йышăнатчĕ. Материала çырса пичете хатĕрленĕ вăхăтра Шупашкар рейтингра икĕ картлашка çÿлерех хăпарма пултарнă, уншăн 32 400 ытла çын сасăланă. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.