Мĕн тăвар?

19 Сен, 2018

Пĕрремĕш çавра.

Чăваш пĕтнипе пĕтменни пирки калаçнă чух
Çеçпĕле асра тытар, Çеçпĕл умĕнче намăсланар…

Паянхи чăваш наци ăнĕнчи /сознанийĕнчи/, чăваш наци тĕнче туйăмĕнчи тĕпри кăмăла палăртма, ăнланса илме пăхсан ирĕксĕрех Çеçпĕл сăввисем аса килеççĕ. Ун сăввисем каç тĕттĕмне самантлăха сирекен çиçĕм пек: халăх чунĕнчи шухăша кĕменни, сĕмленни уçăмланать, наци шăпин çырăвне вулас кăмăл пирте – Çеçпĕле ăша илнисенче – амаланать. 1921 çулхи çуркунне çырнă сăввине поэтăмăр «Йăвăр шухăшсем» тесе ят панă. Сăвă ăçта çырăнни те пĕлтерĕшлĕ – Шупашкарта, чăвашсен тĕп хулинче.

Шупашкартан тухрăм, тÿрех утрăм,
Атăл тăвайккийĕ çине ухрăм.
Акă куçăм умĕнче чăваш çĕрĕ…
Тăван çĕршыв тавра чунăм вĕçрĕ.
Атăл шавланине итлерĕм:
Чуна лăплантарса пули терĕм.
Анчах канăçсăр чунăм лăпланмарĕ,
Пуçран йăвăр шухăш каймарĕ.
Тăван çĕршыв, сана ĕненеттĕм,
Пулас мухтавлăхна сисеттĕм…
Халиччен шанчăкпа чĕре çунчĕ…
Паян теме сиссе ĕмĕт сÿнчĕ.
Шанчăксăр чунăма сивĕ çапрĕ,
Сивĕннĕ чĕрере вăйăм чакрĕ.
– Килсем часрах, чăваш поэчĕ! –
Тесе яланах чун чĕнетчĕ.
Шухăшлаттăм: акă талант килĕ –
Тăван çĕршыв чĕлхине илем килĕ.
Çырулăхăн пулĕ тĕрĕс çулĕ,
Кĕнеке те пулĕ çĕршыв мулĕ…
Анчах кунсем, çулсем иртсе кайрĕç,
Чăваш поэчĕсем сас памарĕç.
Хальччен шанчăкпала чĕрем çунчĕ,
Паян кун чĕрере ĕмĕт сÿнчĕ.
Шанчăксăр чунăма сивĕ çапрĕ,
Хуйхăллă чĕрере вăйăм чакрĕ…
Тăван çĕршыв, е сан та вăю пĕтрĕ?
Е чăваш чĕлхин хăват çĕтрĕ?
Е ют чĕлхесем ÿснĕ майĕ
Чăваш чĕлхи çĕтсе, пĕтсе кайĕ?
Е чăваш çынни, чăваш ялĕ
Сарлака çĕр çинчен çухалĕ?..
Апла пулсан… чĕрем хыпса çунтăр,
Чĕрем хыпса çунса сив кĕл пултăр.
Сив кĕл хаяр çилпе вĕçсе пĕттĕр,
Сивĕ çапнă чуна вилĕм кĕтĕр.
Ват асатте çиллĕ тăвăл витĕр
Мана масар çине кайса чиктĕр.
Тăпрам çинче ĕмĕр çил улатăр,
Ватă йăвăçсене суллатăр.
Вилтăпри вĕлтĕрен тăхăнтăр,
Пуçăм çинче çĕлен шăхăртăр.

«Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет»… Пĕр вăхăт çавăн пек шухăш та выляса илчĕ вĕреннĕ чăваш хушшинче. Выляса илчĕ тетĕп, мĕншĕн тесен халăх пĕтет текен шухăш чăнласа пăлхатни курăнмарĕ. /Чăваш шалтине, ăшрине кăтартма пĕлменнине асра тытса сăнасан та – курăнмарĕ./
— Эсир епле чăваш пулнине ăнланса илмелли ансат меслет сĕнетĕп. «Чăваш пĕтет», тейĕр те – хăвăра сăнăр. Кăмăл-туйăмăра астуса юлăр та Çеçпĕл сăввине вулăр.
Çеçпĕл туйăмĕ – ту пек аслă асаплану. Эпир вара – паянхи чăваш текен шĕпĕнсем. Мĕншĕн чăваш пĕтни Çеçпĕле çĕр çĕклейми хуйхă пулса çунтарать, пире вара пуш сăмах хутаççи салттарать?
Тĕслĕх вырăнне Чăваш наци телевиденийĕпе пынă пĕр калаçу сыпăкне илсе парам / «Çитмĕл те çиччĕ». 19.12.2012./:
Татьяна Ильина: «Паркинсон саккунĕ» текен япала пур. Пĕтмелли япала пĕттĕрех тени. Пĕтсессĕн ун вырăнне çĕнни çуралать тени. Çав саккун пире пырса тивет-ши вăл? Чĕлхе пĕтни, халăх пĕтни вăл, тĕрĕссипе илсессĕн, историшĕн тĕлĕнмелле япала мар. Халăх хăй тапаçланса пурăнас темесессĕн ăна ирĕксĕрлесе епле пурăнтаран?..
Улатимĕр Тяпкин: Татьяна, эп куна, тĕрĕссипе, калама хăрарăм. Врач вĕт-ха диагноз лартать: анчах та чирлĕ çынна йывăр вăхăтра хăйне каламасть те вĕт-ха, юлашки сывлăш тухиччен пурăнтăр тесе… Паллах, врачăн тĕрĕс диагноз пĕлмелле. Пирĕн наци проблемипе те. Йывăр, çухалса пыратпăр. Тепĕр тесен, хамăр хушăра, хам юлташсемпе кунта темле трагеди тумастпăр, караул кăшкăрмастпăр. Пирĕн пек мар вăйлă цивилизацисем пĕтнĕ, вăйлă халăхсем пĕтнĕ. Паллах ĕнтĕ, глобализм шайĕ, пĕр халăх патне пырса тухасси пиртен килмест ĕнтĕ. Çын та вĕт 150 çул пурăнмасть, çапах та эпир çут тĕнчере тăрса юлатпăр. Ачасем çуралаççĕ. Тĕрĕссине калама йывăр… Анчах та паллă ĕнтĕ вăл урăхла май процесс аталанса каясси. Йывăр шухăшсем. Историне тĕпчесен те. Юхма пире калать, Польша тĕслĕхне илсе кăтартать. Польша халăхĕ те çапла пĕтес шайне çитсе пынă, кайран аталанса кайма пултарнă. Анчах та историнче ун пек тĕслĕхсем пĕлсе каймастпăр паллах. Çавăнпа кунта ытлашши трагеди тумалла та мар
. /Кăларăм стильне хăварнă. — Ред./
«Пĕтмелли япала пĕттĕрех, ун вырăнне çĕнни çуралать», «хамăр хушăра, хам юлташсемпе темле трагеди тумастпăр, кăравул кăшкăрмастпăр – пирĕн пек мар вăйлă цивилизацисем пĕтнĕ, вăйлă халăхсем пĕтнĕ…» Чăваш пуласлăхĕ пирки сăмах хускалсан çавнашкал шухăш-кăмăл еккипе ярăнакан калаçăва малашне тяпкинла калаçу дефиниципе палăртма сĕнетĕп. «Трагеди тумастпăр, трагеди тумастпăр», — тесе янăрашакансене сÿрĕклĕх паттăрĕ темелле. Сÿрĕк чунлисем валли Шнобель евĕр преми йĕркелемелле… Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.