Путинсен тĕслĕхĕ

16 Июл, 2018

«Эсир çĕршыв Президенчĕпе Путинпа тăван мар-и?» — çакнашкал ыйтнине тахçанах хăнăхнă Куславкка районĕнче пурăнакан Путинсем. Раççейĕпе кăна мар, тĕнчипе паллă ертÿçĕпе пĕрешкел хушаматлăскерсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулма тăрăшаççĕ. Хальхи ăру, шел те, хушамат ăçтан пулса кайнипе кăсăкланман.
Документпа çирĕплетеççĕ
Тĕмшерти Путинсем хăнасене яланах хапăл. Тивĕçлĕ канури Геннадий Гавриловичпа Галина Николаевна кунĕпех кил таврашĕнче тăрмашаççĕ. Акă пластик савăт-сапаран илĕртÿллĕ тĕрлĕ япала ăсталанă вĕсем. 2 ĕне, 2 вăкăр, кроликсем, кайăк-кĕшĕк усраççĕ Путинсем. Вĕсене хĕл каçармашкăн мĕн чухлĕ апат хатĕрлемелле! Халĕ те ĕç сахал-и вĕсемпе? Кил хуçа арăмĕ каланă тăрăх, кроликсене, сăмахран, ытларах парнелĕх, кучченеçлĕх çитĕнтереççĕ. Килен-каяна пушă алăпа кăларса ямаççĕ вĕсем.
«Эпĕ 6 ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Халĕ тăвансенчен виççĕн юлтăмăр. Икĕ аппапа пичче çут тĕнчере çук ĕнтĕ.
Атте Гаврил Осипович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен суранланса килнĕ. Мунча кĕнĕ чухне шăтса ÿтленнĕ кĕлеткине курса çывăх çыннăм чĕрĕ таврăннинчен тĕлĕнеттĕмĕр. Хурçă пекех çирĕпскерне тăшман пульли те витереймен. 67 çула çитиччен пурăнчĕ вăл.
Эпĕ КамАЗпа 30 çула яхăн ĕçлерĕм, инçе çула çÿрерĕм. Çавăнпа аса илмелли тем чухлех. Тĕслĕхрен, Владимир Путина Президента суйласанах çакнашкал лару-тăрăва лекнĕччĕ: ун чухне Мускава командировкăна ячĕç. Çул çинче мана ÇÇХПИ ĕçченĕсем фара çутманшăн чарчĕç. Пĕри хăйĕн хыççăн иккĕмĕш хута хăпарма ыйтрĕ. «Эпĕ Путина тытса чартăм», — васкаса пĕлтерет хайхискер телефонпа. Ахăртнех, лини тепĕр вĕçĕнче мĕнле Путина тата мĕн сăлтавпа тытса чарнине уçăмлатма ыйтрĕç. Инспектор тĕпĕ-йĕрĕпе ăнлантарчĕ. Мана йĕркене пăснăшăн 50 тенкĕлĕх штрафласшăнччĕ. «Пирĕн республикăра фара çутманшăн 30 тенкĕ тÿлеттереççĕ», — ÿкĕте кĕртме тăрăшрăм йĕрке хуралçисене. Вĕсем манăн сăмаха тăнларĕç: чăнах та, 50 мар, 30 тенкĕ штраф çырса пачĕç. «Путина телейлĕ çул сунатпăр», — терĕç», — хăйĕнпе паллаштарнă май çухалса кайманнине палăртать Геннадий Гаврилович.
Тĕрлĕ организаци ĕçченĕсем вара вăл Путин хушаматлă пулнине ĕненесшĕн пулман. Чылай чухне каланине документпа çирĕплетме тивнĕ унăн. Çакă çĕршывра Путин хушаматлисем сайра тĕл пулнине кăна çирĕплетет.
Кайран Куславкка районĕнчи хресчен-фермер хуçалăхне автобус водительне вырнаçнă вăл. Вăхăт çитсен те тивĕçлĕ канăва тухма васкаман.
«Пĕрремĕш леди»
Геннадий Гавриловичăн мăшăрне Галина Николаевнăна юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем «пĕрремĕш леди», «Путин матки» хушма ятсемпе чĕнеççĕ. Çакна тахçанах хăнăхнă вăл. «Никампа та хирĕçсе курман. Тăвансем килсех çÿреççĕ. Хальхи упăшкан пĕрремĕш арăмĕпе çуратнă ывăл-хĕрне те, манăн малтанхи мăшăрпа çут тĕнчене килнĕ ачасене те пĕрешкел юрататпăр. Акă упăшкан Геннадий Путинăн юбилейне мĕнешкел чаплă паллă турăмăр. Ун чухне пысăк йыш вăрăм темиçе сĕтел хушшине пуçтарăнчĕ. Çулла яла килнĕ мăнуксемпе йăпанатпăр», — каласа кăтартать ăш пиллĕ хĕрарăм. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Куславкка больницинче ĕçленĕ вăл.
Галина Николаевна шÿт каласа пурин кăмăлне те тупма пултарать. Вăл юрласа ташланине çынсем пăхса киленеççĕ. Пултарулăхĕ ăна килте те, хăнара та çуралнă куна, юбилее, туя уяв сĕмĕ кĕртме пулăшать. Эх, ытла та янравлă-çке унăн сасси! Чăнах, Шупашкарти артистсенчен пĕрре те кая мар вăл.
Ылтăн медальпе
Геннадипе Галина Путинсен хĕрĕ Ирина Куславккари вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Халĕ Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм академийĕнче пĕлĕвне тарăнлатать вăл.
«Путин хушаматлă пулнăранах мана ыттисемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл. Паллах, кашниех мана çĕршыв ертÿçипе мĕн çыхăнтарнине пĕлесшĕн. Паллашу çакăнтан пуçланать те...» — ăнлантарать студентка.
Ашшĕ пекех транспортпа çÿреме хăнăхнă Ирина. «Ауди» çăмăл машинăпа Хусанти аслă шкула, Канашри, Вăрмарти, Шупашкарти тăванĕсем патне туххăмрах çитсе килет вăл.
Ирина Путинăна шкулта вĕреннĕ чухнех спорт ăмăртăвĕсенчен хăварман. Халĕ те, каникулта е канмалли кунсенче тăван тăрăха килсен юлташĕсемпе пĕрле Елчĕкри шкула волейболла выляма çÿрет çамрăк.
Вĕренÿре хавхалантарса-пулăшса пынăшăн çывăх çыннисене тав тăвать Ирина. Шухăшлатăп та, вăл, паллă хушаматлăскер, чи лайăххисен йышне кĕмесĕр пултарайман. Унăн Путинсен ят-сумне çÿлтен-çÿле çĕклемелле.
Карьера картлашки
Паллă çак хушаматлисем çĕршывра, тен, сайра пулĕ те, анчах Куславкка тăрăхĕнче Путинсем татах пур. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.