Чăвашлăх туйăмĕ пĕрлештерет, е «Хамăр ялсен» лагерĕ

16 Авг, 2018

Пысăк спорт сумкисемлĕ, кустăрмаллă чăматансемлĕ ашшĕ-амăшĕпе ачасене «Эткер» проекта 4-мĕш çул ертсе пыракансем — Ирина Диарова, Любовь Кудрявцева тата Александр Степанов кĕтсе илчĕç. Вĕсем пурте — Шупашкарти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ, чăвашлăха аталантарассишĕн тăрăшаççĕ. Акă пĕр çемье чăвашла шăкăл-шăкăл калаçса хапхаран кĕчĕ.
«Ăçтан эсир?» — кăсăкланса ыйтрĕç кĕтсе илекенсем. Ашшĕ- амăшĕ хурав парса ĕлкĕриччен арçын ача хăюллăн хуравларĕ: «Хамăр ялсемех...» Чылайччен янăрарĕ лагерьте савăнăçлă кулă.
«Эткер» этнолагерьте Чăваш Енри тата республика тулашĕнчи ачасем 10 кун чăваш культурине ăса хывĕç, йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе паллашĕç, Чăваш Ен тĕп хулин илемĕпе киленĕç. «Тĕрлĕ регионри ачасене Чăваш Енпе, унăн мухтавлă çыннисемпе, культурипе тарăнрах паллаштарăпăр. Пирĕн тĕллев — ачасене чăваш чĕлхине тата ытларах хисеплеме, юратма вĕрентесси. Чăвашла пĕлекеннисем тарăнрах пĕлÿ илĕç, пĕлменнисем вăйă мелĕпе ăса хывĕç. Тĕрлĕ çыравçăпа тата поэтпа тĕл пулусем ирттерме, чăваш ташшине вĕренме, экскурсисене тухма палăртатпăр. Шуршăлти Космонавтика тата Шупашкарти Чăваш тĕррин музейĕсене çитсе килесси, çуран утса хулан кивĕ пайĕпе паллашасси — планра. Тĕрлĕ меслет урлă чăваш ачисене чĕлхене юратма вĕрентсе çитерессе шансах тăратпăр», — 10 кунра мĕнле ĕçсем пурнăçлама палăртнине каласа пачĕ Ирина Диарова.
Александр Степанов та чăваш диаспорин ачисемпе кашни çулах юнашар. «Шел те, «Эткер» лагерь 10 кун кăна пырать. Ачасене çулталăкра пĕр хутчен кăна мар, темиçе хут та пуçтарсан аван пулĕччĕ. 50 кăна мар, 150-200 ача килсе куртăр. Уйрăмах халь. Юлашки вăхăтра чăвашлăх туйăмĕ сÿнсе пырать. Ăна чи малтан ачасенче вăратмалла. Çакăн йышши уйлăхсем, форумсем питĕ кирлĕ», — чĕлхе пуласлăхĕшĕн чун-чĕререн пăшăрханни курăнать Александр Марсович сăмахĕсенче.
Любовь Кудрявцева ачасене халăх йăли-йĕркипе паллаштарас тĕллевпе тĕрлĕ ăсталăх класĕ ирттерет. Ачасем хуран кукли хатĕрлеме кăмăллаççĕ. Хăйсен аллипе тунă кукăльрен тутлăраххи мĕн пултăр ĕнтĕ? «Кăçал эпир Литература музейĕнчен наука сотрудникне квеста йыхравларăмăр. Вĕсем И.Я.Яковлев, чăваш тумĕ çинчен каласа парĕç. Ачасене чĕнтĕр çыхас ăсталăха вĕрентес килет. Вĕсем лагерь пурнăçне килĕштерессе, киле тулли кăмăлпа таврăнасса шанатпăр», — тет вăл.
Чи-чи маттуррисене, тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисене, чăваш чĕлхине тарăнрах пĕлес тĕллевлисене хăйĕн çунатти айне илнĕ этнокультура лагерĕ. Малалла вулас...
 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.