Пулхăр Улăп-паттăрĕ, е Миттапа калаçни

19 Сен, 2018

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса...
Константин Иванов

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса...
Константин Иванов
Пуш уйăхĕ сар эрешлĕн
Сапалать çут шевлине.
Хыпарне вăл пĕлтересшĕн:
Çĕн чун килнĕ тĕнчене!
Аслă Арапуç вăраннă,
Тытăннă хĕрÿ ĕçне.
Ку пепке те аслăланĕ,
Асра тытĕ тивĕçне.
Çунатне вăл кĕçех сарĕ
Юратса чĕлхемĕрех.
Чун-чĕрийĕн вут-кăварĕ
Хыпса çунĕ ĕмĕрех.
Ÿсрĕ, тĕнчене куçларĕ,
Кайрĕ тăван ял шкулне.
Вулама, çырма пуçларĕ
Ăнкарса ăс пухнине.
Тăванах чĕлхен хăвачĕ
Пачĕ ачана хĕлхем,
Çивĕч ăс та ăна пачĕ,
Пачĕ шанчăк та илем.
Тимлĕ сăнаса пăхатчĕ
Таврара мĕн пуррине.
Тарăн шухăша путатчĕ,
Тем çыратчĕ хут çине.
Пан улми садра хĕрелнĕ
Хăпартса этем чунне.
Вăл, шаланкă пек çĕкленнĕн,
Шăрçалать сăввисене.
Çуралать вĕр-çĕнĕ çемĕ
Чунĕнче хĕрÿн, вĕрин.
Халь Ваçлей — чăн-чăн вĕçевçĕ!
Ах, Тур! Куç ан ÿктĕрин.
Ăнăçлă пĕтерчĕ каччă
Аслă Арапуç шкулне.
«Малалла кайсан аванччĕ,
Такăрлар пĕлÿ çулне.
Сăвăсем çырма ăс кирлĕ,
Тăн тан евĕр тапмалла.
Шутласассăн урлă-пирлĕ
Малаллах ман утмалла!
Çакăн пек Ваçлей шутларĕ,
Ăнтăлса шав малаллах:
Аслă Арапуçăн арĕн
Аслă сăвăç пулмаллах!
Педагог та пулчĕ мар-и
Чĕмпĕрте ăс пухнă май.
Çамрăк ăрăва хастаррăн
Ăс-тăн пачĕ вăл нумай.
Умра çиçет-ха çут тивлет,
Митта халь хăй сăмах илет:

«Сыв пул, ирхи телейлĕ килĕ,
Вĕренÿре ирттернĕ ир.
Ÿстерчĕ Яковлев пехилĕ,
Кунта çын пултăмăр эпир.
Мĕскер паян кун парнелем эп,
Мĕнле телейлĕх ăмсанам?
Ирхи кунсем кăна илемлĕ,
Ирхи кунсем çеç — асамат.
Кăмăлăма çемçетрĕн эс те,
Лăпкă хĕр евĕр Сĕве.
Пурте тăван. Мĕншĕн — пĕлместĕп.
Пурне те хурăттăм хĕве.
Чĕрем çапах çунса кĕлленмĕ,
Чĕрем илемлĕх ăмсанать.
Çапах малта
Шупка илем-мĕн,
Иртни — шенкерлĕ асамат
».

*   *  *

Журналист, редактор ĕçĕ
Пулнă унăн аллинче.
Сăвăç усă кÿнĕ вĕçĕм
Пултарулăх анинче.
Сăввисем вара шăраннă,
Пурте çырăннă чунтан.
Миттана «Сунтал» та шаннă,
Хапăлланă кăмăлтан.
«Сĕрĕмре» поэма çырнă
Çирĕме çитмен Ваçлей.
Çупăрланă ăна çынлăх,
Анчах пăрăннă телей.

Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.