Сĕт суса мала тухнă

3 Сен, 2018

«Çисемĕр апатăра, хăваламалла выляма ĕлкĕретĕр», — уçă сывлăшра кăвакал чĕпписене асăрхакан çулланнă хĕрарăм çунатлăскерсемпе калаçса та илет. Самай ÿссе аталаннăскерсем хыççăн утса ывăнать те пĕр кана хыçлă пукан çине ларса урине кантарать. Меллĕ çавнашкал самантра алла хаçат тытма васкать. Акă почтальонран туяннă «Чăваш хĕрарăмне» пĕр сас палли юлмиччен вуларĕ-тишкерчĕ.
Тамара Краснова Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассире пурăнать. Нумай хваттерлĕ çуртра ывăлĕн çемйипе тĕпленнĕ. Красновсен хушма хуçалăх та пур: сысна, кăвакал усрамасăр çу каçмаççĕ. Килти выльăх аш-какайĕ лавккаринчен сĕтеклĕреххине 72 çула кайнă Тамара Семеновна, колхозра чылай çул ĕçленĕскер, лайăх пĕлет.
Муркаш районĕнчи Çуткÿл ялĕнче çуралнă вăл. «Вăрçă ачи» фронтран таврăннă хыççăн çулталăк та пурăнайман Семен Степановича «атте» тесе чĕнме те ĕлкĕреймен. Амăшĕн Ирина Ивановнăн кăкăр пепкине пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ.
«1-мĕш класра чухнех тырă вырма илсе тухатчĕç, хамăра ятăн норма паратчĕç. Урамра сиккелес-чупкалас тапхăр уйра иртрĕ çапла. Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен колхоз председателĕ шкула пыратчĕ. Ха-стар ĕçленĕ ачасене тав туса парне — ал шăлли — паратчĕ. Эх, хĕпĕртеттĕмĕр, — ĕçпе пиçнине асрах тытать кĕмĕл çÿçлĕ хĕрарăм.
Шкул сакки çинчен тăрсанах тăван хуçалăхра ĕçе пикеннĕ Тамара. Вăхăт çитсен Токшик каччипе Михаил Красновпа çемье çавăрнă, икĕ ывăл çуратнă. «Хамăра ятăн пурăнмалли кĕтес кирлине туяттăмăр. Çав вăхăтра кунта Шупашкар районĕнчи Куйбышев ячĕллĕ хуçалăх ĕçлекенсем шыратчĕ, хваттерпе тивĕçтерме шантаратчĕ. Çапла куçса килтĕмĕр те», — ют района мĕнле килсе лекнине уçăмлатать Т.Краснова.
Ĕç тиркеменскер тÿрех дояркăна вырнаçнă. 10 çул тăрăшнă сĕт-çу ферминче. Çав хушăра Тамара Семеновна районта та, республикăра та сĕт нумай суса илессипе палăрнă. Çулталăкра 7 пин ытла литр сăвакан доярка ятарлă паллăна, диплом-премие тивĕçнĕ.
«Татах та ĕçлеттĕм фермăра — ура ыратса канăçсăрлантарма пуçларĕ. Шупашкарти пĕр больницăра санитаркăра вăй хумашкăн тытăнтăм. Унта та чылай çул тăрмашрăм», — калаçăва тăсрĕ ĕç ветеранĕ.
Хĕрарăм шăпи... Тамара Семеновнăшăн çăмăлах килмен вăл. Мăшăрĕ çур ĕмĕре çитичченех çĕре кĕнĕ. Ачисене пĕчченех тĕрев парса пынă амăшĕ. Çитĕнтернĕ те... Ачисен телейĕпе савăнса кăна пурăнас чухне каллех инкек килсе тухнă: аслă ывăлне Владимира, вăтăр урлă кăна ярса пуснăскере, çухатнă... Хуйхă хĕрарăмăн чунне амантнă, сывлăхне хавшатнă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.