Артист пуласси ачаран паллă

4 Окт, 2018

Хăш-пĕр чухне паллă артиста сăнатăн та: «Ача чухне мĕнлерех пулнă-ши вăл?» — текен шухăш çавăрса илет. Çав вăхăтрах сцена çинче пултарулăхпа тĕлĕнтерекен ачана та çулсем иртсен мĕнле пулассине куç умне кăларма тăрăшатăн. Тен, шăпах çак ача, сăвва палăртуллă та илемлĕ вулаканскер, сценкăсенче ăста выляканскер, пурăна киле чаплă артист пулса тăрĕ? Чăнах та, питĕ кăсăклă.

Кинемей — мĕнле сăнар?

Шăмăршă районĕнчи Шăмăршă шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекен Максим Чураковпа пĕр калаçма тытăнсан уйрăлас та килмест. Çав вăхăтрах сăвă каласа та кăтартать- çке вăл. Ахальтен мар пултарулăх конкурсĕсенче час-часах палăрать иккен. Артист пултарулăхĕ унра ача садне çÿренĕ вăхăтрах вăй илнĕ. Вĕренме панă сăвва темиçе минутранах пăхмасăр каланипе тĕлĕнтернĕ вăл. Ку тĕлĕшрен ашшĕ-амăшне чăрмантармасть, хăех тăрăшать.
— Мана сценкăра выляма та, сăвă калама та килĕшет, — тет Максим. — Ача садĕнче пĕр кинемей сăнарне калăпланăччĕ эпĕ. Чăн- чăнни пек курăнтăр тесен хăрамалла мар, ытлашши сăмахсенчен асăрханмалла. Кинемейсем хаваслă, вĕсене лайăх выляса кăтартас тесен калаçса лармалла. Эпĕ вылякан кинемей аран куçса çÿрекенскерччĕ. Хам та мĕшĕлтирех çав, сăнара кăтартма йывăр пулмарĕ...
Арçын ача чун киленĕçне тупнине ăнланать, малашне ытти роле те выляса пăхасшăн. Сăмахран, ăна çак сăнарсем килĕшеççĕ: Карлсон, Чебурашка, Буратино тата ытти те.

Ăнăçу палли — сысна

Сăвва илемлĕ калас вăрттăнлăх мĕнре-ши? Максим хăйĕн меслечĕпе паллаштарчĕ:
— Малтанах лайăх вуламалла, мĕн çинчен каланине ăнланмалла. Кайран сăвва икшер йĕркепе вĕренмелле. Эпĕ хăш чухне тÿрех тăватă йĕркепе вĕренетĕп.
Паллах, хайлавра мĕн пирки сăмах пыни те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Чĕр чунсем, кайăксем çинчен калаканнисем ытларах килĕшеççĕ Максима. Унăн чи юратнă чĕр чунĕ — сысна. Качакапа автана та килĕштерет. Пĕррехинче сăвва илемлĕ вулакансен конкурсне хутшăнсан вăл шăпах сысна çинчен каланă, ăна пула 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ иккен. Çавăнпа çак чĕр чун уншăн ăнăçу палли тейĕн.
— Яла кайсан эпĕ сыснасене пăхма юрататăп. Асаттепе е кукаçипе пĕрле вĕсене кăшман вакласа çитеретпĕр, — хушса хучĕ ырă кăмăллăскер.

«Йĕрес килчĕ»

Максим — район шайĕнчи «Туслăх хĕлхемĕ» конкурс çĕнтерÿçи. Ытти шкултан пуçтарăннă ачасем-пе ăмăртасси шухăшлаттарнă ăна.
— Малтанах питĕ хумхантăм, йĕрес килчĕ, — аса илчĕ маттурскер. — Конкурса çитсен чĕтреттĕм. 3-мĕш е 4-мĕш вырăн илетĕп пуль тенĕччĕ. Кайран 1-мĕш вырăн çĕнсе илнине каларĕç те савăннипе кăшкăрса ятăм. Районта çĕнтернĕ хыççăн Шупашкара илсе кайрĕç, унта 2-мĕш вырăна тухрăм. Мана Хисеп хучĕ тата ваттисен сăмахĕсен кĕнекине пачĕç, эпĕ ăна вуласа тухаймарăм-ха, çуррине çеç çитрĕм. Ăслă каланисене асра тытма тăрăшатăп.
Конкурссене хутшăнма хатĕрленĕшĕн арçын ача Ирина Ухваркина вĕрентекене тав тăвать. Пĕрле ÿкерчĕксем те, сăн ÿкерчĕксем те, презентаци те хатĕрленĕ.
Çавăн пекех Максим районти «Яковлев вулавĕсене» хутшăнса çĕнтернĕ.
— Эпĕ таçта та çитетĕп, — тет вăл çитĕнĕвĕсемшĕн мухтасан.
Сăвă калама юратаканскер çырассипе питех аппаланманнине пĕлтерчĕ. Пĕрре çырса пăхнă-ха вăл, анчах шăллĕ Глеб ăна ăнсăртран çурса пăрахнă. Урăх çырман та. Максим ÿкерме юратать. Юратнă кайăксемпе чĕр чунсене час- часах хут çинче сăнлать. Сочинени çырасси те кăсăклă уншăн, чăвашла — уйрăмах. Тăван чĕлхе предметне питĕ юратать-çке.
— Чĕлхене лайăх пĕлес тесен, манăн шухăшпа, малтан сасăсене тĕрĕс калама, унтан калаçма вĕренмелле. Нумай кĕнеке вуламалла, вара пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тĕрĕс пуплеме хăнăхатăн. Пĕлтĕр чăвашла кĕнеке нумай вуларăм. Ку вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ кăна-ха… Юмахсенчен ытларах сăвă вулама кăмăллатăп. Манăн юратнă сăвăç — Петĕр Эйзин. Унăн хайлавĕпе эпĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕччĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.