Тÿсме çуккине те чăтнă

6 Сен, 2018

Павел Никитинăн пурнăçĕ икке пайланнă: унччен телейлĕ мăшăр тата ашшĕ пулнăскер паян — асамлă майпа сывă юлма пултарнă кÿмепе çÿрекен çамрăк. Унăн пурăнас, ĕçлес, çынсене пулăшас туртăмĕ тĕлĕнмелле вăйлă. Хăй тĕллĕн хускалайманни те яшшăн тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн чăрмав мар. Тăватă çул каялла Павел тусĕсемпе регионти «Ирĕклĕх» общество пĕрлешĕвне йĕркеленĕ, ăна ăнăçлă ертсе пырать.

Пурнăç сÿннĕн туйăннă

Тÿсме çуккине те чăтса ирттерме тивнĕ унăн. 2009 çулхи утă уйăхĕнчи хĕвеллĕ пĕр кун Павелшăн самантрах тĕксĕмленнĕ. Кÿлле ăнăçсăр сикнĕскер мăйне хуçнă, кĕлеткине туйми пулнă. Хускалайманскер путма пуçланă вăхăтра епле çăлăнасси пирки мар, ура çине тăмашкăн мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ пуласси çинчен шухăшланă. Пулăшу кĕтмен çĕртен çитнĕ: мăшăрĕн тăванĕн 10-ри хĕрĕ шыва васканă, Павелăн пуçне çĕклесе сывлама май панă. Каччă унăн хăюлăхĕнчен халĕ те тĕлĕнет. Хĕр пĕрчи шыва кĕме мĕнле шикленмен? «Вăл пулăшнипе кăна çыран хĕррине тухрăм. Эпĕ ним тăвайманнине кура Даша ĕсĕклеме тытăнчĕ. Юрать, тăна çухатманччĕ, ăна лăпланса кĕсьерен телефона илсе шăнкăравлама хушрăм... Алă, ура пур-и, çук-и — пачах сисĕнмерĕ. Шикленÿ, хăрушлăх ăс-тăнпа чун-чĕрене çавăрса илчĕç. Çынсем пухăннă чухне эпĕ тăна çухатнăпа пĕрехчĕ», — синкерлĕ куна аса илме çăмăл пулмарĕ каччăна. Реанимацие илсе çитернĕскере çурăм шăммине операци тунă. Кун пек йывăр аманнисем сайра хутра çеç сывалнине пĕлсе тухтăрсем нимех те татса каламан. Павела пурнăç сÿннĕн туйăннă, шикленÿпе куляну, тарăхупа кÿренÿ хуçаланнă. Икĕ уйăх çурăран Шупашкарта пурăнакан амăшĕ патне тăван килне çитнĕ вăл. «Ун чухне чунра мĕн пулса иртнине сăмахпа каласа кăтартма çук. Анне мĕнле чăтрĕ-ши? Эпир унпа иккĕнех юлтăмăр. Тус-юлташ кашни кун çумра лараймасть вĕт. Мана вара пăхакан кирлĕ, хам тĕллĕн кравать çинче тăрса та лараймастăп-çке. Инкек пуличчен уйрăм çуртра мăшăрпа тата хĕрĕмпе пурăнаттăм. Уйрăлтăмăр. Мăшăра ÿпкелеместĕп, ăна ăнланма пулатех. Кун йышши йывăр лару-тăрура хама мĕнле тытнă пулăттăм-ха? Калама хĕн. Пытармастăп: малтанхи вăхăтра вилес килетчĕ. «Мĕншĕн сывă юлтăм-ши?» — текен шухăш пĕрмай явăнатчĕ. Пĕтĕм кĕлетке чăтма çук ырататчĕ, чĕрĕллех ÿте сÿнĕ евĕр пĕçертетчĕ. Уйрăмах алă, ура, пилĕк, çурăм суратчĕ. Ыратнине ирттерекен эмел пулăшмастчĕ...» — калаçрĕ Павел. Малалла вулас...

Нина ЦАРЫГИНА.
Павел НИКИТИН
архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.