Сусăр ывăл-хĕрĕ ашшĕ-амăшне тĕслĕх кăтартать

19 Июл, 2018

Чулхулара пурăнакан Святослав Кривцов Çĕнĕ Шупашкарпа пĕлтĕр паллашнă. Арçын ача лаша спорт манежĕнче иртнĕ ăмăртăва хутшăннă. Святослав 12-ре. ДЦПпа чирлĕскерĕн пуплевне амăшĕ çеç ăнланать. Çапах Иринăпа Святослав нихăçан та хăйсем пирки: «Эпир телейсĕр», — теес çук.

Çĕршывĕпех лаша туянма пулăшнă
Иртнĕ эрнере Чăваш Енре «Атăлçи ахах-мерченĕсем» фестиваль иртрĕ. Унта Саратовра, Йошкар-Олара, Чĕмпĕрте, Димитровградра, Чулхулара, Шупашкарта пурăнакан 100 яхăн ача çитрĕ. Вĕсем тăван тăрăх пирки каласа кăтартрĕç, чечексенчен пуç кăшăлĕ çыхрĕç, кăвайт тавра пухăнса юрă шăрантарчĕç. Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕ лаша спорт шкулĕн манежĕнче иртрĕ.
Юлан ута утланса тĕрлĕ хăнăхтарусем тăваканĕсем мар, ашшĕ-амăшĕпе аппăшĕ- йăмăкĕ, пиччĕшĕ-шăллĕ ытларах пăшăрханнăн туйăнчĕ. Ирина Кривцова та ывăлĕпе мĕн тери мăнаçланнине пытармарĕ. «Лаша спортне ăнсăртран çаклантăмăр тесен те юрать. Икĕ çул каялла вăрманта уçăлса çÿренĕ чухне Святослав тихасене асăрхарĕ те пÿрнипе тĕллесе вĕсем патне çывхарас кăмăлне палăртрĕ. Ывăлăм лаша спортĕнче пултарулăх кăтартасса шухăшлама пултарайман. Унăн тăрăшăвне курса савăнатăп. Хăнăхтарăва пурнăçлаймасан ыйтнине çĕнĕрен тăвать. Ача куç умĕнче улшăнчĕ. Ăна сăнанă май: «Эпĕ пултарăттăм-ши?» — тетĕп, — пĕлтерчĕ Ирина Кривцова. Аслă ывăлĕ, 14-ри Ярослав, теннисра пĕрремĕш çитĕнÿсем тăвать иккен. Вăл шăллĕшĕн кулянать, пăшăрханать. Святослав вара Çĕнĕ Шупашкарти манежри лару- тăрупа киленчĕ, лашасене тинкерчĕ. Шел, вĕсен хушшинче юратнă Ночка пулмарĕ. Ăна Чулхулари «Олимп» лаша спорт шкулĕнче сусăр ачасем валли ятарласа туяннă.
«Унта ДЦПпа чирлĕ, япăх тата пачах курман ачасем, аутизмпа пурăнакансем тата ытти йывăр чирпе кĕрешекенсем çÿреççĕ. Вĕсемшĕн лаша спорт шкулĕнчи заняти — савăк кăмăл çăл куçĕ кăна мар, пурнăçшăн кирлĕ процедура та. Юлан утçă моторикăна аталантарать. Шел те, пирĕн «хĕвел пайăркисем» лашасăр тăрса юлчĕç. «Контактра» соцсетьре «Ачасене лаша парнелер» акци пуçартăмăр. Çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнче асамçăсем тупăнчĕç. Вĕсем 50, 100, 200 тенкĕ куçарса пачĕç. Пĕр уйăхра лаша туянмалăх укçа пухрăмăр. Ночкăна тренер суйласа илчĕ. Вăл лăпкă. Кĕске вăхăтрах ачасен шанчăклă тусĕ пулса тăчĕ. Кĕçĕн çултисем ăна курсанах хавасланаççĕ, кулма пуçлаççĕ. Çакă пире, ашшĕ-амăшне, те хăпартлантарать. Тренировка иртмен кун та спорт шкулне çул тытатпăр, Ночкăна кишĕрпе хăналатпăр», — пĕлтерчĕ Ирина.
Занятисенче хевтесĕррисем хăйсен вăйне ĕненме пуçланă, çĕнĕ хăнăхтарусем тума вĕреннĕ. Ачасем адаптивлă лаша спорт фестивальне хатĕрленеççĕ. Святославшăн медальпе диплом пĕлтерĕшлех мар. Вăл кунта çĕнĕ тус тупма çитнĕ. Ыттисем мĕнлерех ăмăртасси шухăшлаттарать ăна. «Ывăлăмпа мухтанатăп. Çĕнтерÿ йывăррăн туптанать. Тренировкăсенче тăрăшса ĕçлени çĕре ÿкмест. Святослав шикленÿ туйăмне сирме пултарчĕ. Старт тухсанах вун-вун мăшăр куç лашапа юлан утçăн кашни хусканăвне йĕрлет.
Куракансен йăл кулли, алă çупса хавхалантарни вăй парать. Хамăн «хĕвел пайăркине» сăнатăп та ачасем Турă парни пулнине ĕненетĕп. Эпĕ ун пек пултараймастăм», — чĕтренчĕк сасăпа пĕлтерчĕ Ирина.

Юлан утçăсен юнри сахăр виçи чакать
«Çуллахи такан — 2018» уява йĕркелекенĕ — Чăваш Енри иппотерапи шкулĕн директорĕ Вероника Култакова. Иппотерапевт лаша пулăшăвĕпе сыватать. Çак меслет ачасене те, аслă ăрурисене те чирпе кĕрешме пулăшать. Юнашар специалист пулни çителĕксĕр, ла-шаран нумай килет. Лăпкăскерĕн кал-кал хусканăвĕ юлан утçăн тĕртĕмĕсене «ĕçлеме» хăнăхтарать. Çакна та асăнмаллах, ача ырă кăмăл-туйăм пухнисĕр пуçне лашана хисеплеме вĕренет. Вăл шикленÿ туйăмне çĕнтерет, хăйпе мухтанать, вăйне шанать. Больницăна çитес тесе çеç хваттертен тухакансемшĕн ку питĕ пĕлтерĕшлĕ», — терĕ иппотерапевт. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.